Пӑтӑрмахсем
![]() https://www.obltv.ru сӑнӳкерчӗкӗ Вӑрнарта вырӑнти мунчапа кӗпе ҫумалли комплекс пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна халӗ суда ярса панӑ. Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, мунча пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑскер Раҫҫей Пуҫиле кодексӗн 160-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн. Ку статьяпа пуҫиле ӗҫе ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнисем тӗлӗшпе пуҫараҫҫӗ. Муниципалитетӑн унитарлӑ предприятине вӑл кӳнӗ тӑкака та шыраса илесшӗн. Пуҫлӑх пулнӑскер предприяти кассинчен 60 пин тенкӗ илнӗ. Унсӑр пуҫне банкри хӑйӗн счеч ҫине 65 пин тенкӗ куҫарнӑ. Ҫав укҫана вӑл мунча валли вутӑ туянма тӑкаклатӑп, аллӑн татӑлӑп тесе ӗнентернӗ. Анчах тӗпчевҫӗсем пуҫлӑх пулнӑ ҫын сӑмахне ӗненмен. Тӗрӗсрех каласан, ҫавна ҫирӗплетсе паракан фактсене тупайман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |