Пӑтӑрмахсем
![]() Малтан асӑннӑ... Ку пӑтӑрмах Канаш районӗнчи ялта сиксе тухнӑ. Иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗнче пӗрисем кил хуҫи вилнӗренпе ҫур ҫул ҫитнине асӑннӑ. Кӳрше 34 ҫулти пускил хӗрарӑмӗ те каҫнӑ. Леш тӗнчене асӑннӑ ҫынна асра тытнине палӑртса сӗтел хушшине пуҫтарӑннисем киле саланнӑ хыҫҫӑн кил хуҫин 17-ри ывӑлӗпе унран икӗ хут аслӑрах хӗрарӑм тепӗр ҫынсем патне ҫул тытнӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫавӑн чухне 17-ри каччӑ хӗрарӑма хӗненӗ, кил хушшинче пусса ӳкернӗ те пусмӑрланӑ. Пуҫтахланнӑ каччӑн ӗҫӗпе нумаях пулмасть суд ларӑвӗ иртнӗ. Пӗрремӗш инстанцири суд ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 131-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласа 1,5 ҫуллӑха айӑплама йышӑннӑ. Анчах хупса хуман, условлӑ майпа явап тыттарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Тимӗр тимсӗрлӗхе каҫармасть Тӑвай районӗнче пурӑнакан 33 ҫулти арҫынна ҫын вӗлернӗшӗн 2,6 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Инкекӗ 2014 ҫултах, ҫурла уйӑхӗнче, пулнӑ. «ВАЗ 21093» рулӗ умне ӳсӗр пуҫпа ларнӑ ҫамрӑк арҫын «Hyundai Solaris» маркӑллӑ машинӑпа ҫапӑннӑ. Хирӗҫ килекен ҫул ҫине кӗрсе кайнӑ ӳсӗр водитель Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне шар кӑтартнӑ: йывӑр сурана пула вӑл пульницӑра куҫ хупнӑ. Ӳсӗр пуҫпа машина тытса пыраканскер те самай аманнӑ. Икӗ ҫул сипленнӗ вӑл. Айӑпне йышӑнасшӑн пулман, инкек пирки каласа кӑтартма килӗшмен. Анчах та кӗнтелемсем те, экспертиза та ӳсӗр водитель айӑплине ҫирӗплетнӗ. Тӑвай район прокурорӗ Оксана Ястребова пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫе Вӑрмар район судӗнче пӑхса тухнӑ. Айӑплӑ водителе 2,6 ҫуллӑха ирӗксӗр хӑварма йышӑннӑ. Приговор хальлӗхе вӑя кӗреймен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян, кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, ирхи 9 сехет те 15 минутра «Вятка» ҫул ҫинче, Ҫӗнӗ Шупашкар хули ҫывӑхӗнче, маршрутка ҫунма тытӑннӑ. Ку «Хусан – Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен микроавтобус пулнӑ. Транспорт ҫул ҫинче кайнӑ ҫӗртех ҫунма пуҫланӑ. Руль умӗнче 34 ҫулти арҫын ларнӑ. Вӑл маршруткӑран тӗтӗм тухнине асӑрханӑ та чарӑннӑ. Пассажирсене урама кӑларнӑ. Юрать, салонра ҫын нумай пулман — тӑваттӑн ҫеҫ. Вӗсене тепӗр автобуса лартса янӑ. Пушарнӑйсем вырӑна хӑвӑрт ҫитнӗ. Вӗсем пушара часах сӳнтернӗ. Телее, ку инкекре никам та суранланман. Халӗ ҪҪХПИ ӗҫченӗсем ку тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫывӑракана вӑратиччен вӑратманни Шупашкарта иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ирхи виҫӗ сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ ҫак пӑтӑрмах пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, ҫӗр хута киле таврӑнакан 26 ҫулти хӗр подъезд умӗнче ҫамрӑк ҫын ҫывӑрнине асӑрханӑ. Ҫулла мар, шӑнса пӑсӑласси те часах тесе пике арҫынна вӑратнӑ. Лешӗ хӗре тав тӑвас вырӑнне янахӗнчен туртса панӑ. Пике хӑйӗн подъездне кӗрсе тарнӑ. Анчах лешӗ хӑваласа ҫитсе а куҫӗнчен тӑхӑнтартса панӑ. Унтан арҫын вӗлерессипе хӑратса пусмӑрланӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн пике хӑй хваттерне кӗрсе тарма ӗлкӗрнӗ. Кайран та арҫын лӑпланман. Хӗре шыраса хваттерсенчен пӗрин алӑкне тӳнлеттерме тытӑннӑ. Шар курнӑ пике йӗрке хуралҫисем патне шӑнкӑравланӑ. Алӑк танлаттарса тӑраканскер пакунлисен аллине ҫакланнӑ. Пусмӑрҫӑ арҫынна суд ҫирӗп режимлӑ колоние 5 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта ӑшӑ трасси ҫинче авари пулнӑ. Юсав ӗҫӗсем темиҫе сехет пыраҫҫӗ ӗнтӗ. Паян Мичман урамӗпе Кривов урамӗ хӗресленекен вырӑнта ӑшӑ трасси ҫинче авари пулнӑ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакна пула 9,5 пин ҫын ӑшӑсӑр тӑрса юлнӑ. Хваттерсене пӑрӑхсем сивӗ. Ҫулпа вара машинӑсем иртсе ҫӳреймен. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков аварие пӗтерес тӗллевпе ӗҫлӗ комисси йӗркеленӗ. 17 сехетре вырӑна Шупашкар мэрӗ Ирина Клементьева тата Алексей Ладыков ҫитнӗ. Ӑшӑ пӑрӑхӗсене ҫур ҫӗрччен йӗркене кӗртме шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра татах ҫынсем шӑнса вилнӗ. Нумаях пулмасть тӑватӑ ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче мунчара 70-ти арҫыннӑн вилнине тупнӑ. Унӑн пӳрчӗ ҫунса кайнӑ пулнӑ, вӑл мунчара пурӑннӑ. Кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Хурамалта 65-ри арҫын вутӑ сарайӗнче шӑнса вилнӗ. Вӑл хӑнара эрех ӗҫни паллӑ. Ҫӗрле киле кайма тухнӑ, анчах ҫитеймен. Ҫав кунах Ҫӗмӗрле хулинче 52-ри арҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл килтен тухса кайнӑ та ҫывӑрма таврӑнман. Кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче вара Сӗнтӗрвӑрри хулинче 37-ри арҫын виллине тупнӑ. Вӑл та пӗлӗшӗпе эрех ӗҫнӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Канаш хули инкеке пула шывсӑр юлнӑ. Пӑтӑрмахӗ «Вӑтаел—Канаш» трасса ҫинче пӑрӑх шӑтнипе ҫыхӑннӑ. Йывӑр лару-тӑрӑва ӑнланма ыйтса ҫырнине хула администрацийӗн сайтӗнче паян кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехет хыҫҫӑн ҫырнӑ. Хула икӗ ҫӗртен шыв илсе тӑрать иккен: «Высоковка – Канаш» тата «Вӑтаел – Канаш» пӑрӑхсемпе. Насуссене темле ӗҫлеттерсен те хулари тӳре-шара шыв ҫителӗклӗ уҫлама май ҫитменнине пӗлтернӗ. Ҫынсене шывпа перекетлӗрех усӑ курма ыйтаҫҫӗ. Хулана вӗри шыв парассине те вӑхӑтлӑха чарнӑ. Вӗри шыва ӑшӑ пӑрӑхӗнчен илекенсене те кун пек тумалла марри пирки асӑрхаттарнӑ. Котельнӑйсене шыв турттарса тӑраҫҫӗ пулин те пӑрӑхран вӗри шыв юхтарни ӑшӑтмалли тытӑма та юрӑхсӑра кӑларма пултарасран шикленеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ку 2016 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пулнӑ. Ун чухне Шупашкарти Мускав кӗперне тунӑ ҫӗрте ӗҫлекен рабочий ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. 11 метр ҫӳллӗшӗнчен персе аннӑскер пуҫ мимине амантнӑ. Ку тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Подряд организацийӗн участок пуҫлӑхӗ объектри хӑрушсӑрлӑха тӗплӗн тӗрӗслемен, хӳтӗлекен картасем пуррипе ҫуккине пӑхман. Ҫавна май ӗҫ вӑхӑтӗнче 49 ҫулти рабочи ӳкнӗ те. Арҫын пуҫ мимине амантнине сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗ тесе йышӑннӑ. Следовательсем пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Кӗҫех ӑна суд пӑхса тухӗ. Явап тытаканни — участок ертӳҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, 18 ҫулти хӗр ҫӳллӗ хутран ӳксе вилнӗ. Вӑл студентка пулнӑ. Ку инкек ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче Эгер бульварӗнче пулнӑ. Пике 7-мӗш хутран ӳкнӗ. Халӗ ку пуҫиле ӗҫе следовательсем тӗпчеҫҫӗ. Ҫывӑх тӑванӗсем, тус-юлташӗ пикен халӑх тетелӗнчи страницинче вӑл вилни пирки хурланса ҫырнӑ. Хӗр мӗншӗн ӳкнӗ? Ҫак утӑма вӑл хӑйӗн ирӗкӗпе тунӑ-и? Ку ыйтусене следстви уҫӑмлатӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Валерий Тимофеев фотограф тата вӗҫевҫӗ Паян Шупашкарти вӗҫевҫӗ тата фотограф вилнӗ. Валерий Тимофеев Шупашкара ҫӳле улӑхса ӳкерсе ҫӳренӗ. Интерфакс пӗлтернӗ тӑрӑх, мотопараплан кӑнтӑрла персе аннӑ. Унта ларса пынӑ Валерий Тимофеев пульницӑна ҫитиччен васкавлӑ пулӑшу машининче вилсе кайнӑ. Маларах асӑннӑ МИХ экстренлӑ служба пӗлтерни ҫине таянса хыпарланӑ тӑрӑх, «Мотопараплан Шупашкар ҫийӗн ирӗк илмесӗр вӗҫнӗ». «МариМеди» информаци агентстви инкек 12 сехет те 20 минутра аэропортран инҫех мар пулнине пӗлтернӗ. Пӑтӑрмаха курнисем каланӑ тӑрӑх, мотопараплан сывлӑша ҫӗкленнӗ хыҫҫӑн темиҫе минутран, пӗр 70 метр ҫуллӗшӗнчен, ӳкнӗ. Валерий Тимофеев Шупашкарти авиаклуб пайташӗ пулнӑ. Инкеке РФ Следстви комитечӗн Атӑлҫи управленийӗн транспорт ҫинчи инкекпе ӗҫлекен специалисчӗсем тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |