Персона
![]() Лаврентий Таллеровӑн юлашки романӗ — ҫак кӗнекере Чӑваш кӗнеке издательствинче нумаях пулмасть ҫӗре кӗнӗ — Лаврентий Таллеровӑн юлашки романӗ — тухнӑ. Вӑл «Ыр-хаяр» ятлӑ. Унта авторӑн ҫакнашкал ятлӑ романӗ те кӗнӗ. Романсӑр пуҫне асӑннӑ кӗнекере «Амук тесе чӗнетчӗҫ ӑна», «Лаша каҫанӗ» повеҫсем те пур. Вӗсем 1980-мӗш ҫулсенчех пичетленсе тухнӑ, каярахпа редакциленӗ. Ҫавӑн пекех «Ыр-хаяр» кӗнекене «Ушкӑн-ушкӑн асаилӳ» автобиографи очеркӗсен серийӗ кӗнӗ. Кӗнеке вӗҫӗнче Юрий Артемьев литература тӗпчевҫин «Самана чӑтлӑхӗнче пытарӑнакан чун» статйине вырнаҫтарнӑ. Аса илтеретпӗр: чӑваш халӗх ҫыравҫи, прозаик тата публицист Лаврентий Таллеров ҫулталӑк каялла 85 ҫула ҫитсе ҫӗре кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Анатолий Кузьмин Паян, ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, ЧР пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗн министрӗн пуканне Анатолий Кузьмин йышӑннӑ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев кун пирки алӑ пуснӑ. Анатолий Кузьмин ведомсто ертӳҫин лариччен кунашкал тивӗҫе нихӑҫан пурнӑҫламан. Унӑн биографине тишкерес тӗк — вӑл 1991–1994 ҫулсенче Вӑрнар районӗнчи халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр заведующийӗ пулнӑ. 1994–1997 ҫулсенче Анатолий Кузьмин ҫак центртах директорта вӑй хунӑ. 1997–2011 ҫулсенче Вӑрнар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ. 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗнчен пуҫласа хальччен ЧР Патшалӑх Канашӗн ертӳлӗх секретариачӗн ертӳҫи пулнӑ. Анатолий Кузьмин 1956 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Кӑҫал вӑл 58 ҫул тултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Анатолий Печников Паян сцена ҫине такам та тухать. Хӑшӗсем сӑввине те хӑйсемех ҫыраҫҫӗ, ҫеммине те хываҫҫӗ, юррине те шӑрантараҫҫӗ. Калӑн — тӗлӗнсе каймалла пултарулӑх! Анчах ҫав «шедеврсенчен» хӑшӗсене итлеме тӑрсан хырӑм тытса ахӑлтататасси кӑна юлать. «Эп сана юрататӑп, эс мана юратмастӑн» йышши сӑмахсемлӗ, ансат кӗвӗллӗ юрӑсене радио-телекуравпа та янӑратаҫҫӗ-ха. Анчах, телее, чуна тивекен тарӑн шухӑшлӑ, ҫепӗҫ кӗвӗллӗ юрӑсем те пур-ха. Вӗсенчен хӑшӗсем халӑхра анлӑ сарӑлнӑ пулин те хӑш чух ҫавсен авторӗсем кам иккенне те пӗлместпӗр. Акӑ, аса илер-ха Виталий Гордеев хӑй вӑхӑтӗнче шӑрантарнӑ «Ӗмӗр пулӑпӑр пӗрле» юрра. Е тата Иван Христофоров репертуарӗнчи «Икӗ ҫӑлтӑра». Ҫак тата ытти юрӑн авторӗ — Шупашкар районӗнчи Иккассинчи шкулта 30 ҫула яхӑн музыка учителӗнче ӗҫленӗ Анатолий Печников. Анатолий Александрович патӗнче вӗреннӗ ачасем те, тен, хӑйсене епле пултаруллӑ ҫын вӗрентнине пурте пӗлмен-тӗр. Хӑй вӑл Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туктамӑш__ ялӗнче шӑп та лӑп 60 ҫул каялла ҫуралнӑ. Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ пединститутӑн (ун чух ҫав аслӑ шкула хальхи пек университет темен) музыкӑпа педагогика факультетӗнче пӗлӳ илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Николай Трофимова юбилейпе саламланӑ чухне Вӑрнар районӗнчи Уйкас Кипек ялӗнче пурӑнакан 90 ҫулти ветеран… халӗ те велосипедпа ярӑнать. Николай Трофимович Трофимов ҫавра юбилейне нумаях пулмасть уявланӑ. Паллӑ ҫак кунпа ӑна Вӑрнар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев, Ветерансен канашӗн председателӗ Василий Львов, Уйкас Кипек ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Петров киле пырса саламланӑ. Николай Трофимович фронта ҫамрӑклах тухса кайнӑ. Тӑван ҫӗршыв умӗнче паттарлӑх кӑтартнӑшӑн ӑна орденсемпе, медальсемпе чысланӑ. Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ Николай Трофимова 55 ҫултан ҫеҫ тупнӑ. Ветеран вӑрҫӑ хыҫҫӑн Енӗш тата Вӑрман Кипек шкулӗсенче ачасене вӗрентнӗ. Николай Трофимовича 90-ра тееймӗн: хӑйӗн ҫулӗнчен ҫамрӑкрах курӑнать. Велосипедпа ярӑнма юратнисӗр пуҫне вӑл калчасем ӳстерет. Ветерана кинӗ Мария Михайловна пӑхса пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Лидия Воропаевӑна ҫак медальпе чысланӑ Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницин тӗп тухтӑрӗ Лидия Воропаева Чулхулара иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Хӗрарӑм-лидер. XXI ӗмӗр» конкурсра ҫӗнтернӗ. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи хӗрарӑм-ертӳҫӗсем хутшӑннӑ. Вӗсем тӗрлӗ ӗҫлекенсем пулнӑ. Хӗрарӑмсене вӗсем ерсте пыракан предприяти-организацисен ӗҫ производительноҫӗпе рентабельлӗхне, техника тӑрӑмне, колелктиври социаллӑ политикӑна кура хакланӑ. «Хӗрарӑм-усламҫӑсем хӑйсен ҫемйине кӑна мар, патшалӑх тытӑмлӑхне, бизнеса, социаллӑ сферӑна тата ытти облаҫе туртса пыраҫҫӗ», — тенӗ Чулхула облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн ҫумӗ Евгений Люлин. Лидия Воропаевана дипломпа тата ятран ҫырнӑ медальпе палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Никита Васильев ҫулҫӳревре Шупашкар каччи Никита Васильев велосипедпа ҫулҫӳреве тухнӑ. Ҫулӗ кӗске мар. Каччӑ Шупашкартан Капкас (Кавказ) тӑвӗсем патне ҫитесшӗн. Никита республика тулашне ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче тухнӑ. Халӗ вӑл Чулхула облаҫӗнче. Ыран вӑл Саранскра чарӑнса хула тӑрӑх ҫӳреме шухӑшлать. Никита Васильев хӑйӗн аккуанчӗн страницинче ҫапла ҫырнӑ: «Пӗрремӗш кунхи шухӑшсене ҫыратӑп. Ҫул ҫинче тӑватӑ сехет пултӑм, 60 ҫухрӑм ҫеҫ кайрӑм-ха. Ку, 1,5 уйӑх велосипед ҫине ларманнине шута илсен, лайӑх кӑтарту. Талӑкра 100 километртан ытла кайма палӑртман. Манӑн ниҫта та васкас ҫук-ҫке. Чӑваш Енре кунне 150 ҫухрӑм та кайнӑ. Хальлӗхе хирӗҫ вӗрекен сивӗ ҫилпе киленетӗп». Никита канмашкӑн уйра е вӑрман хӗрринче чарӑнать. Хӑш чухне унӑн кӑвайт чӗртмешкӗн те вӑй юлмасть-мӗн. Ҫавӑнпа ҫулҫӳревҫӗн сивӗ консерва ҫиме тивет. Ӗнер Никита Васильев Воротынец — Сергач — Лукояны ҫула парӑнтарма май килни, Саранск ҫулӗ ҫине тухни пири ҫырнӑ. Пӗр талӑкра вӑл 78 ҫухрӑм кайнӑ. «Пӗтӗм вӑйран ӗҫлерӗм. Саранск ҫулне питӗ курас килчӗ. Кӑмӑл тулли, анчах ывӑнтӑм. Кӑвайт чӗртме вутӑ-шанкӑ аран пуҫтартӑм. Анчах юлашкинчен алӑ султӑм та палаткӑна кӗрсе выртрӑм», — ҫырнӑ вӑл хӑйӗн страницинче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Сывпуллашу саманчӗ / Николай Плотников тунӑ сӑн Паян К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче паллӑ чӑваш драматургӗпе Николай Терентьевич Терентьевпа сывпуллашрӗҫ. 11 сехет тӗлне халӑх чылайӑн пухӑнчӗ. Сывпуллашу мероприятине ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов ертсе пычӗ. Сӑмах калакансен йышӗнче Валерий Туркай сӑвӑҫ, ЧНК Президенчӗ Николай Угаслов, Канаш районӗн ентешлӗхӗн ертӳҫи Анатолий Кипеч, Чӑваш халӑх артистки Вера Кузьмина, профессилле ҫыракан ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Сергей Павлов тата ыттисем пулчӗҫ. Тухса калаҫнӑ чухне вӗсем Николай Терентьевичӑн пурнӑҫне аса илчӗҫ, чӑваш халӑхӗшӗн сахал мар вӑй хунӑшӑн ырӑпа асӑнчӗҫ. Паллӑ драматурга тӑван ялӗнче пытарӗҫ. Терентьев Николай Терентьевич 1925 ҫулхи акан 17-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗнче ҫуралнӑ. А.В. Луначарский ячӗллӗ ГИТИСра чӑваш студинче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш паташлӑх педагогика институтӗнче, А.М. Горький ячӗллӗ Литература институтӗнче литература курсӗнче вӗреннӗ. |
Персона
![]() Николай Терентьев Ӗнер, акан 11-мӗшӗнче паллӑ чӑваш драматургӗ Николай Терентьевич Терентьев ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. Сывпуллашу ыран, 11 сехетре, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче иртӗ. Терентьев Николай Терентьевич 1925 ҫулхи акан 17-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗнче ҫуралнӑ. А.В. Луначарский ячӗллӗ ГИТИСра чӑваш студинче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш паташлӑх педагогика институтӗнче, А.М. Горький ячӗллӗ Литература институтӗнче литераутра курсӗнче вӗреннӗ. Николай Терентьевич пурӗ 50 ытла пьесӑпа сценарий ҫырнӑ. Вӗсене 15 чӗлхене куҫарнӑ — пушкӑртла, украинла, эстонла. Чи паллӑ ӗҫсем: «Ҫӗрпе хӗр», «Ҫӑлтӑрсем сӳнмеҫҫӗ», «Куккук ҫаплах авӑтать», «Кайри мала, хуркайӑксем», «Хумсем ҫырана ҫапаҫҫӗ», «Пушар лаши» тата ыттисем. Вӑл ҫырнӑ пьесӑсене Чӑваш Енри, ҫавӑн пекех Чӗмпӗр, Брянск, Барнаул облаҫӗсенчи театрсенче лартнӑ. Хӑш-пӗрисене Мускаври МХАТ-ра та кӑтартнӑ. «Сансӑр пурнӑҫ ҫук» пьесине вара ҫӗршывӑн 10 ытла хулинче лартнӑ. Литературӑпа ӳнер тӗлӗшӗпе пысӑк ӗҫсем тунӑшӑн ӑна РСФСР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин халӑх ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ хисеплӗ ятсене панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Леонид Прокопьев пурӑннӑ ҫурт ҫинчи асӑну хӑми Виҫӗмкун Шупашкарта паллӑ общество тата патшалӑх ӗҫченӗн Леонид Прокопьев ячӗпе асӑну хӑми уҫнӑ. Ӑна Дзержинский урамӗнчи 31-мӗш ҫурт ҫине вырнаҫтарнӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие ӑна пӗлекен ҫынсем, унпа пӗрле ӗҫленисем пуҫтарӑннӑ. Тӗрлӗ шайри пуҫлӑхсем те пулнӑ. Сӑмахран, Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин, РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи элчи Энвер Аблякимов, Шупашкар хула пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ирина Клементьева. Асӑну хӑмине Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Энвер Аблякимов ӑсталанӑ. Леонид Прокопьев 1934 ҫулхи ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Четвертти ялӗнче ҫуралнӑ. 1961–1975 ҫулсенче КПСС Шупашкар хула комитечӗн инструкторӗнчен пуҫласа пӗрремӗш секретаре ҫитнӗ. Каярах республикӑн Министрсен Кабинетне ертсе пынӑ, РСФСР Патшалӑх комитечӗн наци ӗҫӗсемпе ӗҫлекен ертӳҫи, РФ Федераци Канашӗн ертӳҫин ҫумӗн секретариатне ертсе пынӑ. 2006 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче вилнӗ. Ӑна Шупашкарта пытарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ыран СССР художниксен союзӗн членӗ Алексей Майраслов скульптор-монументалист ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитет. Хӑйӗн пултарулӑхӗпе вӑл Чӑваш Енӗн наци скульптурин шкулӗнче ырӑ йӗр хӑварнине палӑртаҫҫӗ республикӑн Культура министерствинче. Хӑйӗн хайлавӗсенче скульптор культурӑри тата историри ӗҫченсене сӑнланӑ. Палӑксем те, монументсем те тунӑ вӑл. Унӑн ӗҫӗсем Чӑваш Ен урамӗсене кӑна мар, хамӑр ҫӗршывӑн тата Украинӑн тӗрлӗ кӗтесне те илем кӳреҫҫӗ. Хӑй вӑл Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче ҫуралнӑ. Харьковри тата Кейӳри патшалӑх университечӗсенче вӗреннӗ. 1978 ҫулта Мускаври Суриков ячӗллӗ художество институчӗн кӳлепе факультетӗнче пӗлӳ илнӗ. 1978–1999 ҫулсенче вӑл РСФСР художество фончӗн скульптор-монументалисчӗ пулса тӑрӑшнӑ. Майрасловӑн тӗп хайлавӗсен шутне «Йӗтӗн. Чӑваш хӗрарӑмӗ», «Шупашкар хулинчи Тракторостройӑн монтажникӗсем», «Салтаксем килеҫҫӗ», «Чӑваш хӗрарӑмӗ Рая», «Космонавт-3», «Василий Фёдоров актёр», «Ҫӗнтерӳ салтакӗсем», «Ҫеҫпӗл Мишши», «И.Я. Яковлев», «Константин Иванов», «Чӑваш халӑх поэчӗ Порфирий Афанасьев», «Сетнерпе Нарспи ҫӑл патӗнче» тата ыттине асӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |