Персона
![]() Утӑн 24-мӗшӗнче чӑвашсен паллӑ композиторӗ, Чӑваш АССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Анисим Асламас (Васильев) пурӑннӑ-тӑк 90 ҫул тултарӗччӗ. Ҫак кун ЧР культура министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Альбина Алексеева, ЧР Композиторсен союзӗн председателӗ Николай Казаков, композиторӑн тӑлӑх арӑмӗ Мария Васильева тата унӑн хӗрӗ Татьяна Асламас, мӑнукӗн мӑнукӗ Дмитрий Анисим Васильевич вилтӑпри ҫине чечексем хунӑ. Татьяна Анисимовна халӑх композиторне, чи малтанах — ашшӗне, халалланӑ сӑвӑсене вуланӑ. Татьяна Асламас пӗлӗшӗсем ашшӗн юррисене радиопа илтсен хӗпӗртеҫҫӗ-мӗн. Сӑмах май, Анисим Асламас 60 ҫулта чылай хайлав хайланӑ. Вӑл 10 опера, 3 музыка камичӗ, темиҫе концерт, фортепиано пьесисем, романссем, юрӑсем ҫырнӑ. Унӑн юррисене Европӑра, Японире, ытти ҫӗршывра шӑрантараҫҫӗ. Пултаруллӑ композитор ҫулӗпе ывӑлӗ Алексей Анисимович (дирижер тата пианист), мӑнукӗсем Алексей (сӗрме купӑсҫӑ) тата Антон (паллӑ мусӑкҫӑ) кайнӑ. Анисим Асламас хӑйӗн пултарулӑхӗ пирки калаҫнӑ чухне ҫапла палӑртнӑ: «Эпӗ мӗнлине пӗлес килет пулсан манӑн кӗвве итлӗр». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Анна Иванова Етӗрнере пурӑнакан Анна Иванова пахчинче куҫ алчӑраса каять. Унта кӗлчечекӗн 40 ытла сорчӗ тата 90 тӗслӗ лили ӳсет. Анна Иванова пахчинче чи черчен чечексем те вӑй илсе ешереҫҫӗ. Ав ту ҫинче ӳсекен тамариск ытларах пушхирте тӗл пулать. Анна Иванова вара ӑна хӑйӗн килӗнче ҫитӗнтерме пултарнӑ. Ӑна валли ятарласа 10 витре хӑйӑр илсе килнӗ, тӑпрана тӑвар сапнӑ. Анна Иванова Казахстанра ҫуралнӑ. Стройкӑра ӗҫленӗ. Чечексем ӑна ача чухнех килӗшнӗ. Унӑн чи юратнӑ ҫеҫкисем — салтак тӳми тата ирис. Анна Иванова Етӗрнене 20 ҫул ытла каялла куҫса килнӗ. Унтанпа чечексемпе кӑсӑкланать. Кашни ҫулах хӑй пӗлмен чечек вӑрри туянать. Халӗ унӑн пахчинче 600 ытла чечек ешерет. Пӗррехинче пахчара тӗлӗнмелле илемлӗ тюльпан ҫурӑлнӑ. — Савӑнӑҫа никампа пайлама ҫук. Ун чухне упӑшка ҫывӑратчӗ. Ӑна чӗнтӗм. Чечекпе иксӗмӗр килентӗмӗр, — тенӗ Анна Иванова ПТРК корреспондентне. Анна Иванова чечексене ача пекех пӑхать. Пахчара ятарласа пӗве тунӑ. Чечексене пӗчченех пӑхать — ҫак ӗҫе никама та шанмасть вӑл. Анна Иванован хӗлле те чечексем ҫурӑлаҫҫӗ. Тӗрӗсрех каласан, вӑл хӗлле вӗсене тӗрлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Елена Калашникова редактор Улатӑр районӗнчи «Алатырские вести» хаҫата ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Редактора палӑртмалли конкурс утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче иртнӗ. Пуҫлӑха редакцире экономика ыйтӑвӗсен пайӗн редакторӗнче ӗҫленӗ Елена Калашникована лартнӑ. Ун пирки иккӗмӗш ӑрури пуҫлӑх-журналист темелле. Унӑн ашшӗ, Сергей Вишняков, 1987–1999-мӗш ҫулсенче асӑннӑ хаҫат редакторӗнче тӑрӑшнӑ. Журналистикӑра Елена Калашникова 1998 ҫулта тимлеме пуҫланӑ. Малтан корреспондент, каярах общество пурнӑҫ пайӗн редакторӗ пулнӑ. 