Ҫӗнӗ Шупашкарти тиев портӗнче ӗнер инкек пулнӑ: унта ҫын сарӑмсӑр вилнӗ. Пурнӑҫран уйрӑлнӑ ҫын – «Химпром» рабочийӗ.
Предприятин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек 19 сехет те 55 минутра пулнӑ. Ҫӳлерех асӑннӑ предприятинче хлор тата каустика производствин цехӗн юсав енӗпе ӗҫленӗ мастерӗ Иванов Геральд Васильевич путса вилнӗ. Ҫакна малтанлӑха ирттернӗ суд-медицина экспертизи ҫирӗплетнӗ.
РФ Следстви комитечӗ, ӗҫлев патшалӑх инспекцийӗ тата прокуратура ҫак инкеке тӗпчеҫҫӗ, лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ.