Персона
![]() Митта Ваҫлейӗн вил тӑпри ҫине чечек хунӑ саман Ку мероприяти раштавӑн 18–19-мӗшӗсенчех иртнӗ-ха. Ӑна репрессиленӗ чӑваш поэтне Митта Ваҫлейне халалланӑ. Хӑйне евӗр шухӑшланӑ ҫав ҫынна кӗске ӗмӗрӗнче виҫӗ хутчен сӑлтавсӑрах айӑпланӑ. 18 ҫулта чухне ӑна комсомолтан тата Чӗмпӗрти педагогика техникумӗнчен кӑларса янӑ. Кайран лагерьсенче 17 ҫул ирттернӗ. Сталин вилсен кӑна ирӗке кӑларнӑ ӑна. Анчах сывлӑхӗ самай хавшанӑран 49 ҫулта вилнӗ. Поэта асӑнса 1983 ҫултанпа ун ячӗпе преми параҫҫӗ. Ун пек награда Раҫҫей шайӗнче те чи аслисенчен пӗри шутланать. Митта Ваҫлейӗн премине Чӑваш Енре тата Раҫҫейре пурӑнакансене кӑна мар, чӑваш культурине сарнишӗн Великобританире, Францире, Италире, Венгрире, Швецире, Турцинче, Казахстанра, Украинӑра параҫҫӗ. Кӑҫалтанпа ку премипе чӑваш халӑхӗн демократилле аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн та чыслама тытӑннӑ. Кун пек чыса «Шанчӑклӑх» (Надежность) ваккатсен Шупашкарти коллегийӗн Николай Столбов ваккачӗ тивӗҫнӗ. Ӑна Илле Иванова хӳтӗлессишӗн ҫине тӑнине кура ҫак премие панӑ. Н. Столбов тӑрӑшулӑхне чӑваш халӑхӗн сӑмах тата пичет ирӗклӗхӗшӗн ҫине тӑнӑшӑн хисеп тунӑ. Асӑну кунӗ ирттернӗ май Митта Ваҫлейӗн вил тӑпри ҫине чечек хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Персона
Ӗлӗк асатте-асаннесем халӑх сӑмахлӑхне питӗ лайӑх пӗлнӗ. Ватӑсем ача-пӑчана ятлас вырӑнне ваттисен сӑмахӗсемпе ӑса вӗрентсе пынӑ. Сасса чӑваш ҫынни пули-пулми нихӑҫан та хӑпартман. Халӑх самахлӑхӗн кашни тӗслӗхӗпе вырӑнлӑ усӑ курма тӑрӑшнӑ. Ваттисен сӑмахӗсемпе усӑ курман ҫын та пулман пулӗ чӑвашра, мӗншӗн тесен унта халӑхӑн пурнӑҫӗ ӳкерӗнсе юлнӑ. «Ӑс халӑхра», — текен ваттисен сӑмахӗ шӑпах ҫакна ҫирӗплетсе парать те ӗнтӗ. Пирӗн чӑваш халӑхӗ хӑйне нихҫӑн та ӑсла хуман, ҫак ваттисен сӑмахне вӑл питӗ лайӑх пӗлнӗ: «Ӑслӑ ҫын хӑйне ӑсла хумасть». Иван Анисимович Патмар та нумай калаҫмасӑрах пысӑк ӗҫ туса пынӑ. Халӑх сӑмахлӑхӗн пӗр пӗрчине те ҫухатас мар тесе ӗҫленӗ Красноармейски районӗнчи Яманак ялӗнче ҫуралнӑ Иван Анисимович Патмар. Чӑваш халӑх сӑмахлӑхне ялтан яла ҫитсе пӗрчӗн-пӗрчӗн пуҫтарнӑ. Иван Анисимович ваттисен калаҫӑвне тимлӗн итленӗ, кӑмӑла кайнӑ ҫавра сӑмахсене вара тӳрех хут ҫине куҫарма васканӑ. Тӑван сӑмаха питӗ юратни ҫак ӗҫе тума хистенӗ те ӑна. Халӑх сӑмахлӑхӗ урлӑ ачасене ӑс пама аван пулнине те лайӑх пӗлнӗ. |
Персона
![]() Чӑваш патшалӑх драма театрӗ ЧР Халӑх артистне, Сӗнтӗрвӑрри районӗн хисеплӗ ҫыннине Иван Иванович Иванова юбилейпе саламланӑ. Театрӑн илемлӗх ертӳҫи, СССР Халӑх артисчӗ Валерий Яковлев Иван Ивановичӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ, тата нумай ҫул пурӑнма сывлӑх суннӑ. Театр директорӗ Вадим Ефимов Иван Иванович общество ӗҫӗнче хастар пулнине палӑртнӑ. ЧР тава тивӗҫлӗ артистки Александра Зайцева та юбиляра ӑшӑ сӑмахсем каланӑ. Вӑл пурнӑҫри интереслӗ самантсене аса илнӗ. Паллах, ЧР Халӑх артисчӗ Геннадий Матвеев та юбиляра саламланӑ. Фойере Иван Ивановӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалланӑ курав йӗркеленӗ. Каҫхине вара Анатолий Хмыт пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Сутӑн илнӗ чыс» спектакль лартнӑ. Эдуард рольне юбиляр калӑпланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче пӗр уйӑхра ректор тивӗҫне пурнӑҫлакана виҫӗ хутчен ылмаштарнӑ. Хальхинче ҫак должноҫе вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама Андрей Макушева лартнӑ. Вӑл ҫын Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Приволжское» (чӑв. Атӑлҫум) вӗренӳ хуҫалӑхӗнче пуҫлӑхра ӗҫлетчӗ. Пуҫлӑх пуканне ӑна учхоза унччен ертсе пынӑ Георгий Егоров Шупашкар район администрацине ертсе пыма тытӑннӑ хыҫҫӑн шанса пачӗҫ. «Приволжское» акционерсен уҫӑ обществи (паян унӑн харпӑрлӑх форми ҫавнашкал-мӗн. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл федерацин унитарлӑ предприятийӗ шутланатчӗ) — Ял хуҫалӑх академийӗн вӗренӳ хуҫалӑхӗ. Вӗренӳ заведенийӗнче ректор тивӗҫне пурнӑҫлакана иртнӗ уйӑхӑн 23-мӗшӗнчен тытӑнса виҫӗ хутчен ылмаштарнӑ. Аса илтеретпӗр, ректор тивӗҫне пурнӑҫлама уйӑх каярах Александр Акимова лартнӑ, темиҫе кун каялла — Илья Царевскине. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Красноармейски районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем халӑх сӑмахлӑхне пухнӑ Иван Патмар ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа «Патмар пуххинчи халӑх ӑслӑлӑхӗ» конференци ирттернӗ. Унта Упи шкулӗнчи Вера Васильева, Именкассинчи Валентина Ильина, Красноармейскинчи Виталий Михайлов тата Зинаида Михайлова, Пикшикри Людмила Тихонова, Алманчри Татьяна Григорьева, Тракри Ираида Антонова, Еншик-Чуллӑри Ирина Герасимова, Чатукассинчи Римма Яковлева тухса калаҫнӑ. Кашниех Иван Патмарӑн пархатарлӑ ӗҫӗ-хӗлӗ пирки хавхаланса каласа кӑтартнӑ. Тухса калаҫакансем Иван Патмар пуххисенчи ҫӑварни юррисем, туй юррисем, юмахсем, ваттисен сӑмахӗсемпе каларӑшӗсем, вӗрӳ-суру чӗлхисем хамӑр халӑхӑн пысӑк пуянлӑхӗ пулнине палӑртнӑ. Иван Патмар халӑх сӑмахлӑхне пухса тӗпченисӗр пуҫне пултаруллӑ ҫыравҫӑ, журналист, тавра пӗлӳҫӗ пулнӑ. Конференцие Иван Патмарӑн ывӑлӗ Эдисон Патмар та хутшӑннӑ. Вӗрентекенсене вӑл ашшӗн сӑваплӑ ӗҫне пысӑка хурса хакланӑшӑн тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Юпа уйӑхӗнченпе Чӑваш Енре Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви ӗҫлеме пуҫланине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, ку министерство тилхепине республикӑн Ӗҫлӗх службине 2010 ҫулхи раштавран пуҫласа 2015 ҫулхи нарӑсчен (кайран ӑна Ҫурт-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхне лартнӑччӗ) ертсе пынӑ Сергей Димитриева шанса пачӗҫ. Хальхи вӑхӑтра ку министерствӑра вакансиллӗ вырӑнсене ҫынсене ӗҫе илесси малалла пырать темелле. Унччен Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ӗҫлӗх службине ертсе пынӑ Сергей Викторова асӑннӑ министерствӑра министр ҫумне лартни пирки те эпир пӗлтернӗччӗ. Халӗ министрӑн тата тепӗр ҫумне ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫе РФ Пенси фончӗн Шупашкарти управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумне Елена Сапаркинӑна лартнӑ. Ӗҫлӗ хута ЧР Правительство пуҫлӑхӗ Иван Моторин ӗнер алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ профессорӗ Георгий Яковлев пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Георгий Яковлев хӑй те ЧППУра вӗреннӗ. 1963 ҫулта вӑл историпе филологи факультетӗнчен хӗрлӗ дипломпа вӗренсе тухнӑ. Унтан М.Ломоносов ячӗллӗ Мускав патшалӑх университечӗ ҫумӗнчи аспирантурӑра вӗреннӗ, диссертаци хӳтӗленӗ. Георгий Алексеевич ЧППУра политологи, этнологи предмечӗсене ертсе пынӑ, аспирантсен ӗҫне ертсе пынӑ. Ӗҫне кура ӑна грамотӑсемпе чысланӑ. Вӑл шутра — РФ Вӗренӳ министерстви пани те. Унӑн ҫемйине «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» орденпа та чысланӑ. Пӗр уйӑх каялла Георгий Алексеевич 80 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Унпа Шупашкарта паян сывпуллашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Хӑяр татакан агрегат Судри ӗҫ таканари шыв пек теҫҫӗ те, суда хутшӑнаканӗсем те тӗрлӗрен пулаҫҫӗ. Ҫакна хӑйӗн юрист практикинчи тӗслӗхе Галина Вронская юрист чӗрӗ журналта ҫырса кӑтартнӑ историри сӑнарсем ҫирӗплетеҫҫӗ. Чӑваш Енӗн Арбитраж судӗнче Куславкка районӗнчи пӗр фермерпа ҫавна хӑяр татмалли агрегат туса панӑ предприяти пуҫлӑхӗ тӗл пулнӑ. Фермер агрегат ӑсталанӑ ҫынна укҫа тӳлесшӗн пулман иккен. Ниме тӑман, уссӑр япала текелесе укҫине хытса тӑнӑ. Судра ку агрегат лайӑххипе начаррине ҫирӗплетме экспертиза тума та тӳре сӗннӗ. Хӑяр татмалли агрегатпа усӑ курнӑ фермер пирки Галина Вронская юрист ҫӗр ҫинче ӗҫлесе пурӑнакан ҫав ҫын Чӑваш Ен Элтеперӗпе туслӑ тесе каланине фермерӑн ваккачӗ ята яни вырӑнне хунине пӗлтернӗ май суда парассипе хӑратнӑ. Галина Вронская Михаил Игнатьев ятне асӑнни хайхине мӗншӗн кӳрентернине ӑнланман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Михаил Игнатьев Элтепер Граждан обществин аталанӑвӗн фончӗ Раҫҫейри регионсен пуҫлӑхӗсен тухӑҫлӑхӗн черетлӗ рейтингне хатӗрленӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев танлаштарӑмра чи ҫӳллӗ шайра тӑракан ушкӑна кӗнӗ. Малтанхи рейтинг кӑтартӑвӗпе танлаштарсан, вӑл виҫӗ карт ҫӳле хӑпарнӑ. Михаил Васильевич хальхинче 70 балл пуҫтарса Атӑлҫи федераци округӗнчи 14 регион хушшинче хисеплӗ 6-мӗш вырӑна тухнӑ. Асӑннӑ округра Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов пӗрремӗш вырӑна ҫӗнсе илнӗ. Ку хутӗнче танлаштарӑмра пуҫласа Раҫҫейри 85 субъект пуҫлӑхӗн тухӑҫлӑхне тишкернӗ. Регионсен ертӳҫисене тӗрлӗ критерисемпе танлаштарса хакланӑ. Халӑх тата экспертсен хаклавне, регионсенче пурӑнакансен укҫа-тенкӗн тупӑшпе тӑкак пайне тата ыттине шута илнӗ. Ҫынсен шухӑш-кӑмӑлне, экономика аталанӑвне, регионсен пуҫлӑхӗсен ӗҫ тухӑҫлӑхне тата ыттине те тӗпе хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Тепӗр темиҫӗ минутран, 16 сехетре, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Чӑваш Енӗн халӑх художникӗпе, К. Иванов ячӗллӗ преми лауреачӗпе, Чӑваш Республикин Аслӑлӑх тата ӳнер наци академийӗн член-корреспонденчӗпе Владимир Агеевпа тӗлпулу пуҫланать. Владимир Агеев — Чӑваш Енӗн мухтава тивӗҫлӗ художникӗсенчен пӗри. Унӑн ӗҫӗсенче чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗ, йӑли-йӗрки сӑнарланнӑ. Владимир Агеев — Елчӗк тӑрӑхӗн чӑвашӗ. 1932 ҫулхи ака уйӑхӗн 2-мӗшенче Аслӑ Елчӗкре ҫуралнӑ. 1956 ҫулта Шупашкарти художество училищинчен вӗренсе тухнӑ. "Капкӑн" сатира журналӗнче тата "Ялав" литертаурӑпа художество журналӗнче6 ӗҫленӗ. Чӑваш кӗнеке издательствипе ҫыхӑну тытнӑ май кӗнекесене илем кӳнӗ. В. Агеев живопиҫ ӗҫӗсене 3 пине яхӑн хатӗрленӗ, графика ӗҫӗсем — 100 ытла. Ӳкерчӗкӗсем 10 пинрен те иртнӗ. Унсӑр пуҫне кӗнекесенчи тата журналсенчи ӗҫсем 20 пине яхӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Курак Иван Игнатьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Яковлев Константин Геннадьевич, Тутарстанри ЧНКА ертӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Айзман Николай Спиридонович, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |