Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Пӑтӑрмахсем
![]() Леонид Волков (сулахайри) Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи пулнӑ Леонид Волкова ирӗке кӑларнӑ. Ку хыпара эпир халь ҫеҫ илтрӗмӗр. Леонид Волкова ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса преми илнӗ тесе айӑпласшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ. Ӗҫе Шупашкарта тишкересшӗнччӗ, анчах каярах Мускава куҫарма май килнӗ-килнех. Ҫапла тума Леонид Волковпа унӑн хӳтӗлевҫи ҫине тӑнӑ. Вӗсем кунти суда шанман. Леонид Волков следстви изоляторӗнче чылайранпа ларчӗ. Полпредпа ҫыхӑннӑ суд ларӑвӗсене Тимӗр Акташ Чӑваш халӑх сайчӗн вырӑсла пайӗнче хыпарласах тӑнӑччӗ-ха. Вӑл хальхинче те пӗлтерессе шанатпӑр. Паян эпир экс-полпреда ирӗке кӑларнине илтрӗмӗр. Те следстви изоляторӗнчен ирӗке кӑларнӑ, те айӑплӑ мар тесе йышӑннӑ. Ҫак самантра тӗплӗн калаймӑпӑр. | ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |
Аранах Тӗрӗслӗх ҫӗнтерчӗ!
Ӗнер Леонид Валерьевич ман пата шӑнкӑравларӗ (унӑн телефонӗ аранах ӗҫлеме пикенчӗ!).
Пӗр сехете яхӑн калаҫрӑмӑр.
"Виҫӗмкун аранах хӗвел куртӑм!" - терӗ ку чухнехи ЧИ ӐСЛӐ та ЧИ ПУЛТАРУЛЛӐ чӑвашсенчен пӗри.
Пурнатпӑр-ха!
Валери Туркай