Ӗнер Патӑрьел районӗнче ялти лавкка ҫуннӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви хыпарлать.
Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Кивӗ Ахпӳрт ялӗнче ирхине ҫӑра тӗтӗм палкаса тухнӑ. Лавкка ҫунать иккен! Пушарнӑйсем патне хыпар 7 сехет те 13 минутра ҫитнӗ. Кун пирки лавккапа ҫумӑн пурӑнакан хӗрарӑм шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Пушарнӑйсем ҫулӑма хӑвӑртах сӳнтернӗ. Лавккари холодильник, апат-ҫимӗҫ сиенленнӗ.