Персона
![]() Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм Леонид Якубовичӑн «Асамлӑх уйӗ» кӑларӑма хутшӑннӑ. Наталья Петрова Мускава аслӑ ывӑлӗпе Кириллпа кайнӑ. Вӗсем эфира утӑн 17-мӗшӗнче тухнӑ. Шупашкар хӗрарӑмӗ виҫҫӗмӗш турта вылянӑ. Леонид Якубович шупашкарсем мӗнле пурӑннипе кӑсӑкланнӑ. Ара, вӑл хӑй кунта час-часах килсе ҫӳрет вӗт. Кирилл Леонид Якубович пирки ҫырнӑ сӑвва вуланӑ. Унта вӑл икӗ пӗчӗк арчана уҫма ӗмӗтленни пирки каланӑ. Телеертӳҫӗ унӑн ӗмӗтне пурнӑҫлантарнӑ. Кирилл укҫаллӑ арчана уҫнӑ. Шел те, Наталья Петрова финала тухайман. Анчах вӗсем Мускавран савӑк кӑмӑлпа таврӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-ҫыруҫи Светлана Каликова Чӑваш Элтеперӗн пресс-ҫыруҫи пулса маларах Михаил Вансяцкий журналист ӗҫленӗччӗ. Нумаях пулмасть ӑна ӗҫрен хӑтарчӗҫ. Халӗ вара Элтеперӗн пресс-ҫыруҫи должноҫне Светлана Каликовӑна лартасси пирки официаллӑ йышӑну кӑларнӑ. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. «Каликова Светлана Анатольевнана малтанхи должноҫрен хӑтарса Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-ҫыруҫине лартас», — тесе ҫырнӑ Михаил Игнатьев Хушӑвӗнче. Светлана Каликова маларах Михаил Игнатьевӑн пулӑшуҫи шутланнӑччӗ. Вӑл нумаях пулмасть журналистсемпе тата блогерсемпе тӗлпулу та йӗркеленӗччӗ. Вӗсемпе вӑл тата Элтепер Администрацийӗн Пуҫлӑхӗ Юрий Васильев курнӑҫнӑччӗ, тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Михаил Игнатьев Тӗп суйлав комиссийӗнче Чӑваш Республикине ертсе пырас шухӑш-кӑмӑллине 11 ҫын палӑртнине эпир пӗлтернӗччӗ. Суйлава хутшӑнас тесен кирлӗ хутсене вӗсен утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗччен тӑратмалла. Элтепер пуканӗшӗн кӗрешӗве тухма хатӗр шухӑшлисен хушшинче ячӗсем халӑхра сарӑлманнисем те пур. Элтепер пулма кандидат евӗр шута илме республикӑн Тӗп суйлав комиссине хутсем тӑратакан тупӑннӑ. Вӑл — Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев. Михаил Васильевич унччен Элтепер пулса республикӑна ертсе пычӗ. Вӑл Шупашкар районӗнчи Кӗҫӗн Турхан ялӗнче ҫуралнӑ. Вырӑнти «Прогресс» ял хуҫалӑх предприятийӗн ертӳҫинче те, ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнче те, Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче те, ял хуҫалӑх министрӗнче те ӗҫлерӗ. Сӑнсем (5) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Кирилл ҫемйипе Чӑваш Енре арҫын ача пулӑшнипе темиҫе ҫын ҫунса вилесрен хӑтӑлнӑ. Арҫын ачан ӗҫӗ чӑннипех те паттӑрла. Вӑл килтисене вӑхӑтра вӑратса хӑрушлӑх пирки пӗлтернӗ. Кирилӑн ҫемйи Канашра пурӑнать. Анчах ҫулла вӗсем Шаккӑл ялне куҫнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ 14-ри ачине кӗҫӗннисене пӑхма хушса хӑварать. Хӑйсем вара ӗҫе ҫӳреҫҫӗ. Ҫав кун Кирилл пуринчен те маларах вӑраннӑ. Урама тухсан вӑл сарай тӑрринче тӗтӗм йӑсӑрланнине асӑрханӑ. Ача кунашкаллине телевизорпа курнине аса илнӗ. Ҫавӑнпа вӑл ыттисене вӑратмаллине чухланӑ. Пӳрте кӗрсе вӑл пиччӗшӗпе аппӑшне вӑратнӑ. Ял ҫыннисем пушарнӑйсене чӗннӗ. Халӑх ҫав вӑхӑтра пӳрт патне пынӑ ҫулӑма сӳнтерме тӑрӑшнӑ. Тахӑшӗ пӳртре газ баллонӗ пурри пирки аса илнӗ. Телее, пушарнӑйсем вӑхӑтра ҫитнӗ, ҫулӑма сӳнтернӗ. 