2005 ҫулта вӑл «Улатӑрти издательство ҫурчӗ» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗнче, редакци унта кӗнӗ, яваплӑ секретарьте тӑрӑшнӑ. Виҫӗ ҫул каялла вӑл директорӑн–тӗп редакторӑн ҫумӗн должноҫне йышӑннӑ. Предприятире реорганизаци пулнӑ хыҫҫӑн ӑна редакцин экономика енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхне ертсе пыма шаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Сергей Семенов министрпа ШӖМӗн Етӗрне районӗнчи пайӗн пуҫлӑхӗ Владимир Фомин Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин Етӗрне районӗнчи пайне ҫӗнӗ пуҫлӑх ертсе пыма тытӑннӑ. Утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче унпа республикӑн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Семенов паллаштарнӑ. ШӖМӗн Етӗрне районӗнчи пай пуҫлӑхӗ пулма Владимир Фомина шаннӑ. Унччен вӑл ШӖМӗн пуҫиле шырав управленийӗн йӗркеленсе тӑвакан преступленисемпе кӗрешекен районсем хушшинчи пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Унта хӑйне тӳрӗ чунлӑ та ӑслӑ ертӳҫӗпе полицейски евӗр кӑтартнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Петр Григорьевич Мефодьев Патӑрьел районӗнчи Анат Туҫара пурӑнакан Петр Мефодьев ветеран 100 ҫул тултарнӑ. Ҫак тапхӑрта вӑл хура-шурне нумай курнӑ. Ҫавӑнпах сывлӑхӗ хавшанӑ. Вӑрҫӑра унӑн контузи пулнӑ, ҫапах вӑл унтан сывӑ таврӑннӑ. Петр Мефодьев хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Пӗчӗк чухне амӑшӗсӗр юлнӑ, ҫавӑнпа ирех ӗҫе кӳлӗнме тивнӗ. 1941 ҫулта ӑна вӑрҫа илсе кайнӑ. Ун чухне вӑл храмсенче ҫурта ҫутнӑ. Ӗненӳ ӑна вӑрҫӑран чӗрӗ таврӑнма пулӑшнӑ. Петр Григорьевич вӑрҫӑран яла таврӑнсан авланнӑ, колхозра бригадирта ӗҫленӗ. Мӑшӑрӗпе Евдокия Ивановнӑпа 62 ҫул пурӑннӑ. 17 ҫул каялла арӑмӗ ҫӗре кӗнӗ. Халӗ ветеран хӗрӗпе тата кӗрӗвӗпе пурӑнать. Ветеранӑн тунсӑхлама вӑхӑт ҫук: ун патне тӑтӑшах ачисем, мӑнукӗсем, кӗҫӗн мӑнукӗсем тата вӗсен ачисем килсе ҫӳреҫҫӗ. Петр Григорьевич вӑрӑм ӗмӗр вӑрттӑнлӑхӗ пирус туртманнинче, эрех ӗҫменнинче, спортпа туслӑ пурӑннинче пулнине палӑртать. «Турӑ мӗн чухлӗ панӑ — ҫавӑн чухлӗ пурӑнатӑп», — тет ветеран. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Анастасия Михайловна Исаева Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Катекре пурӑнакан Анастасия Михайловна Исаева паян 105 ҫул тултарнӑ. Ӑна сумлӑ юбилейпе саламлама тӑванӗсем, вырӑнти чиновниксем килнӗ, общество организацийӗн элчисем, социаллӑ служба ӗҫченӗсем килнӗ. Хӑнасем кинемее ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх суннӑ, тав ҫырӑвӗпе чысланӑ, парнесемпе, чечексемпе савӑнтарнӑ. Анастасия Михайловна 1909 ҫулта ултӑ ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Вӑл – иккӗмӗш ача. Унӑн шӑллӗсем, йӑмӑкӗ те нумай пурӑннӑ – 98 ҫулчченех. Анастасия Михайловна ялти Михаила качча тухнӑ, пӗрле тӑватӑ ывӑлпа икӗ хӗре ӳстернӗ. Анастасия Михайловна ялта ӗҫлесе ӗҫ ветеранӗн ятне тивӗҫнӗ. Шел те, упӑшки тата пӗр ывӑлӗ ҫӗре кӗнӗ. Упӑшки 56 ҫулта фронтри сурансене тата контузие пула ҫӗре кӗнӗ. Анастасия Михайловна I ушкӑн сусӑрӗ, вал 15 ҫул каялла пачах курма пӑрахнӑ. Патӑрьел район администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, районта тӑватӑ ҫын 100 ҫулхи юбилене уявланӑ. Ҫурла уйӑхӗн вӗҫенче тепӗр кинемей 100 ҫул тултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Вениамин Мамуткин Шупашкар тӗп архитекторӗ ҫӗнелнӗ. Халӗ унӑн пуканне Вениамин Мамуткин йышӑннӑ. Кун пирки Алексей Ладыков ҫӗртмен 30-мӗшӗнче иртнӗ пухура пӗлтернӗ. «Вениамин Мамуткин конкурс витӗр тухнӑ, паянтан хӑйӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама тытӑнать. Унччен вӑл Йошкар-Олара архитекторта ӗҫленӗ, унӑн опыт нумай», - тенӗ Алексей Ладыков. Шупашкарӑн унчченхи архитекторӗ Александр Шевлягин кӑҫалхи ака уйӑхӗнчен ӗҫлеме пӑрахнӑ. Вӑл унта 2012 ҫулхи ҫулларанпа вӑй хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Марфа Кузьминана саламлаҫҫӗ Етӗрне районӗнчи Мӑрсакасси ялӗнче ҫуралнӑ Марфа Ефимовна Кузьмина ҫӗртмен 26-мӗшӗнче 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Нумай ачаллӑ ҫемьере кун ҫути курнӑ вӑл. Марфа 6 ҫул тултарсан ашшӗ ҫӗре кӗнӗ. Пурнӑҫӗ ҫӑмӑл килмен унӑн. Пӗчекренпех ӗҫпе пиҫӗхсе ӳснӗ. 80 ҫулта чухне те колхоз ӗҫне хутшӑннӑ. Мӑшӑрӗпе, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗпе Павел Тимофеевич Кузьминпа 6 ача ҫуратса ӳстернӗ. Пӗрле 39 ҫул пурӑннӑ. Халӗ Марфа Ефимовна 8 мӑнукӗпе, вӗсен 3 ачипе киленет. Вӑл – ӗҫ ветеранӗ, тыл ӗҫченӗ. Ӑна «Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хастар ӗҫленӗшӗн» медальпе чысланӑ. Марфа Ефимовна РФ Президенчӗн саламне тивӗҫнӗ. Юбиляра ентешӗсем, тӑванӗсем вырӑнти тӳре-шара, «Пилеш» фольклор ансамблӗ саламланӑ. Сӑнсем (24) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Виктор Семенов тренер, спортсмен Паян Чӑваш Республикинчи паллӑ спортсмен, хӑвӑрт утассипе тупӑшнӑ пӗрремӗш чӑваш, Олимп вӑййисене хутшӑннӑ маттур, СССР тата Раҫҫей тава тивӗҫлӗ тренерӗ Виктор Семенов 65 ҫул тултарать. Виктор Семенов Элӗк районӗнчи Аслӑ Вылӑра ҫуралнӑ. Спорт енне вӑл аслӑ пиччӗшӗ Василий Семенов илӗртнипе туртӑнма тытӑннӑ. Асли, сӑмах май, иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсенче Шупашкарта хӑвӑрт утассипе пӗрремӗш секци уҫнӑ. «Спортсмен пулмасан май та килмен. Икӗ пиччем те тренерсем-ҫке», — тенӗ Виктор Семенов каярах. Пиччӗшӗсем ертсе-вӗрентсе пынипе Виктор СССР чемпионӗ ята виҫӗ хутчен тивӗҫет. РСФСР шайӗнчи ӑмӑртусене асӑнмӑпӑр та. 1976 ҫулта чӑвашсенчен пуҫласа хӑвӑрт утассипе Олимп вӑййине хутшӑнать. Унта вӑл финиша 15-мӗш ҫитет. Пӗлӗвӗпе, сӑмах май каласан, Виктор Семенов Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн физикӑпа математика факультетне вӗренсе пӗтернӗ. Спорт карьерине вӗҫленӗ хыҫҫӑн пиччӗшӗсен ҫулне суйласа тренер пулса тӑнӑ. Виктор Семенович ренер евӗр ертсе пынипе ӗнтӗ Елена Николаева 1992 ҫулта Олимп вӑййинче кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Владимир Сутесов ЧР Элтеперӗпе Республика кунӗ умӗн ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫре палӑрнисене Раҫҫей тата Чӑваш Ен наградисемпе чысланӑ. Вӗсен йышӗнче — Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кайри Шӗнерпуҫ ялӗнче пурӑнакан Владимир Николаевич Сутесов та. «Дорисс» АУОра кран машинистӗнче ӗҫлекенскере Туслӑх орденӗпе чысланӑ. Владимир Николаевич ҫак ӗҫе 1978 ҫулта вырнаҫнӑ. Икӗ ҫултан вӑл Сӗнтӗрвӑррине куҫнӑ, «Сӗнтӗрвӑрри» ПМКра автокранщик пулнӑ. «Дорисс» АУОна вӑл 2000 ҫулта иккӗмӗш хут лекнӗ. Кӑҫал вӑл руль умне ларнӑранпа 34 ҫул ҫитнӗ. Юлашки 10 ҫулта Владимир Николаевич хӑйӗн автокранӗпе ҫур Раҫҫейре пулса курнӑ, чылай объектра тӑрӑшнӑ, федераци пӗлтерӗшлӗ чылай автоҫул строительствине пысӑк тӳпе хывнӑ. Кирек мӗнле пулсан та Владимир Сутесов ӗҫе тӗплӗн тата вӑхӑтра тума тӑрӑшнӑ. 1993 ҫулхи юпа уйӑхӗнче РФ Президенчӗн Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн «РФ тава тивӗҫлӗ строителӗ» ята ахальтен паман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |