Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 0.0 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Николай Балтаева медаль парӗҫ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Таисия Ташней 26.08.2020 20:55 | 1779 хут пӑхнӑ
Персона
idelreal.org сӑнӳкерчӗкӗ
idelreal.org сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Николай Балтаев (ӑна Палтай Микуҫӗ тенипе те пӗлеҫҫӗ) Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа кӑларнӑ медальпе чыслама йышӑннӑ. Ҫавӑн ҫинчен калакан йышӑнӑва республика Элтеперӗн тивӗҫсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян алӑ пуснӑ.

Николай Балтаев 1963 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Питтӗпел ялӗнче ҫуралнӑ. Чулхула облаҫӗнчи Павловӑри ӳнерпе ремесла училищинче, Ленинградри В.И. Мухина ячӗллӗ ӳнер-промышленноҫ аслӑ училищинче вӗреннӗ.

Тӑван халӑхӑмӑрӑн кун-ҫулӗпе тата тӗнӗпе ҫыхӑннӑ тӗрлӗ медаль, укҫа тата ытти те ӑсталассипе ҫине тӑрать.

#Елчӗк районӗ, #орденсем, #чыславсем, #художниксем, #Питтӗпел, #культура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Альбина Любимован графикипе паллаштарӗҫ
2020, 07, 06
Чӑваш ҫыравҫисене юбилей медалӗпе чыслама йышӑннӑ
2020, 07, 06
«Черчен чунлӑ чечен» Галина Изратовӑна халалланӑ фильм кӑтартнӑ
2020, 07, 16
Халӑх промыслисен ӑстисене чысланӑ
2020, 08, 14
Анатолий Музыкантова тав тунӑ
2020, 08, 21

Комментари:

Agabazar // 4690.2.0715
2020-08-27 18:38
Agabazar
Палтай е Палттай?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org