Персона
![]() Геннадий Хлебников 83 ҫула кайса паян Чӑвашри ятлӑ-сумлӑ, паллӑ ҫынсенчен пӗри, чӑваш литературин тӗпчевҫи Геннадий Хлебников вилсе кайнӑ. Геннадий Хлебников 1932 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шанарпуҫ ялӗнче учитель ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӑл — «Чувашский роман», «Современная чувашская литература», «Пултарулӑх тӗшши», «Меслетпе ӑсталӑх», «Чувашская литературная классика и ее наследие» монографисенӖ чӑваш литературин нумай учебникӗн авторӗ. Чӑваш литературоведенийӗпе критики пирки ӑслӑлӑх ӗҫӗ нумай ҫырнӑ. Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентес ӗҫе те Геннадий Хлебников самай ҫӗнӗлӗх кӗртнӗ. 1972 ҫулта унӑн «Тӑван литература, 6-мӗш класс валли» вӗренӳ пособийӗ пуҫласа кун ҫути курнӑ. Кайран ӑна тӳрлетсе тата хушса 12 хутчен кӑларнӑ. 1973 ҫулта вӑл 10-мӗш класс валли чӑваш литератури пичетленӗ. Чӑваш филологийӗпе культурин профессорӗ пулнӑ май Хлебников И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче тӑрӑшнӑ. Студентсемпе заняти ирттернипе пӗрлех вӑл «Ҫилҫунат» поэзи кружокне ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Николай Прокопьев (сылтӑмри) Паянтан Шупашкарти Ленин район администрацине Николай Прокопьев ертсе пыма тытӑнӗ. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗлтернӗ. Николай Прокопьев ӗҫ биографине Канашри савутсенчен пӗринче 1968 ҫулта штамповщкран тытӑннӑ. Механик та пулса ӗҫленӗ, Чулхулари чукун ҫулӑн Хусанти уйрӑмӗнче электромеханикра тӑрӑшнӑ. 1987 ҫулта ӑна Шупашкарти станцин вокзал пуҫлӑхне шаннӑ. 2004 ҫулчченех ҫавӑнта тӑрӑшнӑ вӑл. Кайран Прокопьев «Савва-техника» тулли мар яваплӑ обществӑн филиалӗн управляющийӗ пулса тӑнӑ. 2004–2008 ҫулсенче «Орион» тулли мар яваплӑ обществӑра пай пуҫлӑхӗнче, пуҫлӑхра тӑрӑшнӑ. 2008 ҫулта ӑна шӑпа Шупашкар хулин Ленин район администрацине илсе ҫитернӗ. Унта вӑл унта пуҫлӑх ҫумӗнче тимленӗ Ленин район администрацийӗн пуҫлӑхӗн вырӑнӗ унччен ҫав должноҫре ӗҫленӗ Владимир Филиппова транспорт тата ҫул-йӗр министрне лартнӑ хыҫҫӑн пушаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Элӗкри «Кулибин» — Валерий Терентьев Ҫак кунсенче «XXI ӗмӗрти Кулибин» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Ӑна Шупашкарти Трактор историйӗн музейӗн базинче йӗркелеҫҫӗ. Мероприятие Раҫҫейӗн машина тӑвакансен пӗрлешӗвӗ, «Трактор савучӗсем» концерн, Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви, Гостехнадзор инспекцийӗ пулӑшнипе ирттернӗ. Кӑҫал та унта хӑй тӗллӗн тӗрлӗ техника хатӗрлекен ӑстасем пуҫтарӑннӑ. Пурӗ — 20 ҫын. Вӗсен хушшинче тӗрлӗ ҫулхисем пулнӑ, аслисем те, ҫамрӑксем те. Сӑмахран, Шупашкарти механикӑпа технологи техникумӗнче вӗренекенсем тата «Кулибин мастерскойӗ» кружока ҫӳрекенсем. Кружок Трактор историйӗ музейӗ ҫумӗнче ӗҫлет. Элӗкри ӑстасем те конкурсран юлман. Сурӑмпуҫ Мучикасси ялӗнчи Валерий Терентьев «Трактор техники» номинацире пӗрремӗш степеньлӗ премине тивӗҫнӗ. Терентьевшӑн ку вӑл пӗрремӗш чыслав мар. 2010 ҫулта вӑл 10 пин тенкӗ премипе таврӑннӑ, виҫӗм ҫул — 30 пин гран-припе. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Олег Бирюков Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн лавне туртма республикӑн Ҫурт-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Олег Бирюкова шаннӑ. Инспектор тени Бирюков хулана ертсе пырассинче ҫӗнӗ ҫын тенине вуҫех те пӗлтермест. Унччен вӑл Шупашкарӑн Йӑлӑмри управленийӗнче пуҫлӑхра тӑрӑшнӑ, республикӑн тӗп хулин Мускав районӗнче администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ. 2008 ҫулхи ака уйӑхӗнче ӑна Шупашкарӑн Калинин район администрацийӗн пуҫлӑхне суйланӑ. Ҫак тилхепене вӑл кӑҫалхи кӑрлач таран, маларах асӑннӑ инспекци пуҫлӑхне лартиччен, тимленӗ. Бирюковсӑр пуҫне Ҫӗнӗ Шупашкара ертсе пырас тесе чӑваш парламенчӗн депутачӗ Владимир Михайлов («Чӑнлӑхшӑн Раҫҫей» фракции пайташӗ), асӑннӑ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Сергей Оспиенко тата Сергей Иванов ҫар пенсионерӗ заявлени тӑратнӑ. Анчах конкурс комиссийӗ пӗр шухӑшлӑн Бирюков кандидатурине ырланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ҫапла пӗлтереҫҫӗ Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ-Пашьелӗнчи Николай Тельцов пирки ӗҫченӗсем. Иртнӗ шӑматкун вӑл 80 ҫул тултарнӑ. Николай Петровича асӑннӑ ялӑн хисеплӗ ҫынни шутланать. Вӑл Пӑлапуҫ-Пашьелне аталантарма сахал мар тӑрӑшнӑ-мӗн. Кирек кам пулса ӗҫлесен те, трактор бригадин бригадирӗ-и е вырӑнти ял совечӗн ертӳҫи-и, кирпӗч савучӗн пуҫлӑхӗ-и е сельпопа колхоза ертсе пынӑ-и, тивӗҫе вӑл чунтан пурнӑҫланӑ, халӑхра ырӑ ят хӑварнӑ теҫҫӗ. Ырми-канми таврапӗлӳҫӗ тӑван тӑрӑх кун-ҫулӗпе кӑсӑкланнӑ, «Пӑлапуҫ-Пашьел» тата «Фотохроника. Пӑлапуҫ-Пашьел» кӗнекесем кӑларнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хыҫҫӑн та Николай Петрович общество пурнӑҫӗнчен пӑрӑнмасть. Патӑрьел район пуҫлӑхӗн канашҫи шутланать тесе ӗнентереҫҫӗ вырӑнтисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Гелий Иванов медицина службин подполковникӗ «Гелий Иванов — пирӗн ентеш, медицина службин подполковникӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ — ҫак кунсенче 80 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать», — тесе пӗлтерет «Пурнӑҫ ҫулӗпе» Элӗк район хаҫачӗ. Гелий Иванов 1934 ҫулхи юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Кураккасси ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ялӗнчи пуҫламӑш шкула вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Хирлеппуҫӗнчи ҫичӗ класлӑ шкулта пӗлӳ пухнӑ. Малалла пӗлӗвне Гелий Иванович Элӗк вӑтам шкулӗнче тӑснӑ. 1951 ҫулта алла аттестат илнӗ ҫамрӑк Питӗрти (ун чухне Ленинград пулнӑ) С.М. Киров ячӗллӗ ҫарпа медицина академине ҫул тытнӑ. 1957–1959 ҫулсенче тинӗс ҫар флотӗнче хӗсметре тӑнӑ. Элӗк ен каччине суйласа илни професси тӑван тавралӑхран аякка илсе ҫитерет. 1959 ҫултанпа Гелий Иванович Балти флочӗн шыв айӗнчи кимӗсем ҫинче ӗҫлеме пуҫлать. 1966 ҫултанпа Юрмала хулинче «Майори» санаторире аслӑ диетолог пулса тӑрӑшать. 1972–1980 ҫулсенче вӑл Калининградри тинӗс ҫарӗн аслӑ училищинче вӗрентет. 80-мӗш ҫулсенче Гелий Иванов Чӑваш Ене таврӑнать. Шупашкарта тухтӑр пулса ӗҫлет, тӗп хулан 1-мӗш пульницинче профсоюз комитетӗнче вӑй хурать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Паян Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн художество ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ, тӗрлӗ преми лауреачӗ Валерий Яковлев 75 ҫул тултарчӗ. Вӑл 1939 ҫулта Шӑмӑршӑ районӗнчи Виҫпӳрт Шӑмӑршӑ ялӗнче ҫуралнӑ. Патшалӑхӑн театр искусствин патшалӑх институчӗн актер тата режиссер факультечӗсене вӗренсе пӗтернӗ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 1961 ҫултанпа актерта, 1967 ҫултанпа режиссер-постановщикра ӗҫлеме тытӑннӑ. 1979–1990 ҫулсенче вӑл тӗп режиссерта, 1990-мӗш ҫултанпа художество ертӳҫинче ӗҫлет. Валерий Яковлев — Раҫҫей культурин тата ӳнерӗн паллӑ ӗҫченӗ. Вӑл чӑваш театрне профессионализмпа илем енчен тепӗр шая ҫӗкленӗ тата чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине театр илемӗпе пуянлатнӑ. Валерий Яковлев пултарулӑхӗ тӗрлӗ енлӗ тата пуян. Унӑн Борис Чиндыков пьесипе лартнӑ «Ҫатан карта ҫинчи хура хӑмла ҫырли» спектаклӗ 1990-мӗш ҫул Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫейӗн чи лайӑх спектаклӗсем» фестивальте, 1991-мӗш ҫулта Пӗтӗм Раҫҫейри тӗрӗк халӑхӗсен фестивалӗнче, 1992-мӗш ҫулта Пӗтӗм Раҫҫейри «Федераци-92» фестивальте пӗрремӗш