4-ри Кирила пула вара никам та шар курман. Сарай тӗппипех ҫунса пӗтнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче чи лайӑх выпускниксене чыслани пирки маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Унта ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев, ЧР вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов хутшӑнни ӗнерхи студентсемшӗн пысӑк чыс пулнӑ. Канаш районӗнчи Вӑрманкас Ухман ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Ольга Семенова та ҫав кун питӗ саваннӑ. Канаш пики те чи лайах 100 выпускниксен йышне кӗме пултарнӑ-ҫке-ха. Ольга Семенова вырӑс тата чӑваш филологийӗпе журналистика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӑл университетра ӑс пухнӑ чухне хастарлӑхӗпе палӑрнӑ, мероприятисене хутшӑннӑ, спорт ӑмӑртӑвӗсенче маттур пулнӑ. Ольга ЧР Элтеперӗн стипендине икӗ хутчен тивӗҫнӗ. Вӑл РФ Президенчӗн стипендине те илме тивӗҫ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ефроисния Филиппова тӑванӗсемпе тата хӑнасемпе Йӗпреҫ районӗнчи Хыркасси ялӗнче пурӑнакан Ефросиния Андриановна Филиппова тӑванӗсемпе, ентешӗсемпе сӗтел хушшине ларса 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Чугаров, социаллӑ хӳтӗлев пайӗн пуҫлӑхӗ Римма Июдина, Шӑрттан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Надежда Ефремова кинемее РФ Президенчӗ саламне памашкӑн килнӗ. Ефросиния Андриановна Шӑрттан ялӗнче ҫуралнӑ. 1936 ҫулта вӑл Хыркасси каччипе Григорий Филипповичпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Вӗсем 8 ача ӳстернӗ. Ефросиния Филиппова вӑрҫӑ тата ун хыҫҫӑн колхоз хирӗсенче мӗн тери йывӑр пулнине паян та лайӑх астӑвать. Вӑл II, III степень «Амӑшӗн мухтавӗ» кавалер орденне тивӗҫнӗ. Тӗнчен икӗ вӑрҫине курнӑ кинемейӗн упӑшкине, ултӑ ачине пытарма тивнӗ. Халӗ 100 ҫулти кинемейӗн 23 мӑнук, вӗсен 12 ачи. Нумаях пулмасть вал кил-тӗрӗшри ӗҫсене хӑех тунӑ. Халӗ вӑл хӗрӗ Раиса патӗнче Йӗпреҫре пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Шӑрах ҫанталӑкра шывра путнӑ тӗслӗх нумайланать. Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче те Шупашкарти пӗр пляжра чутах инкек пулман. Юрать, икӗ каччӑ ҫухалса кайман. Шупашкарти 38-мӗш шкулта 10-мӗш класса куҫнӑ Михаил Крымов тата унӑн юлташӗ Евгений Порфирьев путакан арҫынна асӑрхасан ӑна ҫӑлма васканӑ. Ҫамрӑксем тӑнне ҫухатнӑ арҫынна ҫыран хӗррине хӑйсем ҫинче сӗтӗрсе тухнӑ тесен те юрать. Паттӑрла ӗҫ арҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Ӑна ҫыран хӗррине илсе тухсан васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Кайран Михаил Крымов хӑйне йывӑр пулсан та путакана ҫыран хӗррине сӗтӗрнине каласа кӑтартнӑ. Каччӑсем ишесси енӗпе тренировкӑсене ҫӳреҫҫӗ-мӗн. Ҫакӑ та вӗсене пулӑшнӑ. Анчах унран та ытларах — ҫын пурнӑҫне ҫӑлма талпӑнни паттӑрла ҫак ӗҫе тума хистенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Петр Галошев вӗрентекенӗпе Маттур ҫамрӑксене тупса палӑртас, вӗсене малалла ӗҫлеме хавхалантарас тӗллевпе республикӑра тӗрлӗ конкурс йӗркелеҫҫӗ. Акӑ нумаях пулмасть 10-мӗш класра ӑс пухакансен йышӗнче иртнӗ «Чӑваш Ен — пуласлӑх территорийӗ» эссе конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче регионсен хушшинче иртнӗ «Регионсем — чикӗсӗр хутшӑну» куравра чысланӑ. Ку «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче иртнӗ. Конкурсра ентешӗ палӑрнӑшӑн елчӗксем питӗ савӑнаҫҫӗ. Кушкӑ ялӗнчи шкулта вӗренекен Петр Галошев «Ӑнӑҫусем, ыйтусем, плансем» номинацире ҫӗнтернӗ. Вӑл «Эпӗ тӑван Чӑваш Ен чечеклентӗр тесен мӗн тӑвӑп?» эссе ҫырнӑ. Енртӳҫи — вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен С.А.Торговцева. Петр Галошева I степень Дипломпа тата парнепе чысланӑ. Унӑн ертӳҫине те ҫамрӑксене кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен аталанма пулӑшнӑшӑн тав хучӗпе палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Вӑрмар район администрацине вӑхӑтлӑх ертсе пыракан Александр Тихонов Вӑрмар район администрацине район администрацийӗн строительство тата общество инфраструктурин пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Тихонов вӑхӑтлӑх ертсе пыма тытӑннӑ. Райадминистраци пуҫлӑхӗ эрнесерен ирттерекен ирхи планеркӑна ӗнер пуҫлӑх пулса Константин Никитин (район пуҫлӑхӗнче вӑл тӑрӑшнӑччӗ) хӑй ертсе пынӑ. Ӗнерех вара Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев 298-рг номерлӗ йышӑну кӑларнӑ. Унта Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхне палӑртмалли конкурс йӗркелеме тата комисси пайташӗсене йышӑннӑ. Республикӑран комиссие Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ — шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов, культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова тата чӑваш парламенчӗн депутачӗсем Дмитрий Евсеевпа Елена Николаева кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Аэропорт пуҫлӑхӗ пулнӑ Александр Жирнов Шупашкар аэропорчӗн тӗп директорне Александр Жирнова должноҫрен хӑтарнӑ. Аэропорт Чӑваш Енӗн хысна предприятийӗ шутланать, ҫавна май пуҫлӑха республикӑн правительствин пуҫлӑхӗ лартать тата ӗҫрен хӑтарать. Александр Николаевича аэропорт пуҫлӑхӗнчен кӑларасси пирки йышӑнӑва паян Иван Моторин премьер-министр хушу кӑларнӑ. Отсавкӑна ӑна мӗншӗн яни пирки ӗҫлӗ хутра нимӗн те асӑнман. А. Жирнов хӑйне пуҫлӑх пуканӗсӗр хӑварни пирки нимӗн те пӗлмест имӗш. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫат ҫырать. Кӑларӑм экс-пуҫлӑхпа ҫыхӑннӑ пулать те лешӗ ун пек йышӑну пирки илтменнине пӗлтернӗ тата йышӑнӑва комментарилеме тӑхтанӑ имӗш. Александр Жирнов 1965 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 1982 ҫулта Шупашкарти 34-мӗш вӑтам шкула вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Сызраньти аслӑ ҫар авиаци училищине вӗренме кӗнӗ. 1986 ҫулта ӑна ылтӑн медальпе пӗтернӗ. 1993–1996-мӗш ҫулсенче Ю.А. Гагарин ячӗллӗ Ҫар академийӗнче вӗреннӗ. 2004–2010-мӗш ҫулсенче 490-мӗш уйрӑм вертолет полкне ертсе пынӑ. 2010 ҫулта ӑна Шупашкар аэропортне ертсе пыма шаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |