Мускав облаҫӗнчи Химки хулинче икӗ ҫамрӑк арҫын виллине тупнӑ. Ҫапла пӗлтернӗ Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Мускав облаҫӗнчи управленийӗ. «РЕН ТВ» телеканал арҫынсем «Россия» (чӑв. Раҫҫей) авиакомпанире бортпроводникра ӗҫленӗ.
Инкек юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пулнӑ. Стюардсем Химки хулинчи Герман Титов урамӗнчи тара илнӗ хваттерте пурӑннӑ. Ҫиелтен пӑхсан вӗсенп такам вӗлернӗ тесе калама сӑлтав тупӑнман.
Арҫынсем 27-ре тата 29-та пулнӑ. Вӗсен виллине тупнӑ ҫӗре стюардсем 12 сехет каяллах куҫ хупни палӑрнӑ.
Хваттерте ҫӑнӑх евӗр шурӑ япала тупнӑ. Тӗпчевҫӗсем ӑна тӗрӗслеме янӑ.
Ҫамрӑк стюардсем вилнин сӑлтавне тӗпчевҫӗсем тӗрӗслеҫҫӗ. Вӗсем пуҫарнипе специалистсем судпа медицина экспертизи ирттерӗҫ.