Персона
![]() Сергей Савин ректор Чӑваш Республикин вӗренӳ институтне иртнӗ уйӑх вӗҫӗччен ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Ректор пулма Сергей Савина шаннӑ. Сергей Михайлович пирки институт сайтӗнче педагогикӑра тата ертсе пырас ӗҫре пуян опытлӑ тесе палӑртнӑ. Сергей Савин — педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Ҫӗнӗ ректорпа юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министрӗ Владимир Иванов коллектива паллаштарнӑ. Ҫӗнӗ ректорпа паллаштарма профиль министерствинчен министр ҫумӗ Светлана Петрова та пырса ҫитнӗ. Вӑл хӑй сӑмахӗнче Вӗренӳ институчӗн пӗлтерӗшӗ пирки асӑнса хӑварнӑ. Асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗ республикӑри вӗрентекенсен пӗлӗвне, вӗсен професси шайне ӳстерессипе, вӗренӳри ҫӗнӗлӗхсене пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Артем Гаврилов Пултаруллӑ ҫамрӑксене правительство хавхалантарма тӑрӑшать. Тӗрлӗ ҫӗрте ӳсӗм тунӑ яш-хӗре степнеди, преми параҫҫӗ. Ку ҫамрӑксемшӗн самаях тӗрев. РФ Вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерствин Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн «Вӗренӳ» наци проектне пурнӑҫа кӗртнӗ май премие тивӗҫнӗ ҫамрӑксен списокне хатӗрленӗ. Ку преми 30 пин тенкӗпе танлашать. Палӑртма кӑмӑллӑ: премие тивӗҫнисен йышне пирӗн ентеш те кӗнӗ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн журналистика факультетӗнче 4-мӗш курсра вӗренекен Артем Гаврилов — хастар ҫамрӑк. Ҫакна кура ӑна списока кӗртнӗ. Сӑмах май, Артем кӑҫал РФ Президенчӗн стипендине те тивӗҫнӗ. Ӑна вӗренӳре, ӑслӑлӑхра, общество пурнӑҫӗнче ҫитӗнӳсем тунӑшӑн панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() «Чӑвашавтотранс» предприятин Вӑрмарти автотранспорт предприятийӗнче Г. Гурьев пассажирсене кирлӗ ҫӗре вӑхӑтра ҫитерес тӗлӗшпе 1998 ҫултанпа вӑй хурать. Ӗҫ стажне вӑл Вӑрмарти сельхозхими предприятинчен пуҫланӑ. Унӑн ашшӗ Валериан Гурьевич та хӑй вӑхӑтӗнче районти тӗрлӗ организацире, ҫав шутра АТПра та водительте вӑй хуни пикри вырӑнти хаҫатҫӑсем хыпарлаҫҫӗ. Геннадий Гурьев хайӗн ӗҫне юратнине, ирхи 5 сехет валли хаваспа кайнине пӗлтерет. «Вӑрмар-Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен автобус куллен тенӗ пек ҫула тухать. Шанса панӑ ӗҫе яваплӑхпа, тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑшӑн Геннадий Валериановича Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн Тав хучӗсемпе чысланӑ. Кунпа пӗрлех ӑна «Аварисӗр ӗҫленӗшӗн» 2-мӗш степеньлӗ паллӑпа наградӑланӑ. 2012 ҫулта «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Хусанта халӑх ташшине юратакансем ҫӗршыв кубокне ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ. Унта Хусан, Чулхула, Мускав, Тӗмен, Самар, Пенза, Шупашкар хулисенчен 15 коллектив пуҫтарӑннӑ. Тутарсен тӗп хулине пирӗн республикӑри Культурӑпа халӑх пултарулӑхӗн керменӗ ҫумӗнчи «Суварята» ташӑ ансамблӗ те ҫитсе килнӗ. Ирина Музыкантова ертсе пыракан коллектив киле сумлӑ парнесемпе таврӑннӑ. «Халӑх ташшин йӑли-йӗркине упраса хӑварнӑшӑн» ҫамрӑк артистсен ушкӑнӗ «Халӑх ташши» номинацире пӗрремӗш степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ. Ача-пӑча пултарулӑхне аталантарас тата наци культурин пуянлӑхне упраса хӑварас ӗҫре пысӑк тӳпе хывнӑшӑн ансамбль балетмейстерне, РФ тата ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Анатолий Музыкантова Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Леонид Якубович ертсе пыракан «Асамлӑх уйӗ» 25 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Унта Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрарӑмӗ Надежда Андреева та хутшӑннӑ. Чӑваш Енри педагог хӑйӗн ӑсӗпе тӗлӗнтернӗ. Чӑвашран кайнӑ хӗрарӑм финала тухса супер-вӑйӑна выляса илме пултарнӑ. Надежда Андреева малтан саспаллисене каланӑ та унтан сӑмаха пӗлнӗ. Вӑл Леонид Якубовича Чӑвашран илсе килнӗ парнесемпе те савӑнтарнӑ. Унтан Надежда Андреева финала тухса супер-вӑйӑ выляма килӗшнӗ. Вӑл 800 очко пухса смартфона тивӗҫнӗ. Супер-финалта та пирӗн ентеш ӑсӗпе тӗлӗнтернӗ. Вӑл тӗп сӑмаха пӗлсе килти кинотеатр выляса илнӗ. Ҫапла вӑл тӑван тӑрӑха парнесемпе таврӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Максим Смирнов Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк Пӗрремӗш канал геройӗ пулса тӑнӑ. Ун пирки «Ырӑ ир» кӑларӑмра кӑтартнӑ. Кӑларӑм юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче эфира тухнӑ. Ӑна Раҫҫейри пултаруллӑ ачасене халалланӑ. Сюжет «Я у мамы инженер» (чӑв. Эп еннен инженерӗ) ятлӑ пулнӑ. Унта Шупашкарти пӗр шкулта ӑс пухакан Максим Смирнов пирки те каласа кӑтартнӑ. Максим Смирнов хӑй шухӑшаса кӑларнӑ 8 япала валли патент илнӗ. Вӗсен йышӗнче — урапан хӑрушсӑрлӑх тытӑмӗ. Унти ларкӑч урапа ҫапӑнсан 180 градус ҫаврӑнать. 9-мӗш класра вӗренекен Максим Смирнов тӗнчене улӑштарма пултаракан ҫынсен списокӗнче 5-мӗш вырӑнта тӑрать. Арҫын ача чылай медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл тӗнче шайӗнчи конкурссенче те мала тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() «Пиҫет пилеш...» ҫак ятпа йыхравлать хӑйӗн юбилей каҫне Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Республикин халӑх артистки Полина Чамжаева. «Пиҫет пилеш, пиҫет палан, кӗр хӗрелет хӗрле. Пӗрлешнӗ кайӑксем паян вӗҫрӗҫ ҫӳлелле», — ҫак йӗркесем пурччӗ Полина Чамжаева юрлакан юрӑра. Вӑл хӑш спектакльтен пулнине те астумастӑп халӗ. Эп кӑна мар, аслӑраххисем те маннӑ-тӑр, анчах ӑна шӑрантаракан сасӑ та, юррин ҫеммипе темиҫе йӗрки те асрах. Кӑҫал Полина Чамжаева 50 ҫул тултарчӗ. Сцена ҫинче вӑл 30 ҫул ытла куракана савӑнтарать. Пукане пек кӗлеткеллӗ, пӑрчӑкан пек вӑр-вар теме пулать Полина Чамжаева пек ҫынсем пирки. Бенефисра чӑваш халӑх артисткин юратни юррисем, вӑл ӗҫлекен Ҫамрӑксен театрӗн спектаклӗсенчи сыпӑксем пулӗҫ. Уяв Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, 18 сехет те 30 минутра, пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Владимир Семенов министр Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министрне Сергей Семенова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Челепи облаҫӗнчен Чӑваша министр пулса куҫса килнӗ йӗрке хуралҫи «саккунлӑха тата право йӗркине ҫирӗплетме пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн» тивӗҫнӗ. Патшалӑх наградине парасси ҫинчен Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев кӑларнӑ Хушура шӑпах ҫав самантсене палӑртнӑ та. Сергей Семенов пирӗн тӑрӑхра министр пулса тӑватӑ ҫул ҫурӑна яхӑн тӑрӑшать. Кунта киличчен вӑл Челепи тӑрӑхӗнче шалти ӗҫсен хулари управленийӗнче пуҫлӑх ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне, сӑмах май, Чӑваш Ен прокурорӗ пулнӑ Владимир Метелин (2015 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче) тата Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ Станислав Антонов (2013 ҫулхи раштав уйӑхӗнче) тивӗҫнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Енре чи лайӑх участковӑй полицейскине суйланӑ. Кӑҫал ҫак ята Шупашкар районӗн участковӑйӗ тивӗҫнӗ. Александр Боронов унта ҫулталӑк ҫеҫ ӗҫлет. Вӑл 17 яла тӗрӗслесе тӑрать. Ҫак тапхӑрта вӑл ҫынсен кӑмӑлне кайма пултарнӑ. Участковӑйӗн ӗҫ нумай-мӗн. Ҫӗнӗ ҫын килнӗренпе ялсенче лӑпкӑрах пулнине палӑртать халӑх. Александрӑн лаптӑкӗнче 4,5 пин ҫын пурӑнать. Халӑхпа пӗр чӗлхе тупни ӑна ӗҫре пулӑшать. Ав кӑҫал ҫулла вӑл ял лавккинчен стройматериал вӑрланӑ ҫамрӑксене тытса чарма пултарнӑ. Александр Боронов Ҫурҫӗр Кавказра командировкӑра 4 хутран ытла пулнӑ. «Халӑх участковӑйӗ» конкурсра ҫӗнтерни уншӑн кӗтменлӗх пулнӑ. Халӗ вӑл пирӗн республика чысне Раҫҫей шайӗнче хӳтӗлӗ. Конкурс чӳкӗн 1–10-мӗшӗсенче иртӗ. Уншӑн «Комсомольская правда» хаҫат сайтӗнче сасӑлама пулать. ШӖМ сайтӗнче те уншӑн сасӑламашкӑн каҫӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Николай Терентьев мӑшӑрӗ ывӑлӗпе тата хӗрӗпе Ҫакӑн пек каланӑ Чӑваш халӑх ҫыравҫин Николай Терентьевӑн 90 ҫулхине халалласа К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче ирттернӗ каҫра Чӑваш Республикинчи Профессионал писательсен союзӗн ертӳҫи Сергей Павлов. Ара, ҫуркунне ҫут тӗнчене килнӗскерӗн ячӗпе халӗ, кӗркунне кӑна пуҫтарӑннӑ-ҫке. «Ырӑ ӗҫ тума, ырӑ сӑмах калама, тӗрӗссипе, нихӑҫан та кая мар», — тет кун пикри уявра пулнӑ Римма Прокопьева журналист. Литература каҫӗнче СССР халӑх артистки Вера Кузьмина Николай Терентьев ҫинчен аса илнӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ Иван Христофоров тата драматургӑн ҫывӑх тӑванӗ Полина Константинова юрӑ шӑрантарнӑ, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма тата Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗсен артисчӗсем «Ыйхӑ ҫухатнисем», «Ҫӗпӗр дивизийӗ» спектакльсенчи сыпӑксене вылянӑ. Драматург мӑшӑрӗ Мария Ивановна: «Ҫыннӑн чӑн-чӑн пӗлтерӗшне унпа ӗмӗрлӗхе уйрӑлсан кӑна ӑнланса илетпӗр», — тенӗ. Вӑл хӑйӗн упӑшкин пьесисене, ал ҫырӑвӗсене тепӗр хут вуласа унӑн тӗлӗнмелле таланчӗпе киленнине палӑртнӑ. «Вӑл хӑй — пӑр ҫапса тухнӑ ҫеҫпӗл», — хак панӑ упӑшкине. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Курак Иван Игнатьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Яковлев Константин Геннадьевич, Тутарстанри ЧНКА ертӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Айзман Николай Спиридонович, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |