Шупашкарти Ленин районӗн администрацийӗнче пӗрле 50 ҫул пурӑнакан мӑшӑра чысланӑ. Ҫак кунсенче Лебаковсем ылтӑн туйне паллӑ тунӑ.
Валентинӑпа Вячеслав 1970 ҫулхи юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пӗрлешнӗ. Унтанпа вӗсем пӗр ҫӑвартан пурӑнаҫҫӗ, йывӑр чухне пӗр-пӗрне алӑ параҫҫӗ. Вячеслав пурнӑҫ тӑршшӗпех савутра ӗҫленӗ. Вӑл чылай грамотӑна тивӗҫнӗ. Валентина ӗҫ биографине ЖБК-9 савутра пуҫланӑ, унтан Шупашкарти электроаппарат савутӗнче тӑрӑшнӑ, Чапаев ячӗллӗ савутра та вӑй хунӑ.
Лебаковсем икӗ хӗрпе пӗр ывӑла пурнӑҫ парнелесе анлӑ ҫул ҫине тӑратнӑ. Халӗ вӗсем виҫӗ мӑнукӗпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ.