Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Вӑрман Пилемӗч ялӗнче пурӑнакан ҫемье ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ. Нинӑпа Владимир Шемалаковсем икӗ хутлӑ пӳртре кун кунланӑ. Шел те, кермен пек ҫурт ҫунса кӗлленнӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ҫӗрле вӗсен кӳрши пирус туртма тухсан ҫулӑм тухнине асӑрханӑ. Вӑл пурне те вӑратнӑ. Кил хуҫисем урама ҫири тумпа чупса тухнӑ. Ҫурт йӑлтах тӗп тунӑ, нимӗн те илсе тухма май килмен.
«Хунямапа хуняҫа чӗрӗ юлчӗҫ. Анчах нимӗн те ҫалаймарӑмӑр, ӗнесемсӗр пуҫне. Вӗсем мӗнпе ҫывӑрнӑ, ҫавӑнпа урама чупса тухнӑ», - каласа кӑтартнӑ Оксана Шемалакова. Халӗ вӗсем Нина ҫуралса ӳснӗ пӳртре пурӑнаҫҫӗ.
Ҫулӑм ҫав каҫ вӑйлӑ алхаснӑ. Малтан сарайпа гаража сӳнтернӗ, унтан пӳрт ҫунма тытӑннӑ. Сарайӗнчен ӗнесемпе пӑрусене илсе тухнӑ, сысна, чӑхсем, кушаксем ҫунса кӗлленнӗ.