Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Енри икӗ районта 9 ҫулти ачасем шыва путса вилнӗ. Вӗсенчен пӗри, хӗрача, Комсомольски раойнӗнчи Хирти Мӑнтӑр ялӗ патӗнчи шыва шар курнӑ. Унпа пӗр ҫулхи арҫын ача Муркаш районӗнчи Ҫӗньял Хуракасси ялӗ патӗнчи пӗвере куҫне хупнӑ. Инкек пирки пӗлнӗ хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн специалисчӗсем ҫийӗнчех тӗпчев пуҫарнӑ. Асӑннӑ управленин ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Олег Димитриев пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем ишме пӗлмен. Вӗсем шывпа антӑхса кайса вилнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пӗчӗкскерсене юри путарнӑ е вӗлерсе шыва пӑрахнӑ теме тӗпчевҫӗсен сӑлтав ҫук. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче шыв-шур хӗрринче асӑрханмаллине тепӗр хутчен аса илтереҫҫӗ. chХыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |