Муркаш районӗнче усламҫӑсемпе район ертӳҫисен ӑнланманлӑхӗ пирки «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат паян ҫырса кӑтартнӑ. Муркашри «Никита» автостанцие йӗркеллӗ ӗҫлеме вырӑнти тӳре-шара ура хурать имӗш. Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхне Ростислав Тимофеева пӑхӑнакансем «Никита» ӗҫӗнче вӗҫӗмех кӑлтӑк шыраҫҫӗ-мӗн. Судра та енсем пӗрре кӑна мар тавлашнӑ, анчах тӳре-шара выляса янӑ иккен.
Муркашри автостанцин хуҫисем, Никитинсем, районтисем хӑйсене тапӑнма хӑтланнине политикӑпа сӑлтавлаҫҫӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче, 2016 ҫулта, вӗсем автостанци ҫурчӗ ҫине Олег Николаевӑн политика рекламине вырнаҫтарнӑ. Ун чухне Олег Николаев (халӗ — Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ) РФ Патшалӑх Думине депутата суйланма кандидата тӑнӑ.