Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.0 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Вӑрнар районӗнче футбол уйӗ тикӗс пулман

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 19.12.2019 21:42 | 354 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем
footboom.ru сайтри сӑнӳкерчӗке касса илнӗ
footboom.ru сайтри сӑнӳкерчӗке касса илнӗ

Чӑваш Енри районсенче ГТО (чӑв. Ӗҫпе хӳтӗлеве хатӗр) нормисене тултарма спорт лапамӗсем малалла хута кайнине паян та Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерчӗ-ха. Аса илтерер, ӗнер ҫеҫ вӗсене виҫӗ районта уҫнӑ. Ку енчен телейлисен списокӗнче — Шупашкар, Хӗрлӗ Чутай тата Пӑрачкав районӗсем.

Ҫав вӑхӑтрах ӗҫе тӗплӗн туманнисем те тупӑнаҫҫӗ иккен. Унтан та ытларах — тивӗҫлипе пурнӑҫламасан та тепӗр ҫӗрте ӗҫе ырласа йышанаҫҫӗ, уншӑн укҫа кӑларса тыттараҫҫӗ. Ҫакӑн пек пӑтӑрмаха Вӑрнар районӗнчи Упнер ял тӑрӑхӗнче тупса палӑртнӑ. Вырӑнти хастарсем кӑлтӑк пирки прокуратурӑна систернӗ.

Ял тӑрӑхӗнчи футбол лапамӗ тунӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ӗҫе йышӑннине пӗлтерсе алӑ пусса панӑ. Анчах футбол лапамӗ тӳрӗ мар иккен, лармалли саксем те тивӗҫтермен.

Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне 20 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.

#Шупашкар районӗ, #Пӑрачкав районӗ, #спорт, #тӗрӗслевсем, #прокуратура, #пӑтӑрмахсем, #укҫа-тенкӗ, #Упнер, #Вӑрнар районӗ, #Хӗрлӗ Чутай районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Каҫал тӑрӑхӗнчи усламҫӑ ҫамрӑксене килӗштерет
2019, 07, 11
Вӗренӳ учрежденийӗсене тӗрӗсленӗ
2019, 08, 06
Мобильлӗ медицина комплексӗсем килнӗ
2019, 08, 06
10 муниципалитетра футбол уйӗ тӑвӗҫ
2019, 09, 24
Виҫӗ районта спорт лапамӗсем уҫӑлнӑ
2019, 12, 19

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org