Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкас Пайкилт ялӗнче пӗрин усал икӗ йытти ҫынсене ҫыртса пӗтернине, пӗрне вилмеллех амантнине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ.
Аса илтерер, ҫав кунхине инкек ирхине пулнӑ. Йытӑ ҫынна тапӑннине курсан пӗри кӗреҫепе сусӑр старике хӳтӗлеме тухнӑ. Анчах иккӗшне те йытӑсем ҫыртса пӗтернӗ. Пӗрин алли суранланнӑ, теприн — пуҫӗ. Овчаркӑсенчен шар курнӑ 76 ҫулти хӗрарӑм вилмеллех суранланнӑ.
Овчаркӑсем вырӑнти фермерӑн пулнӑ. Вӑл вӗсене хӑйӗн пурлӑхне сыхлама усранӑ. Анчах лешӗсем сӑнчӑртан унччен те вӗҫерӗнсе кайкаланӑ-мӗн.
Паян РФ Следстви комитечӗ Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, йытӑсен хуҫине халӗ суд тунӑ. Унӑн ирӗкне 11 уйӑхлӑха хӗсме йышӑннӑ.