Пӑтӑрмахсем
![]() Елчӗк районӗнчи Курнавӑш ял тӑрӑхӗн депутачӗ ачана амантнӑ. Ҫавӑншӑн ӑна суд явап тыттарма йышӑннӑ. Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Тӑрӑм ялӗпе хӑйӗн машинипе вӗҫтерсе пыраканскер 13-ри ачаран иртес тенӗ. Лешӗ велосипедпа ярӑннӑ. Велосипедистран иртсе кайнӑ чух водитель хӑвӑртлӑха чакарман. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтереҫҫӗ. Машина ҫапса кайнӑ ачан сывлӑхне хытах амантнӑ. Суд депутат тӗлӗшпе ирӗклӗхе 1 ҫуллӑха чакарма йышӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра арҫыннӑн ҫуран ҫӳреме тивӗ, мӗншӗн тесен транспорт рулӗ умне ларма юрамасть тесе йышӑннӑ. Следстви управленийӗн пресс-службинче хыпарланӑ тӑрӑх, приговор саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |