Ӳнер
![]() Паян «Россия 1» (чӑв. Раҫҫей 1) ирхи 9 сехет те 30 минутра Галина Изратова ӳнерҫӗне халалланӑ фильм эфира тухнӑ. «Илемлӗ ҫынччӗ Галя. Черчен чунлӑ чечен хӗрарӑмччӗ. Унӑн тӑмран, кӗҫҫерен, пусмаран ӑсталанà кӗлеткисем ытла та селӗмччӗ – чӗм вӗрсе кӗртетчӗ тейӗн вӗсене маҫтӑр...», – тесе ҫырнӑ Фейсбукра Марина Карягина тележурналист, сценарист. «Халӑх хӗрӗ» ярӑмри фильма пӑхма сӗнетӗп. Ӑна Чӑваш художникӗсен союзӗн пайташӗ Галина Изратова ӳнерҫӗ пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑранпа 3 ҫул ҫитнине асӑнса хатӗрлес терӗм», – пӗлтернӗ чӑваш тӗнчинчи пултаруллӑ та кӑсӑклӑ ҫынсемпе паллаштаракан тележурналист. Галина Изратова Елчӗк районӗнчи Кавалта ҫуралнӑ. Галинӑн аппӑшӗ Татьяна Шаркова та – ӳнерҫӗ, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Галина Васильевна хӑйӗн пуканийӗсене тӑмран, кӗҫҫерен, ҫӗтӗкрен, йывӑҫран тунӑ. Вӗсем чунлӑ-юнлӑ тейӗн пулса тухнӑ. Ӑста пурнӑҫран йывӑр чире пула уйрӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |