Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.0 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Шупашкара килекен Росгварди автобусӗ инкеке лекнӗ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Таисия Ташней 16.01.2020 18:47 | 375 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Шупашкара килекен Росгварди автобусӗ Сарту облаҫӗнче ӗнер, кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче, инкеке лекнӗ.

«Рен-ТВ» телеканал пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах Р-228 ҫул ҫинче пулса иртнӗ. Унта «ЛиАЗ» автобуспа «Toйота» ҫӑмӑл автомашина ҫапӑннӑ. Малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑл машинӑри виҫӗ ҫын аманнӑ.

Росгварди автобусӗ Маздок хулинчен Шупашкара килме тухнӑ.

«Ирхи 9 сехет тӗлӗнче «Сарту — Волгоград» ҫул ҫинче, Сарту районӗнче, 1973 ҫулта ҫуралнӑ арҫын тытса пыракан «ЛиАЗ» автомобиль тата 1968 ҫулта ҫуралнӑ арҫын тытса пыракан «Toйота» ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл машинӑри виҫӗ ҫын аманнӑ. Автобусрисенчен никам та суранланман», — пӗлтернӗ Сарту облаҫӗнчи ҫул-йӗр инспекторӗсем журналистсене. Инкек сӑлтавне уҫӑмлтаман.

#МИХсем, #инкексем, #ҫӗр, #автобуссем, #Маздок, #Волгоград, #Шупашкар, #Сарту

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Шупашкар ҫул-йӗр ҫинче вилекенсен йышӗпе мала тухнӑ
2019, 12, 13
Хваттер тара илме хакланнӑ
2020, 01, 11
Районсемпе хуласене 15 вӗр ҫӗнӗ автобус панӑ
2020, 01, 10
Шупашкарта пӳрт ҫуннӑ
2020, 01, 12
Хаяр Йӑван палӑкне лартнине тутарсем те пӗлеҫҫӗ
2020, 01, 13

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org