Персона
![]() ялти Ҫемен Элкер ячӗллӗ шкул умӗнчи палӑк Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Ҫемен Элкер ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитет. Йӗпреҫсем хӑйсен ентешне астӑваҫҫӗ, хисеплеҫҫӗ. Пысӑк Упакассисем юбилее паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ. Ялти вулавӑшра поэт пултарулӑхӗпе пурнӑҫне уҫса кӑтартакан уҫӑ альбом тунӑ. Ҫемен Элкер — сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, драматург, публицист. Унӑн хайлавӗсене чылай чӗлхепе куҫарнӑ. Унӑн хайлавӗсене чӑваш литературин кӗнекине, хрестоматине кӗртнӗ май ачасем юратса вулаҫҫӗ. Пысӑк Упакассисем Ҫемен Элкер ятне нихӑҫан та манмӗҫ. Поэт ҫуралса ӳснӗ урам, вӑл вӗреннӗ тата ӗҫленӗ шкул унӑн ячӗпе хисепленеҫҫӗ. Шкулта Ҫемен Элкер ячӗллӗ музей пур. Унта — сӑвӑҫӑн алҫырӑвӗсем, ҫырӑвӗсем, сӑнӳкерчӗкӗсем, картинисем, хальхи поэтсен, унӑн тӑванӗсен асаилӗвӗсем. Семен Васильевич ҫуралса ӳснӗ пӳрт умӗнче асаилӳ палли вырнаҫтарнӑ. Поэт юбилейне уявлас тӗлӗшпе Йӗпреҫре чылай мероприяти иртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш театрне юратакансем Константин Иванов ячӗллӗ академи драма театрӗн Владимир Семенова аван пӗлеҫҫӗ. Эп сӑнанӑ тӑрӑх, чылай чухне вӑл кӑрарах чунлӑ ҫынсен рольне калӑпланӑн туйӑнать. Тепӗр тесен, ун йышши рольсем ӑна ҫывӑхрахӑн туйӑнаҫҫӗ тесен те пысӑк йӑнӑш мар-тӑр. Чӑвашсем уйрӑмах йышлӑ пурӑнакан вырӑнсенче те куракансем кӑмӑлласа йышӑннине палӑртаҫҫӗ унпа гастрольте пулнисем. Владимир Валентинович — Шупашкар район ҫынни. 1949 ҫулти ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫӗньял-Покровски ялӗнче ҫуралнӑ. 1972 ҫулта Ленинградри (ун чух Питӗр хулине ҫапла каланӑ та) музыкӑ театрӗпе кинематографин патшалӑх институтне вӗренсе пӗтернӗ. Ҫак ҫулсенче миҫе роле калӑпланине Владимир Семенов картса пынӑ-ши — калама хӗн. Хальтерех вылянисенчен «Авланатӑп эпӗ, авланатӑп»-ри Летяева, «Чухӑнлӑх инкек мар»-ти Коршунова тата ыттине асӑнма пулать. 1989 ҫулта ӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артсичӗ ят панӑ, 16 ҫул вӑл чӑваш халӑх артисчӗ пулса тӑнӑ. Халӗ акӑ тата тепӗр хисеплӗ ят: Владимир Семенов — Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() «Пӗр япалана асӑрхарӑм-ха эпӗ, — терӗ паян пӗр паллаканӑм, чӑннипех пултаруллӑ ҫынна пурӑннӑ чухне те хисеплеме пӗлмеҫҫӗ, вӑл вилсен пушшех те манса каяҫҫӗ». Кӳренӳ сисӗнекен ҫак сӑмахпа килӗшсен те пулать, тавлашсан та. Анчах ҫав ҫын сӑмахне ҫак самантра Анфиса Смелова артистка ҫуралнӑранпа нарӑсӑн 15-мӗшӗнче 75 ҫул ҫитнине паян кӑна пӗлнӗрен аса илтӗм-ха. Каҫартӑрах ӗнтӗ вӑл… Анфиса Смелова Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 33 ҫул ӗҫленӗ. Ҫак ҫулсенче вӑл тӗрлӗ кӑмӑллӑ хӗрарӑм рольне калӑпланӑ. Унӑн сӑнарӗ Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» асӑну паркӗнчи Ҫар Мухтавӗн монуменчӗн амӑшӗнче калӑпланнине паян пурте пӗлмеҫҫӗ те пулӗ. Пуҫа тӑхӑнмаллине тата платьене театртан илнӗ, ыттине — таврапӗлӳ музейӗнче. Анфиса Смелова 1939 ҫулта Етӗрне районӗнчи Ирҫе ялӗнче ҫуралнӑ, Мускаври А.В. Луначарский ячӗллӗ театр ӳнерӗн институтне вӗренсе пӗтернӗ. Вӑл Николай Айзманӑн «Кай, кай Ивана» камичӗ тӑрӑх лартнӑ спектакльте 24 ҫул Вӗҫелис рольне вылянӑ. Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ 2010 ҫулта вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Элӗкри ача-пӑча ӳнер шкулӗнче фортепиано класӗнче вӗренекенсем паллӑ чӑваш композиторӗн Геннадий Воробьевӑн пултарулӑхне халалласа концерт лартнӑ. Геннадий Васильевич тӗлӗнмелле кӗске ӗмӗр пурӑнса ирттернӗ: пурӗ те 21 ҫул кӑна. Анчах ҫав тапхӑрта вӑл чӑваш музыкин историне кӗрсе юлма ӗлкӗрнӗ: тӗрлӗ жанрлӑ ҫичӗ теҫеткене яхӑн хайлав ҫырнӑ. Геннадий Воробьев — Василий Воробьев хор дирижерӑн ывӑлӗ, Шупашкарта ҫуралнӑ. Фортепианӑпа калама ӑна ултӑ ҫулта чухнех хӑнӑхтарма тытӑннӑ. Кайран вӑл музыка техникумӗнче композитор тата пианист специальноҫӗсене алла илет. Мускаври консерваторинче те каччӑ пӗлӗвне туптать. Анчах йывӑр чире пула вӑл вилет. Унӑн пысӑк хайлавӗсенчен пӗри — тӑватӑ сехетлӗх симфони. Ӑна чӑваш музыкин чи лайӑх хайлавӗсен шутне кӗртеҫҫӗ. Элӗкри ачасен концерчӗ вӑхӑтӗнче Геннадий Воробьев сакӑр ҫулта чухне ҫырнӑ «Чӑваш кӗвви» пьесӑна ӳнер шкулӗнче 3-мӗш класра вӗренекен Мария Иванова янӑратнӑ. Паллӑ композиторӑн ытти хайлавӗ те пулнӑ паллах унта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Финанс министрӗ пулнӑ Михаил Ноздряков банкра ӗҫлеме пуҫламалла. Асӑннӑ ӗҫрен ӑна ҫак уйӑхӑн 3-мӗшӗнче хӑтарни пирки эпир хыпарланӑччӗ. Ун чухне вӑл ӑҫта каясси пирки паллӑ марччӗ-ха. Каярах ӗҫрен хӑтарма ыйтнӑ заявление вице-премьер кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче ҫырса пани паллӑ пулчӗ. Унтан та ытларах — республикӑн финанс министрӗнче тӑрӑшнӑ ҫын патшалӑх службинче ӗҫлесси йывӑррине тата яваплине палӑртнӑ иккен. Ҫавна пулах вӑл министр пуканне хӑварма йышӑннӑ-мӗн. Тепӗр куннех унӑн кандидатурине Чӑвашкредитопромбанкӑн директорсен канашне кӗртме сӗннӗ иккен. Апла тума асӑннӑ кредит учрежденийӗн учредителӗсенчен пӗри, устав капиталне 5,7945% чухлӗ укҫа хывнӑ «Ресурсмаркет» тулли мар яваплӑ общетсво сӗннӗ иккен. Патшалӑх службинче ӗҫлеме тытӑниччен Ноздряков Перекет банкӗн чӑваш уйрӑмӗн управляющийӗн ҫумӗнче 10 ҫул ытла тӑрӑшнӑ, каярах вӑл ВТБ банкӑн Шупашкарти филиалне ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Сильвия Петрова, талисман авторӗ Хӗллехи XXII Олимп вӑййисен талисманне — мулкача — ӳкерекен Сильвия Петрова нумай пулмасть Сочирен таврӑннӑ — вӑл унта вӑйӑ уҫӑлнине халалланӑ уява хутшӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнче пӗлӳ пухакан хӗр ҫулҫурев пирки «Ҫамрӑксен хаҫатне» каласа панӑ. Сильвия Петровӑна олимп вӑййине уҫнӑ уяв кӑмӑлне кайнӑ, унашкал илемлӗ уява нихӑҫан та курманни пирки пӗлтернӗ. Хӑйне вӑл юмах тӗнчине лекнӗн туйнӑ, чылай япаларан тӗлӗннӗ. Сцена ҫине хӑй ӳкернӗ мулкач йӗлтӗрпе тухсан Сильвия чунран савӑннӑ. Унӑн талисманӗ тӗнче историне кӗрсе юлнӑшӑн вӑл питӗ хӗпӗртет иккен. Сӑмах май хаҫат Ҫӗнӗ ҫул умӗн Сильвия Чӑваш патшалӑх университечӗн чӳречисем ҫине Олимп вӑййисен талисманӗсене ӳкерни пирки те каласа парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Нарӑсӑн 11-мӗшӗнче историк, академик, Ӑремпурти «Газпром» уйрӑмӗн тӗп директорӗ пулнӑ Василий Николаев 75 ҫул тултарӗччӗ, шел те 7 ҫул каялла вӑл ҫӗре кӗчӗ. Ырӑ ӗҫӗсемшӗн ӑна хӑйӗн тӑван тӑрӑхӗнче кӑна мар, Шупашкарта та асрах тытаҫҫӗ. Ытларикун, нарӑсӑн 11-мӗшӗнче ун ячӗпе палӑк умӗнче Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗн пайташӗсем митинг ирттерчӗҫ, чечек ҫыххисем хучӗҫ. Ӑремпурти «Газпром» уйрӑмӗн тӗп директорӗ пулнӑ май Василий Васильевич чӑваш ачисене аслӑ пӗлӳ илме, чӑваш тӗпчевҫисене хӑйсен кӗнекисене кӑларма сахал мар пулӑшнӑ. Тӑван халӑхӑн кун-ҫулӗпе кӑсӑкланнӑ май 11 кӗнеке кӑларнӑ. Вӗсене халӑх чӑннипе те кӑсӑкланса вулать — вӑл чӑваш кун-ҫулӗн ыйтӑвӗсене хускатнӑ, Атӑлҫи Пӑлхар историне, пӑлхар-чӑваш чӗлхин этнокультура ҫыхӑнӑвӗсене тӗпченӗ. Сӑмах май, ҫак кунсенче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче В.В. Николаева халалласа курав уҫӑлӗ (нарӑсӑн 14-мӗшӗ, 16:00), Чӑваш наци вулавӑшӗнче асӑну каҫӗ иртӗ (нарӑсӑн 19-мӗшӗ, 15:00). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн хор артисчӗ, илемлӗх ертӳҫин пулӑшуҫи, труппӑна ертсе пыракан Анатолий Фёдоров 70 ҫул тултарать. Ҫак ҫулсенче ҫывӑхран та ҫывӑх пулса тӑма ӗлкӗрнӗ театрта вӑл 1966 ҫултанпа ӗҫлет. Паян та ӑста чылай спектакле ертсе пырать. Вӗсенчен самайӑшӗнче — «Флория Тоска», «Борис Годунов», «Риголетто», «Трубадур», «Севильский цирюльник», «Летучая мышь», «Сильва» — вӑл хӑй вылять. Анатолий Федоров республикӑра тата ҫӗршывра иртекен пысӑк мероприятисене йӗркелеме те пӗрре кӑна мар хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Валентина Теллина (сулахайри) республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗпе Алла Самойловӑпа. Валентина Теллина Шупашкар хулин тӗп пульницӑн тӗп врачӗнче чӗрӗк ӗмӗр ӗҫлет. Ҫак кунсенче вӑл тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ. Паллӑ кунпа кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче ӗҫтешӗсем акт залӗнче иртнӗ савӑнӑҫлӑ мероприятие пухӑннӑ. Унта республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова тата ыттисем пырса ҫитнӗ. Паян вара хисеплӗ ҫынна республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Татьяна Богданова саламланӑ. Професси карьерине Валентина Теллина Елчӗк районӗнчи Пӑла Тимеш ялӗнчи участок пульницинче тытӑннӑ. Унта вӑл Хусанти мединститута вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн лекнӗ. Хӑй вӑл 1950 ҫулта Патӑрьелте ҫуралнӑ. 1986 ҫулта Шупашкара куҫать, тепӗр икӗ ҫултан строительсен медсанчаҫӗ текен пульницӑн тӗп тухтӑрӗнче ӗҫлеме тытӑнать. Унтанпа вӑл учрежденин статусӗ те улшӑнать, сывлӑх сыхлав министрӗсем те ылмашаҫҫӗ. Теллина вара чӗрӗк ӗмӗр тӗп тухтӑр пулса тӑрӑшать. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл ЧР Патшалӑх Канашӗн депутатне те суйланнӑ. Валентина Теллина ертсе пыракан хулари тӗп больница паян чи лайӑх сиплев учрежденийӗсенчен пӗри шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗ кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Лаврентий Таллеров ҫыравҫа асӑнса асӑну каҫӗ ирттернӗ. Пурӑннӑ пулсан кӑҫал вӑл 85 ҫул тултармаллаччӗ. Чӑваш халӑх писателӗ пирӗнтен пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче уйрӑлса кайрӗ. Асӑну каҫӗ валли музейҫӗсем «Чӗре хушнипе» курав хатӗрленӗ. Асӑну каҫне Чӑваш Республикин Профессилле ҫыравҫӑсен союзӗн ертӳҫи Сергей Павлов, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Юрий Артемьев, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Виталий Станьял, философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Юлия Силэм хутшӑннӑ. Таллеров хайлавӗсенчи ҫутӑ сӑнарсем пирки Анатолий Кипеч, Ева Лисина, Денис Гордеев ҫыравҫӑсем тухса калаҫнӑ. Лаврентий Таллерова асӑнса ирттернӗ каҫа ҫыравҫӑн хӗрӗ Татьяна Максимова тата мӑнукӗ Людмила та хутшӑннӑ. Сӑнсем (11) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |