Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Пӑтӑрмахсем
![]() Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ирхи 3 сехетре Елчӗк районӗнчи Элекҫей Тимеш ялӗ тӗлӗнчи ҫул ҫинче арҫын виллине асӑрхакансем тупӑннӑ. Вӗсем йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Пакунлисем шухӑшланӑ тӑрӑх, арҫынна машина ҫапса кайнӑ, водитель инкек вырӑнӗнчен тапса сикнӗ. Вилнӗ ҫын камне кӗҫех палӑртнӑ. Вӑл Елчӗк районӗнчи Патреккел ялӗнче ҫуралнӑ 29 ҫулти арҫын пулнӑ. Йӗрке хуралҫисем ҫынна ҫапса кайнӑ водителе шырама тытӑннӑ. Малтан вӗсем машинӑна шыраса тупнӑ, кайран – унӑн хуҫине. Йӗрке хуралҫисем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ арҫын – Тутарстанран, вӑл 72 ҫулта. Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах сӑлтавне палӑртассипе тӗпчевҫӗсем малалла ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |