Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паян ир-ирех, ҫур ҫӗр иртни 3 сехет те 40 минутра, Шупашкарти Чапаев урамӗнчи 5-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнчи пӗр хваттерте пушар тухнӑ. Ҫулӑм залра алхасма тытӑннӑ, сӗтел-пукана ярса илнӗ. Ҫав самантра килте хваттере тара илнӗ хӗрарӑм, унӑн 3-ри ачи тата иккӗмӗш сыпакри йӑмӑкӗ пулнӑ. Ҫулӑм тухнине курсан вӗсем ӑна хӑйсем тӗллӗн сӳнтереймен, урама тухсан пушарнӑйсене чӗннӗ. Пушара сӳнтернӗ чухне подъездран 5 ҫынна урама кӑларнӑ. Тӑваттӑмӗш хутра пурӑнакан 1 ҫулти ачана тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ. Пушар розеткӑран тухнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Унта тӳрех темиҫе прибора чикнӗ-мӗн, ҫав шутра – гирлянда та. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |