Персона
![]() Леонид Родионов Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш АССР халӑх артисчӗ, РСФСР искусство тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, К. Станиславский ячӗллӗ РСФСР Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Леонид Родионов ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ. Кун пирки паян Чӑваш Енӗн Культура министерстви пӗлтерет. Леонид Никонорович Куйбышев облаҫӗнчи (хальхи Самар облаҫӗ) Сергиев районӗнчи Кив Якаль ялӗнче ҫуралнӑ. 1936 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх театр училищине вӗренсе пӗтернӗ, тепӗр тӑватӑ ҫултан — А.В. Луначарский ячӗллӗ Театр искусствин патшалӑх инситутне. «Театрта ӗҫленӗ вӑхӑтра хӑйне пысӑк квалификациллӗ режисер, пултаруллӑ йӗркелӳҫӗ, педагог пек кӑтартнӑ», — тесе ҫырать Культура министерстви Родионов пирки. Профессилле чӑваш режиссерӗсенчен пӗри пулнӑскер классика хайлавӗсене чӑваш театрӗнче вӑл, чӑн та, самай лартнӑ. Сӑмахран, В. Шекспирӑн «Отеллине», Н. Гоголӗн «Ревизорне», А. Островскин «Айӑпсӑр айӑплисене», «Вӑрманне», М. Горькин «Мещансемне», «Старикне», Л. Толстойӑн «Тӗттӗмлӗх тытӑмӗнчене» тата ыттине куракан патне ҫитернӗ. Хӑй те Родионов пьесӑсем ҫырнӑ. 10 пьесӑран чи малтанхине, «Колхоз хӗрӗсем» ятлине, Алексей Афанасьевпа шӑрҫаланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() «Ирӗклӗ сӑмах» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче чӑвашсем Митта Ваҫлейӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Мероприятин пӗр пайӗ Митта Ваҫлейӗн тӑван тӑрӑхӗнче, Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнче, иртнӗ. Унта ҫӑвана ҫитсе ҫыравҫӑн вилтӑпри ҫине чечексем хунӑ. Кун хыҫҫӑн ялти шкулта сӑвӑ вулавӗ иртнӗ. Мероприятие поэтӑн тӑванӗсемсӗр пуҫне Митта фончӗн ертӳҫи Илле Иванов тата ыттисем килнӗ. Сӑвӑсене чӑвашла кӑна мар, турккӑла та (Али Акбаш куҫарӑвӗ) вуланӑ. Ҫав кунах «Ирӗклӗх» общество Шупашкарта Митта Ваҫлейӗн асӑну хӑми патне чечексем хунӑ. Аса илтермешкӗн: Митта Ваҫлейӗ 1908 ҫулта ҫуралнӑ. Пӗрремӗш сӑввине 16 ҫулта пичетленӗ. 1937 ҫулта ӑна националист тесе айӑпланӑ, 1954 ҫулта ҫеҫ ирӗке кӑларнӑ. Тепӗр 3 ҫултан Митта Ваҫлейӗ вилнӗ. 1993 ҫултанпа Илле Иванов пуҫарӑвӗпе Митта Ваҫлейӗ ячӗллӗ преми пама тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Михаил Игнатьев Элтепер Эрнекун Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче правӑна сыхлас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Республикӑн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Семенов крминогенлӑ лару-тӑру пирӗн тӑрӑхра Раҫҫейринчен ҫирӗпрех тесе палӑртнӑ. Унтан та ытларах — преступленисен шучӗ чакса пырать-мӗн. Преступлени кам тунине уҫса парасси те ӳсет имӗш. Халӗ ку кӑтарту 70 процента ҫитнӗ пулать. Тӗлпулӑва ертсе пынӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев коррупци пирки уйрӑммӑн чарӑнса тӑнӑ-мӗн. Йӗркене ҫакӑн пек пӑсакансенчен ҫак енпе пӗлтӗр 500-е яхӑн ҫын ҫакланнӑ. «Пуҫиле майпа явап тыттарни — пӗр япала, хыснана е урӑх ҫынсене шар кӑтартнине шырасси илесси — тепӗр япала», — тесе шухӑшлать иккен Михаил Игнатьев Элтепер. Унтан вӑл Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Моисеев ятне, Ҫӗмӗрле, Канаш хула ертӳҫисем пулнӑ ҫынсем тунӑ преступленисене аса илнӗ. «Мана эпӗ вӗсемпе пӗр каварлӑ пулнӑ тесе ҫырма юратаҫҫӗ, анчах ку пачах та апла мар», — тенӗ Элтепер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Сергей Легостаев Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ черетсӗр сессийӗ иртесси, унта депутатсен республикӑн ҫӗнӗ прокурорӗн кадидатурине пӑхса тухмалли пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Палӑртнӑ кун сесси иртнӗ, унта прокурор кандидатурине тишкернӗ, халӑх тарҫисем кандидата ырланине палӑртнӑ. Аса илтеретпӗр, ку должноҫе ҫӗршывӑн Тӗп прокуратури Кисан облаҫӗн прокурорне, 51 ҫулти Сергей Легостаева, сӗннӗ. Сергей Легостаев 1963 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Орлов облаҫӗнчи Колпнянск районӗнче ҫуралнӑ. 1989 ҫулта пиллӗк паллӑсемпе Харьковри юридици облаҫне вӗренсе пӗтернӗ. Тепӗр ҫулхине Орел хулинче прокуратурӑра ӗҫлеме пуҫланӑ. Тепӗр икӗ ҫултан Орлов облаҫӗнче прокуратурӑра аслӑ следовательте тӑрӑшма тытӑннӑ. Ҫав должноҫрен вӑл регион прокурорӗн ҫумӗ таран ҫитнӗ. 2007 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ӑна Рязань облаҫӗн прокурорне лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Виталий Родионов профессор Паллӑ чӑваш литераторӗ Виталий Родионов профессор «Хыпар» хаҫат редакторне, Валерий Туркай поэта хирӗҫлесе каланӑ тесе пӗлтерет «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат. Валерий Туркай «Хыпарта» 1990 ҫулсенчи наци юхӑмӗн ертӳҫи пулнӑ Атнер Хусанкай пирки памфлет пичетленӗ-мӗн. Унччен маларах, иртнӗ ҫулхи раштавра, Атнер Хусанкай «Время Чувашии» онлайн-кӑларӑма интервью панӑ. Унта Атнер Петрович Раҫҫейри политика тытӑмӗ хӑйне кӑмӑла кайманнине палӑртнӑ май «ирӗксӗрлӗх лару-тӑрӑвӗ тивӗҫтермест» тесе каланӑ-мӗн. Ҫавӑн пекех Атнер Хусанкай чӑваш литературипе ӳнерӗн хальхи вӑхӑтри тӑрӑмне ырласа калаҫман. Ун шучӗпе ҫавсем иккӗмӗш вырӑна тӑрса юлнӑн хӑш чух туйӑнаҫҫӗ иккен. Валерий Туркай редактор тата поэт Хусанкай шухӑшлавӗпе килӗшменнине палӑртса унтан тӑрӑхласа статья кӑларнӑ пулать. А. Хусанкай «паян суйлав ҫук» тени Туркая уйрӑмах килӗшмен имӗш. Унчченхи президент суйлавӗнче Туркай Путинӑн шаннӑ ҫынни пулнине те аса илнӗ «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат. Туркай шучӗпе чӑваш нацийӗ те, чӑваш культури те хальхи Раҫҫейре лайӑх туяҫҫӗ. Родионов профессор Туркай статйине хуравланине «Ирӗклӗ сӑмах» чӑвашла пичетленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Алӑсӑр ҫуралнӑ Кирилл Шывра ишме алӑ кирлӗ-и? Ҫук иккен. Ҫакна пӗр тӗслӗх ҫирӗплетет. Шупашкарти «Спартак» спорт шкулне шывра ура пулӑшнипе ҫеҫ ишме вӗренекен ача ҫӳрет. Вӑл — 3-ри Кирилл. Хальлӗхе республикӑра ку пӗрремӗш опыт кӑна-ха, анчах витӗмӗ пур. Кирилл бассейна хӑрамасӑр, вӑтанмасӑр кӗме хӑнӑхнӑ ӗнтӗ. Амӑшӗ те унӑн кунтах, пӗчӗк ывӑлне ҫитӗнӳсем тума хавхалантарать. Темиҫе уйӑх каялла пӗчӗк Кирилл бассейна кӗресси, ишме вӗренесси пирки никам та шухӑшлама пултарайман. Унӑн аллисем ҫук. Мӗн тӑвӑн — ҫапла ҫуралнӑ вӑл. Ашшӗ-амӑшне тухтӑрсем варти ачи кун пек ҫураласса систермен те. Ашшӗ Евгений Александров каланӑ тӑрӑх, ывӑлӗ шывра ҫурӑм ҫинче выртса тытӑнса тӑма пултарать. Ку ҫурӑм шӑмминине ҫирӗплетет — ара вӑл йӑлтах урипе тӑвать-ҫке-ха. Ҫемьене хула администрацийӗ пулӑшма тӑрӑшать. Халӗ ав ача бассейна тӳлевсӗрех ҫӳрет. Шыва ашшӗпе пӗрле чӑмать — кун пек шикленмест. Специалистсем кунашкал ачасем хӑйсене спортра тӗрӗслеме пултарнине ҫирӗплетеҫҫӗ. Анчах спортпа пӗчӗкренех, нимрен хӑрама пӗлмен чухне, туслашмалла-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Юлашки вӑхӑтра республикӑри тӗрлӗ ведомствӑна ҫӗнӗ ҫынсем ертсе пыма тытӑнчӗҫ. Ҫурт-йӗр инспекцин лавне, акӑ, унччен ӗҫлӗх службин ертӳҫин пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ Сергей Димитриева шанчӗҫ. Федерацин налук службин республикӑри управленине Марина Петрова ертсе пыма тытӑнчӗ. Халӗ тата Суд департаменчӗн управленийӗнче ҫӗнӗ ҫынна пуҫлӑха лартнӑ. Унӑн пуҫлӑхӗ пулнӑ Валерьян Петров Суд департаменчӗн «Правосудие» пулӑшакан информаципе аналитика центрӗн республикӑри филиалне ертсе пыма тытӑннине пӗлтернӗччӗ. Суд департаменчӗн управленине вара малашне Валентин Воронов ертсе пырӗ. Вӑл 1964 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Комсомольски районӗнчи Янкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1991 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ, унта вӑл экономист специальноҫне алла илнӗ. Ӗҫ биографине ревизортан пуҫланӑ, РФ Президенчӗн тӗп тӗрӗслев управленийӗн Атӑл-Вятка округӗнчи инспекцийӗнче пилӗк ҫул ӗҫленӗ. 2000–2012 ҫулсенче РФ президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи тулли праваллӑ элчин аппаратӗнче тӑрӑшнӑ. 2013–2014 ҫулсенче Чӑваш Енӗн ӗҫ инспекцине ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Сулахай енче лараканни Марина Петрова Ӗнер Федерацин налук службин республикӑри управленине кам ертсе пырассине ҫирӗплетнӗ. Ҫӗршывӑн Финанс минситерствин хушӑвӗпе ҫак должноҫе Марина Петрована шаннӑ. Ҫак ятпа управленире канашлу иртнӗ. Канашлӑва тӗрлӗ шайри пуҫлӑх пухӑннӑ: Федерацин налук службин Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсем хушшинчи пуҫлӑхӗ В.Н. Губанов, федерацин Чӑваш енри инспекторӗ Г.С. Федоров, ЧР Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи И.Б. Моторин, Чӑваш Енӗн премьер-министрӗн ҫумӗ — финанс министрӗ С.А. Енилина, РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн ертӳҫи А.П. Мигушов, ЧР шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ А.В. Тимофеев, республика прокурорӗн ҫумӗ И.Г. Сахаров, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Л.