Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Ҫухалнӑ ачана 100 ытла полицейски шыранӑ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Таисия Ташней 24.12.2019 19:26 | 696 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем
abakan-life.ru сӑнӳкерчӗкӗ
abakan-life.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарта 7 ҫулхи хӗрача ҫухалнӑ. Шкултан киле таврӑнманскере малтан амӑшӗ ураран ӳкесле шыранӑ. Телефон ҫине шӑнкӑравлама май килмен — ачан смартфонӗ сӳнсе ларнӑ.

Ачине ҫухатнӑ хӗрарӑм тӗпренчӗкне тупайман енне пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Ача ҫухалнине пӗлсен ШӖМӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти пайӗн ӗҫченӗсене пурне те ура ҫине тӑратнӑ. Ачана 100 ытла полицейски шыранӑ.

Пӑтӑрмах ӗнер, раштавӑн 23-мӗшӗнче, пулса иртнӗ. Шкултан килнӗ чухне ача тепӗр хӗрачапа паллашнӑ. Унтан вӑл хайхи патне хӑнана кайнӑ. Кил хуҫи каҫпа киле таврӑнсан ют хӗрачана асӑрханӑ. Ӑна вӑл киле кайма сӗннӗ. Ӑсатса ярасшӑн пулнӑ. Анчах ача пӗчченех ҫитессине пӗлтерсе тухса утнӑ. Пакунлисем хӗрачана 10-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗнче 22 сехет те 45 минутра асӑрханӑ.

#Ҫӗнӗ Шупашкар, #ачасем, #пӑтӑрмахсем, #шырав, #ШӖМ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ҫӗнӗ Шупашкарта каллех... ача ӳкнӗ
2019, 09, 02
Таксипе ҫӳренӗшӗн явап тыттарасшӑн
2019, 09, 29
Каялла чакакан машина айне пулнӑ
2019, 10, 06
Шыраври хӗр ҫухалман
2019, 11, 21
Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралнӑ ачана Шупашкарта теме килӗшмен
2019, 11, 26

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org