Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Персона
![]() Чӑваш Енри паллӑ педагога, публициста, общество ӗҫченне, ӑсчаха, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидатне, таврапӗлӳҫӗне, Виталий Станьяла «Шупашкар районӗн хисеплӗ ҫынни» ят пама йышӑннине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Ӗнер Станьял ялне тӳре-шара пуҫтарӑннӑ. Хисеплӗ ватта сумлӑ ят панине ӗнентерекен хӑйӑва ҫыхса янӑ. Хитре хӑйӑва районти «Паха тӗрӗ» предприятийӗн ӗҫченӗсем хатӗрленӗ. Виталий Станьяла хисеплесе вырӑнти артистсем, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Хорасев, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗ Вячеслав Рафинов ҫитнӗ. Депутат аксакалӑн нумай енлӗ пултарулӑхне палӑртса хӑварнӑ. Николай Хорасев награда хӑйӗн геройне тупнине хавхаланса каланӑ. Виталий Петрович тӑван Анат-Кӗнер шкулне аслӑ вӗрентекенӗмӗрӗн, Ивана Яковлевӑн, пысӑк портретне (ӑна Чӗмпӗрти Анатолий Еграшкин художник 1999 ҫулта ӳкернӗ) парнеленӗ. Шурсухал Иван Яковлев шкула темиҫе хутчен те килсе кайнине, шкултан икӗ класлӑ училищӗне йӗркелеме ҫине тӑнине картина айне ҫырса хума ыйтса каланӑ. Ачасен историе пӗлмелле-ҫке. | ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |