Шупашкар районӗнчи пуҫлӑха вӑхӑтра хуравламаншӑн явап тыттарнӑ.
Халӑха социаллӑ пулӑшу паракан пайра (учреждени «Социаллӑ пулӑшу паракан центр» хысна учрежденийӗн шутланать) тӑрӑшакан ҫынна прокуратура ҫине тӑнипе штрафланӑ.
Тӳре-шара ыйтӑва хуравлама васкаманни пирки районта пурӑнакан пӗр ҫын евитленӗ. Прокуратура тӗрӗсленӗ те «Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑх ыйтӑвӗсене пӑхса тухасси ҫинчен» саккуна пӑснине палӑртнӑ.
Халӑха социаллӑ пулӑшу паракан пай пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗҫе суд пӑхса тухса пуҫлӑха 5 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Тӳре-шара миравай суд йышӑнӑвӗпе килӗшмесӗр Шупашкар район судне тавӑҫ ҫырнӑ. Анчах унти суд та миравай тӳрен йышӑнӑвне улӑштарма килӗшмен.