Персона
Татьяна Евдокимова Раҫҫейӗн Ҫыхӑну, информаци технологийӗсен тата массӑлла коммуникацисен сферине тӗрӗслесе тӑракан службин республикӑри управленийӗн ертӳҫи пулма Татьяна Евдокимована ҫирӗплетнӗ. Хушӑва, сӑмах май, ҫӗршывӑн Ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви кӑларать. Роскомнадзорӑн Атӑлҫи федераци округӗнчи Управленйиӗн ертӳҫи Анатолий Селезнев ҫӗнӗ пуҫлӑха Чӑваш Ен Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа паллаштарнӑ. Тӗрӗсрех, Михаил Васильевичшӑн Татьяна Евдокимова ҫӗнӗ ҫын мар-ха. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Президент Администрацийӗнче те ӗҫленӗ. Наци радиовӗнче директорта, Наци телерадиокомпанийӗнче ертӳҫӗ ҫумӗнче ӗҫленӗ. Татьяна Львовна, сӑмах май, Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрте 1959 ҫулта ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Ҫак кунсенче чӑваш музыка ӳнерӗ пысӑк ҫухату тӳснӗ — ҫуркуннен пӗрремӗш кунӗнче чӑвашсен профессилле пӗрремӗш музыковечӗ Юрий Илюхин вилнӗ. Унпа паян сывпуллашнӑ. Юрий Илюхин 1925 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Шӑпачав (халь Ишеке кӗрет) ялӗнче ҫуралнӑ. Маларах Шупашкарти музыка училищине, каярах Хусанти патшалӑх консерваторине вӗренсе пӗтернӗ. 1946 ҫулта Чӑваш филармонийӗнче симфони оркестрӗн артистӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Консерватори пӗтернӗ хыҫҫӑн хӑй вӗрентекен пулса тӑнӑ — Шупашкарти музыка училищинче 22 ҫул преподавательте тӑрӑшнӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл Чӗлхе, литература, истори тата экономика ӑслӑлӑхпа тӗпчев институтӗнче ӑслӑлӑх тӗпчевҫинче, Чӑваш радиора музыка кӑларӑмӗсен редакторӗнче ӗҫленӗ. Юрий Илюхин чӑвашсен профессилле тата халӑх музыки, композиторсем пирки 100 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗ шӑрҫаланӑ. Федор Павлов композиторӑн хайлавӗсене пухса хатӗрлекенӗсенчен пӗри. Гаврил Федоров пухнӑ халӑх юррисемпе ҫеммисене те вӑл пухса кӗнеке кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӗҫӗн Тивӗш ялӗнче пурӑнакан Марфа Тимофеева РФ Президентӗнчен, Владимир Путинран, саламӑ ҫырӑвне илнӗ. Мӗн ятпа? Марфа Тимофеевна 100 ҫул тултарнӑ. Ҫавӑн пекех юбиляра ял тӑрӑхӗн администрацийӗ, ял халӑхӗ, тӑванӗсем саламланӑ. Марфа Тимофеева 1914 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫавалхӗрри Кӑнаш ялӗнче ҫуралнӑ. Ватӑскер ялти шкулта, унтан Канашри педагогика училищинче вӗреннине паян та ӑшшӑн аса илет. 1935 ҫулта вӑл Кӗҫӗн Тивӗшри учителе Константин Григорьева качча тухнӑ. Марфа Тимофеевна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланиччен Кӑшаркасси шкулӗнче ӗҫленӗ. Пӗрремӗш ачине ҫуратсан колхозра вӑй хунӑ. Марфа Тимофеева тивӗҫлӗ канӑва тухичченех ял хуҫалӑхӗнче ӗҫленӗ. 