И. Черкесов. Налукҫӑсене ҫӗнӗ пуҫлӑхпа паллаштарнӑ май Губановпа Федоров Петрован ӗҫлес пултарулӑхӗ пысӑк тесе ырланӑ. Управленин ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Ольга Никинӑна та ӗҫшӗн тав тунӑ. Марина Валерьяновна 1970 ҫулта Вӑрнарта ҫуралнӑ. Бухгалтер учечӗпе аудичӗ енӗпе специальноҫ алла илнӗскер налук службине 1995 ҫулта ӗҫлеме пынӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти инспекцире вӑл пай пуҫлӑхӗн ҫумӗнче, инспекцин пуҫлӑхӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() «Шанель пике» спектакльти самант Паян, пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗнче вылякан Василиса Петрова 55 ҫул тултарать. Юбилей ячӗпе ӑна ӗҫтешӗсем ыран «Шанель пике» спектакль умӗн саламлӗҫ. Василиса Петрова Етӗрне районӗнчи Ванькушкӑнь ялӗнче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищине вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ӗҫлеме килнӗ. Унтанпа Василиса Петрова чылай сӑнара калӑпланӑ. Ҫав шутра Н. Терентьевӑн «Пушар лашинче» — Ливадине, А. Заридзен «Вунсарккӑрта чухӗнче» — Маринӑна, Ф. Достоевский «Юрату мар ку — чирӗнче» — Аделаидӑна тата ытти асра юлмалли самай роле те вӑл ӗнентерӳллӗ вылянӑ. Ыранхи «Шанель пикере» 55-ри артистка Нина Андреевна пулса сцена ҫине тухӗ. Василиса Петрован хӑйне евӗрлӗхӗ шутне унӑн хаваслӑхне, шӳтлес ӑсталӑхне, чеченлӗхне кӗртеҫҫӗ. Вӑл психологи тӗлӗшӗнчен кӑткӑс сӑнарсене те, кулӑшлисене те пӗр пек ӗнентерӳллӗ вылять. Вӑл эпизодла сӑнарпа та асра юлма пултарни те ку енпе театрсем хушшинчи конкурса ҫӗнтерни те ҫавнах ҫирӗплетет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Сергей Легостаев Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарта ЧР Патшалӑх канашӗн черетсӗр сессийӗ иртмелле. Депутатсен республикӑн ҫӗнӗ прокурорӗн кадидатурине пӑхса тухмалла. Ку должноҫе ҫӗршывӑн Тӗп прокуратури Рязань облаҫӗн прокурорне, 51 ҫулти Сергей Легостаева, сӗннӗ. Регион прокурорне РФ тӗп прокурорӗ сӗннипе ҫӗршыв Президенчӗ ҫирӗплетет. Прокурорта чи нумаййи 10 ҫул ӗҫлеме юрать. Маларахри ларура ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем прокурор пирки сӑмах пуҫарнӑ. Ун чух вӗсенчен ытларахӑшӗ ку должноҫе ютри ҫынна памасан лайӑхраххине палӑртнӑ иккен. Чӑваш Ен прокурорӗ пулмалли кандидатсен хушшинче маларах Тутарстанпа Мордва Республикин прокурорӗсем пирки те калаҫкаланӑ иккен. Сергей Легостаев 1963 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Орлов облаҫӗнчи Колпнянск районӗнче ҫуралнӑ. 1989 ҫулта пиллӗк паллӑсемпе Харьковри юридици облаҫне вӗренсе пӗтернӗ. Тепӗр ҫулхине Орел хулинче прокуратурӑра ӗҫлеме тытӑннӑ. Тепӗр икӗ ҫултан Орлов облаҫӗнче прокуратурӑра аслӑ следовательте тӑрӑшма пуҫланӑ. Ҫав должноҫрен вӑл регион прокурорӗн ҫумӗ таран ҫитнӗ. 2007 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ӑна Рязань облаҫӗн прокурорне лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |