Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.0 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: 2-ри ача кӑмака умӗнче япала ҫунтарнӑран пушар тухнӑ

Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Сутатӑп Килти хуҫалӑхри сӗт, тӑпӑрчӑ, ҫу, ҫӑмарта.
Паллашу Çамрăк 21-ре Чăваш каччă — Чăн Чăваш хĕре тĕл пулса — пĕрле яланлăха пуласшăн! ...
Софья Савнеш 01.10.2019 17:42 | 226 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер, аван уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Кӗҫӗн Турхан ялӗнче 60 ҫулти хӗрарӑмӑн ҫурчӗ ҫунса кайнӑ. Сарай таврашне те ҫулӑм сиенлетнӗ. Юрать-ха, пушарта никам та шар курман.

Пушар кӑнтӑрла алхаснӑ. Аслисем 2 ҫулти ачана асӑрхаса ӗлкӗреймен – арҫын ача хутса янӑ кӑмака умӗнче япаласем ҫунтарнӑ. Кил хуҫисем пушара хӑйсем тӗллӗн сӳнтерме хӑтланнӑ, анчах кӑлӑхах – ҫулӑм йывӑҫран тунӑ ҫурта тӗппипех пӗтернӗ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал республикӑра ачасем шӑрпӑкпа вылянӑран 26 пушар тухнӑ.

#пӑтӑрмахсем, #пушарсем, #Инкеклӗ лару-тӑру министерстви, #Шупашкар районӗ, #Кӗҫӗн Турхан

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ачасем мачча тӑрринче шӑрпӑкпа вылянӑ
2019, 05, 27
Ишекре лавкка ҫуннӑ
2019, 07, 01
Чӑх-чӗп хапрӑкӗ ҫуннӑ
2019, 08, 13
Пӗччен пурӑнакан хӗрарӑм ҫунса вилнӗ
2019, 09, 08
Йӳҫ Шӑхальти нумай ачаллӑ ҫемье ҫуртсӑр юлнӑ
2019, 09, 09

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org