Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.0 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Лавккари укҫана ҫаратнӑ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Таисия Ташней 10.05.2020 06:02 | 363 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта полици ӗҫченӗсем лавкка кассинчен укҫа вӑрланӑ ҫынна тытса чарнӑ. Магазин Трактор тӑвакансен проспектӗнче вырнаҫнӑ. 

Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ирхине арҫын суту-илӳ точкине чупса кӗнӗ. Касса апаратӗнчи укҫана сутуҫӑ умӗнчех кӑларса илнӗ. Темиҫе купюрӑна илме ӗлкӗрнӗ вӑл.

Кассӑри укҫана шутласа пӑхнӑ та арҫын 2,5 пин тенкӗ ҫаратса кайни палӑрнӑ. 

Шупашкарти полицейскисем палӑртнӑ тӑрӑх, вӑрӑ пӗр 20 минут маларах суту-илӳ точкине тепӗр икӗ ҫынпа кӗнине, вӗсем эрех туяннӑ. Ҫаратакан этем паллине мӗнпур наряд патне ҫитернӗ. Кӗҫех арҫына шыраса тупнӑ. Вӑл унччен те ҫавӑн пек усал ӗҫпе палӑрнӑскер иккен. Хӑйне тытса чарсан укҫана тавӑрса панӑ. Халӗ пуҫиле ӗҫе пакунлисем малалла тӗпчеҫҫӗ.

#пӑтӑрмахсем, #вӑрӑсем, #укҫа-тенкӗ, #лавккасем, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Челепи тӑрӑхӗнчи ҫын Шупашкарта телефонсем вӑрланӑ
2019, 04, 29
Янтта ӗмӗтленнӗ кинемей укҫасӑр юлнӑ
2019, 08, 26
Ют карттӑпа усӑ курнӑшӑн явап тыттарасшӑн
2019, 09, 22
Таксипе ҫӳренӗшӗн явап тыттарасшӑн
2019, 09, 29
Тӑвай район хӗрне ют машинӑшӑн штрафланӑ
2019, 12, 15

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org