Утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ирхине Муркаш районӗнчи Калмӑккасси ялӗ ҫывӑхӗнчи «Мускав-Ӗпхӳ» федераци трасси ҫинче инкек пулса иртнӗ. «Ауди» автомашина ҫул хӗрринчи тимӗр картана пырса тӑрӑннӑ, унтан «УАЗ-3909» автомобильпе ҫапӑннӑ. УАЗ водительне пульницӑна илсе кайнӑ. Салонта пулнӑ тепӗр пассажир та каярах тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
«Ауди» машинӑри ҫынсем автомобиле пӑрахса хӑварсах вырӑнтан тапса сикнӗ. Руль умӗнче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн ывӑлӗ Олег пулнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Кун пирки ӗнер «Россия-24» (чӑв. Раҫҫей-24) телеканал «Дежурная часть» кӑларӑмра хыпарланӑ. Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче «Ауди» салонти камера ӳкерсе илнӗ видеона (ӑна лартакансем ҫапла ӗнентереҫҫӗ) вырнаҫтарнӑ. Кадр хыҫӗнчи сасӑ сехетре 200-е яхӑн километр хӑвӑртлӑхпа пынишӗн каппайланса калаҫни илтӗнет. Машина пӗр автомобиль хыҫҫӑн тепринчен ирте-ирте кайни курӑнать.