100 ҫул тултарнӑ кинемейӗн пурнӑҫӗ ҫӑмӑл килмен. Вӑл пилӗк ачине пӗчченех ура ҫине тӑратнӑ. Иккӗшӗ пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлнӑ. Виҫҫӗмӗш ывӑлӗ Ангорска кайнӑ та хыпарсӑр ҫухалнӑ. Унран халӗ те нимӗнле хыпар та ҫук. Марфа Тимофеевнӑпа юнашар — хӗрӗсем Алевтина тата Надежда. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Мӗншӗн пурӑнать ҫӗр ҫинче этем? Мӗн-ха вӑл ҫыннӑн пурнӑҫӗнчи тӗп тӗллев? Ҫак ыйтусем ҫине хуравлама ырӑран та ырӑ, сӑпайлӑран та сӑпайлӑ чӑваш хӗрарӑмӗн шӑпин, пурнӑҫӗн саманчӗсене палӑртса хӑварас килет. Этемӗн ҫӗр ҫинчи тӗп тӗллевӗ – хӑй вырӑнне тупса, пӗтӗм кӑмӑлтан, чуна парса ӗҫлесе, халӑха, ҫӗршыва усӑллӑ ҫын пуласси. Ҫакӑн пек ҫынна, Клара Александровна Смеловӑна, сумлӑ юбилей ячӗпе саламлама пухӑннӑ та ял халӑхӗ нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Мулкачкасси ял клубне. Клара Александровна Смелова 1934 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Муркаш районне кӗрекен Ҫурлатӑри ялӗнче учитель ҫемьинче ҫуралса ӳснӗ. Ашшӗ, Алексеев Александр Алексеевич, шкулта ӳкерӳ тата черчени предмечӗсене вӗрентнӗ. Амӑшӗ, Федосия Сергеевна, мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех Муркаш шкулӗнче пуҫламӑш класс ачисене ӑс панӑ. Ҫын хӑйӗн тивӗҫне мӗнле пурнӑҫласа пырасси ҫынран хӑйӗнчен нумай килет. Мӗн ачаранах йывӑрлӑх тути-масине астивнисем вара нимӗнле ыйту ҫине те ҫиелтен пӑхмаҫҫӗ. Акӑ, Клара Александровна Смелова 31 ҫул хушши Орининти ял вулавӑшӗнче вай хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
ялти Ҫемен Элкер ячӗллӗ шкул умӗнчи палӑк Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Ҫемен Элкер ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитет. Йӗпреҫсем хӑйсен ентешне астӑваҫҫӗ, хисеплеҫҫӗ. Пысӑк Упакассисем юбилее паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ. Ялти вулавӑшра поэт пултарулӑхӗпе пурнӑҫне уҫса кӑтартакан уҫӑ альбом тунӑ. Ҫемен Элкер — сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, драматург, публицист. Унӑн хайлавӗсене чылай чӗлхепе куҫарнӑ. Унӑн хайлавӗсене чӑваш литературин кӗнекине, хрестоматине кӗртнӗ май ачасем юратса вулаҫҫӗ. Пысӑк Упакассисем Ҫемен Элкер ятне нихӑҫан та манмӗҫ. Поэт ҫуралса ӳснӗ урам, вӑл вӗреннӗ тата ӗҫленӗ шкул унӑн ячӗпе хисепленеҫҫӗ. Шкулта Ҫемен Элкер ячӗллӗ музей пур. Унта — сӑвӑҫӑн алҫырӑвӗсем, ҫырӑвӗсем, сӑнӳкерчӗкӗсем, картинисем, хальхи поэтсен, унӑн тӑванӗсен асаилӗвӗсем. Семен Васильевич ҫуралса ӳснӗ пӳрт умӗнче асаилӳ палли вырнаҫтарнӑ. Поэт юбилейне уявлас тӗлӗшпе Йӗпреҫре чылай мероприяти иртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Чӑваш театрне юратакансем Константин Иванов ячӗллӗ академи драма театрӗн Владимир Семенова аван пӗлеҫҫӗ. Эп сӑнанӑ тӑрӑх, чылай чухне вӑл кӑрарах чунлӑ ҫынсен рольне калӑпланӑн туйӑнать. Тепӗр тесен, ун йышши рольсем ӑна ҫывӑхрахӑн туйӑнаҫҫӗ тесен те пысӑк йӑнӑш мар-тӑр. Чӑвашсем уйрӑмах йышлӑ пурӑнакан вырӑнсенче те куракансем кӑмӑлласа йышӑннине палӑртаҫҫӗ унпа гастрольте пулнисем. Владимир Валентинович — Шупашкар район ҫынни. 1949 ҫулти ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫӗньял-Покровски ялӗнче ҫуралнӑ. 1972 ҫулта Ленинградри (ун чух Питӗр хулине ҫапла каланӑ та) музыкӑ театрӗпе кинематографин патшалӑх институтне вӗренсе пӗтернӗ. Ҫак ҫулсенче миҫе роле калӑпланине Владимир Семенов картса пынӑ-ши — калама хӗн. Хальтерех вылянисенчен «Авланатӑп эпӗ, авланатӑп»-ри Летяева, «Чухӑнлӑх инкек мар»-ти Коршунова тата ыттине асӑнма пулать. 1989 ҫулта ӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артсичӗ ят панӑ, 16 ҫул вӑл чӑваш халӑх артисчӗ пулса тӑнӑ. Халӗ акӑ тата тепӗр хисеплӗ ят: Владимир Семенов — Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
«Пӗр япалана асӑрхарӑм-ха эпӗ, — терӗ паян пӗр паллаканӑм, чӑннипех пултаруллӑ ҫынна пурӑннӑ чухне те хисеплеме пӗлмеҫҫӗ, вӑл вилсен пушшех те манса каяҫҫӗ». Кӳренӳ сисӗнекен ҫак сӑмахпа килӗшсен те пулать, тавлашсан та. Анчах ҫав ҫын сӑмахне ҫак самантра Анфиса Смелова артистка ҫуралнӑранпа нарӑсӑн 15-мӗшӗнче 75 ҫул ҫитнине паян кӑна пӗлнӗрен аса илтӗм-ха. Каҫартӑрах ӗнтӗ вӑл… Анфиса Смелова Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 33 ҫул ӗҫленӗ. Ҫак ҫулсенче вӑл тӗрлӗ кӑмӑллӑ хӗрарӑм рольне калӑпланӑ. Унӑн сӑнарӗ Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» асӑну паркӗнчи Ҫар Мухтавӗн монуменчӗн амӑшӗнче калӑпланнине паян пурте пӗлмеҫҫӗ те пулӗ. Пуҫа тӑхӑнмаллине тата платьене театртан илнӗ, ыттине — таврапӗлӳ музейӗнче. Анфиса Смелова 1939 ҫулта Етӗрне районӗнчи Ирҫе ялӗнче ҫуралнӑ, Мускаври А.В. Луначарский ячӗллӗ театр ӳнерӗн институтне вӗренсе пӗтернӗ. Вӑл Николай Айзманӑн «Кай, кай Ивана» камичӗ тӑрӑх лартнӑ спектакльте 24 ҫул Вӗҫелис рольне вылянӑ. Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ 2010 ҫулта вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Элӗкри ача-пӑча ӳнер шкулӗнче фортепиано класӗнче вӗренекенсем паллӑ чӑваш композиторӗн Геннадий Воробьевӑн пултарулӑхне халалласа концерт лартнӑ. Геннадий Васильевич тӗлӗнмелле кӗске ӗмӗр пурӑнса ирттернӗ: пурӗ те 21 ҫул кӑна. Анчах ҫав тапхӑрта вӑл чӑваш музыкин историне кӗрсе юлма ӗлкӗрнӗ: тӗрлӗ жанрлӑ ҫичӗ теҫеткене яхӑн хайлав ҫырнӑ. Геннадий Воробьев — Василий Воробьев хор дирижерӑн ывӑлӗ, Шупашкарта ҫуралнӑ. Фортепианӑпа калама ӑна ултӑ ҫулта чухнех хӑнӑхтарма тытӑннӑ. Кайран вӑл музыка техникумӗнче композитор тата пианист специальноҫӗсене алла илет. Мускаври консерваторинче те каччӑ пӗлӗвне туптать. Анчах йывӑр чире пула вӑл вилет. Унӑн пысӑк хайлавӗсенчен пӗри — тӑватӑ сехетлӗх симфони. Ӑна чӑваш музыкин чи лайӑх хайлавӗсен шутне кӗртеҫҫӗ. Элӗкри ачасен концерчӗ вӑхӑтӗнче Геннадий Воробьев сакӑр ҫулта чухне ҫырнӑ «Чӑваш кӗвви» пьесӑна ӳнер шкулӗнче 3-мӗш класра вӗренекен Мария Иванова янӑратнӑ. Паллӑ композиторӑн ытти хайлавӗ те пулнӑ паллах унта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Финанс министрӗ пулнӑ Михаил Ноздряков банкра ӗҫлеме пуҫламалла. Асӑннӑ ӗҫрен ӑна ҫак уйӑхӑн 3-мӗшӗнче хӑтарни пирки эпир хыпарланӑччӗ. Ун чухне вӑл ӑҫта каясси пирки паллӑ марччӗ-ха. Каярах ӗҫрен хӑтарма ыйтнӑ заявление вице-премьер кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче ҫырса пани паллӑ пулчӗ. Унтан та ытларах — республикӑн финанс министрӗнче тӑрӑшнӑ ҫын патшалӑх службинче ӗҫлесси йывӑррине тата яваплине палӑртнӑ иккен. Ҫавна пулах вӑл министр пуканне хӑварма йышӑннӑ-мӗн. Тепӗр куннех унӑн кандидатурине Чӑвашкредитопромбанкӑн директорсен канашне кӗртме сӗннӗ иккен. Апла тума асӑннӑ кредит учрежденийӗн учредителӗсенчен пӗри, устав капиталне 5,7945% чухлӗ укҫа хывнӑ «Ресурсмаркет» тулли мар яваплӑ общетсво сӗннӗ иккен. Патшалӑх службинче ӗҫлеме тытӑниччен Ноздряков Перекет банкӗн чӑваш уйрӑмӗн управляющийӗн ҫумӗнче 10 ҫул ытла тӑрӑшнӑ, каярах вӑл ВТБ банкӑн Шупашкарти филиалне ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Сильвия Петрова, талисман авторӗ Хӗллехи XXII Олимп вӑййисен талисманне — мулкача — ӳкерекен Сильвия Петрова нумай пулмасть Сочирен таврӑннӑ — вӑл унта вӑйӑ уҫӑлнине халалланӑ уява хутшӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнче пӗлӳ пухакан хӗр ҫулҫурев пирки «Ҫамрӑксен хаҫатне» каласа панӑ. Сильвия Петровӑна олимп вӑййине уҫнӑ уяв кӑмӑлне кайнӑ, унашкал илемлӗ уява нихӑҫан та курманни пирки пӗлтернӗ. Хӑйне вӑл юмах тӗнчине лекнӗн туйнӑ, чылай япаларан тӗлӗннӗ. Сцена ҫине хӑй ӳкернӗ мулкач йӗлтӗрпе тухсан Сильвия чунран савӑннӑ. Унӑн талисманӗ тӗнче историне кӗрсе юлнӑшӑн вӑл питӗ хӗпӗртет иккен. Сӑмах май хаҫат Ҫӗнӗ ҫул умӗн Сильвия Чӑваш патшалӑх университечӗн чӳречисем ҫине Олимп вӑййисен талисманӗсене ӳкерни пирки те каласа парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.02.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 768 - 770 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ярдыкова Зоя Дмитриевна, театр актриси, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ананьев Николай Ананьевич, хирург-травмотолог, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тухрӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» (халӗ «Ҫӗнтерӳшӗн») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |