Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Уйлӑхри ача пульницӑна лекнӗ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Таисия Ташней 01.07.2019 20:35 | 712 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Ҫӗрпӳ районӗнчи «Звездный» уйлӑхра ачапа инкек пулнӑ. Официаллӑ ҫӑлкуҫсене, тӗрӗсрех каласан, Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствине, ӗненсен, ача эмел нумайрах ӗҫнӗ. Ҫавна пула ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ ача сывлӑхӗ хӑрушлӑхра мар.

Арҫын ачана эмеле тухтӑр ҫырса панӑ иккен. Ача ҫумӗнче ҫав препаратсем пулнӑ.

Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин сайтӗнче ашшӗ-амӑшне тимлӗрех пулма сӗнсе ҫырнӑ. Тухтӑр ҫырса панӑ рецептпа ачан эмел ӗҫмелле пулсан, ҫавӑн пирки воспитательсемпе вожатӑйсене систерме ыйтаҫҫӗ. Асӑннӑ министерствӑри тӳре-шара шухӑшланӑ тӑрӑх, эмел ӗҫнине ача-пӑча уйлӑхӗнчи тухтӑрӑн сӑнаса тӑмалла. Тепӗр майлӑ каласан, ача мӗн чухлӗ эмел тата хӑҫан ӗҫнине аслисен йӗркелесе тӑмалла.

#уйлӑхсем, #Вӗренӳ министерстви, #вӗренӳ, #ачасем, #сывлӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

«Эткер» вырӑнне — тӗслӗхлӗ центр
2018, 10, 11
Ишӗлнӗ шкултисене урӑх ҫӗре вырнаҫтарнӑ
2019, 03, 11
Шупашкар ачи Ӗпхӳри олимпиадӑна хутшӑнӗ
2019, 03, 17
Министерство ашшӗ-амӑшӗн пухӑвне пуху ирттерӗ
2019, 05, 14
Шупашкарти пӗр шкулти экзамен вӑхӑтӗнче ача вилнӗ
2019, 05, 29

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org