вырӑнсене йышӑннӑ, Раҫҫейри лайӑх спектакльсен шутне кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() ЧПУн пӗрремӗш ректорӗ Семен Сайкин И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн пӗрремӗш ректорӗ Семен Сайкин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ. Ӑна ҫак кунсенче тӑванӗсем кӑна мар, ӗҫтешӗсем тата студентсем аса илнӗ. ЧПУн профессорӗ Владимир Щедрин каланӑ тӑрӑх, вӑл ырӑ кӑмӑллӑ ӑсчах пулнӑ. Семен Федорович ӗҫре вӗресе кӑна тӑнӑ. Ун патне килекенсем хушнӑ ӗҫпе кӑмӑллӑ пулса йӑл кулӑпа тухса кайнӑ. Семен Сайкин нихӑҫан та сасса хӑпартман. Семен Сайкин ӑслӑлӑхпа ача чухнех кӑсӑкланнӑ. Ҫавӑнпа вӑл Хусанти университета физикӑпа математика факультетне вӗренме кӗнӗ. Вӑл 67 ҫулта чухне ӑна тин кӑна уҫӑлнӑ ЧПУн тилхепине тытса пыма шаннӑ. Семен Федорович тӳрех килӗшмен. Унӑн ЧПУра йӑлтах ҫӗнӗрен пуҫарма тивнӗ: вӗрентекенсене шыранӑ, техника базине йӗркеленӗ. 10 ҫултан аслӑ шкул лайӑх енӗпе ҫеҫ палӑрнӑ. Семен Сайкинӑн ӗҫне унӑн виҫӗ ывӑлӗ тӑснӑ. Вӗсем пурте физикӑпа математика енӗпе кайнӑ. Сергей Сайкин профессор ЧПУра ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ҫапла пӗлтерет Красноармейски районӗнчи «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, педагогика ӗҫӗн ветеранӗ, Красноармейски районӗн хисеплӗ гражданинӗ М. Прохоров пирки. Нумаях пулмасть вӑл тӑхӑр вунӑ ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ҫак паллӑ кун хисеплӗ ватӑн хваттерӗнчен хӑна-вӗрле татӑлмарӗ. М. Прохорова Трак тӑрӑхӗнче пӗлмен-палламан ҫын ҫук та пулӗ. Михаил Прохорович, Тусай ялӗнче ҫуралнӑскер, пӗтӗм кун-ҫулне Трак тӑрӑхӗн аталанӑвне панӑ, паян кун та унӑн шӑпипе, пуласлӑхӗпе интересленсех тӑрать. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вучӗ витӗр тухнӑ вӑл. Мирлӗ пурнӑҫра истори, географи, черчени учителӗнче, Именкассипе Красноармейски вӑтам шкулӗсен директорӗнче, культура пайӗн пуҫлӑхӗнче, райӗҫтӑвком председателӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Ял тата район совечӗсен депутачӗ пулнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан Трак енри ветерансен канашне ертсе пынӑ. Темиҫе кӗнеке авторӗ. Наградӑсем чылай унӑн. М. Прохорова паллӑ кун ячӗпе район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А. Шестаков саламларӗ, ҫирӗп сывлӑх, ырӑ кун-ҫул сунчӗ, Раҫҫей Президенчӗ В. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Паян Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Геннадий Айхин чӑвашла ҫырнӑ сӑввисене акӑлчанла: шведла тата норвег чӗлхи ҫине куҫарнӑ «Ултӑ сӑвӑ» кӗнеке хӑтлавӗ иртнӗ. Айхин вырӑсла сӑввисене 50 ытла чӗлхене куҫарнӑ-ха. Нумаях пулмасть унӑн чӑвашла хайлавӗсене те урӑх чӗлхесене куҫарма тытӑннӑ. Шведла куҫарас шухӑша Микаэль Нюдаль тӑлмач тытнӑ. Вӑл сӗннипе ултӑ сӑвва акӑлчанла (куҫаруҫи — Питер Франс), норвегла (Гуннар Вэрнесс) куҫарнӑ. Айхин сӑввин оригиналӗсене тата куҫарӑвӗсене уйрӑм кӗнекепе кун ҫути кӑтартнӑ. Шупашкарта иртнӗ хӑтлава Микаэль Нюдаль, Питер Франс, Анника Бекстрӑм тӑлмачсем, Гуннар Вэрнесс поэт килсе ҫитнӗ. Мероприятие поэтӑн йӑмӑкӗ, ҫыравҫӑ тата куҫаруҫӑ Ева Лисина, Атнер Хусанкай литературовед тата критик, Борис Чиндыков драматург, публицист, тӑлмач тата ыттисем хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.02.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 768 - 770 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ярдыкова Зоя Дмитриевна, театр актриси, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ананьев Николай Ананьевич, хирург-травмотолог, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тухрӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» (халӗ «Ҫӗнтерӳшӗн») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |