Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.0 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Пӑтӑрмахсем: Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Таисия Ташней 28.09.2019 16:27 | 102 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем
kianewes.ru сӑнӳкерчӗкӗ
kianewes.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 285 статйин 2-мӗш пайӗпе (вырӑнти хӑй тытӑмлӑх ертӳҫи ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн) тата 292-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе (ӗҫпе усӑ курса улталанӑшӑн) айӑпласшӑн.

Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2015 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче вӑл 0,16 гектар ҫӗр уйӑрни ҫинчен калакан суя выписка ҫырса панӑ. Тусӗ валли. Тӗрӗссипе вара юлташӗн ун пек нимле ҫӗр те пулман.

Апла пулин те юлташӗ ҫав хута тӗпе хурса ҫӗре Росреестрӑн управленийӗнче хӑйӗн ячӗпе регистрацилеме пултарнӑ.

Пӑтӑрмаха РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем тата прокуратура ӗҫченӗсем тупса палӑртнӑ.

Суя хут ҫырса панӑ пуҫлӑх тӗлӗшпе ҫыхӑннӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.

#ултав, #Ҫырмапуҫ, #Ҫӗрпӳ районӗ, #тӳре-шара, #пӑтӑрмахсем, #прокуратура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Тӗп тухтӑра хупма йышӑннӑ
2019, 02, 14
Ҫӗрпӳ район пуҫлӑхне суйламалли конкурс комиссине палӑртнӑ
2019, 02, 27
Пуҫлӑх премие пайлама ыйтнӑ
2019, 03, 18
Ӗҫри машинӑпа ярӑннӑ
2019, 06, 27
Прокуратура ҫул-йӗр инспекторӗсен ӗҫне хак парӗ
2019, 07, 26

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org