Пӑтӑрмахсем
![]() Сӑнӳкерчӗк: Наталья Селиверстова / РИА Новости Ҫӗршывӑн хулисенче ҫул-йӗр ҫинче пулса иртекен инкексен шутне тишкернӗ. «Хӑрушсӑр тата паха ҫулсем» проекта хутшӑннӑ 38 хуларан 22-ӗшӗнче инкек шучӗ сахалланнӑ. Тишкерӗве Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗ ҫул-йӗр инспекторӗсен статистикине тӗпе хуса хатӗрленӗ. Инкек шучӗ 10 процентран ытларах чакнӑ хуласем саккӑр ҫеҫ. Ҫак енӗпе Дон ҫинчи Ростов хулине палӑртнӑ. Унта инкексен шучӗ икӗ ҫулта 23 процент сахалланнӑ, Пермьре — 22 процент, Калининградра — 21 процент. Сарту, Красноярск, Липецк, Барнаул тата ытти хӑш-пӗр хула та лайӑххисен шутӗнче. Ҫул-йӗр ҫинчи инкеке пула суранланакансен йышӗпе Шупашкар хули мала тухнӑ. Чӗмпӗр, Омск хулисенче те лару-тӑру начар. Ҫул ҫинчи инкексенче вилекенсен шучӗ юлашкинчен асӑннӑ икӗ хулара та нумайланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |