Персона
![]() Ӗнер Йӗпреҫ районӗнче «Хӗрарӑма чапа кӑларар» ятпа конкурс иртнӗ. Ӑмӑртӑва тӑхӑр хӗрарӑм хутшӑннӑ: Эйпеҫ ял тӑрӑхӗнчен — Нина Дмитриева, Березовкӑран — Наталья Краснова, Пысӑк Упакассинчен — Алена Филиппова, Йӗпреҫрен — Галина Ильина, Киререн — Светлана Соловьева, Кӗлӗмкассинчен — Татьяна Орлова, Пучинкерен — Лилия Иванова, Хурамалтан — Наталия Александрова, Чӑваш Тимешрен — Надежда Евдокимова. «Ҫулталӑк хӗрарӑмӗ — 2015» ята Пучинкери Лилия Иванова ҫӗнсе илнӗ, «Ҫулталӑк вице-хӗрарӑмӗ — 2015» ята — Чӑваш Тимешри Надежда Евдокимова. Конкурса хутшӑннисен пултарулӑхне сумлӑ тӳресем хакланӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене тата ӑмӑртӑва хутшӑннисене районти тӗрлӗ тӳре-шара саламланӑ, малашне те ҫавӑн пек маттур пулма суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Шупашкарти пӗр аптека ӗҫченӗ суя укҫа пама хӑтланнӑ преступника тытса чарма пулӑшнӑ. Ҫакӑншӑн ӑна ШӖМ тав тунӑ. Ҫамрӑк арҫын аптекӑра пилӗк пинлӗх суя укҫапа тӳлеме хӑтланнӑ. Провизор ӑна детектор ҫинче тӗплӗн тӗрӗсленӗ, унтан лупӑпа пӑхнӑ. Укҫа суя пулнине асӑрхасан вӑл полицейскисене чӗнмелли пускӑча вӑрттӑн пуснӑ. Анчах арҫын теме сиссе тарма ӗлкӗрнӗ. Хулари пӗр камерӑсенчен пӗри преступникӑн урапин номерне ӳкерсе юлнӑ. Унтан полицейскисем ҫав урапа ӑҫталла ҫул тытнине йӗрленӗ, ытти регион йӗрке хуралҫисене асӑрхаттарнӑ. Ҫамрӑк арҫынна Новосибирск хулинче тытса чарнӑ. Ушкӑнри ҫамрӑксенчен 5 пинлӗх 100 ытла суя укҫа туртса илнӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе кӗҫех суда ярса парӗҫ. Преступниксене тытса чарма пулӑшнӑ Татьяна Никифоровӑна вара полици полковникӗ Сергей Павлов тав туса парнепе тата чечек ҫыххипе чысланӑ. Хӗрарӑм полицейскисене пӗрремӗш хут мар пулӑшать-мӗн. Вӑл тата аптекӑри хуралҫӑ пулӑшнипе малтан та суя укҫапа тӳлеме тӑнӑ ҫынна тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Персона
Чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗн президенчӗ, Пӗтӗм тӗнчери пӑлхар пӗлӗвӗ тата ҫӗнетӳпе культура академийӗн пайташӗ Евгений Ерагин (Ешентей мӑчавӑр) 60 ҫул тултарать. Ҫавна май Николай Плотниковпа Геннадий Дегтярёв юбилярпа тӗл пулнӑ, унӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗн хӑш-пӗр енӗсем пирки ыйтса пӗлнӗ.
— Чылай ҫул Калайкасси вӑтам шкулӗнче ачасене тракторпа та мотоциклпа та ҫӳреме хӑнӑхтартӑр, чӑваш чӗлхипе литературине тата тӑван ен историйӗпе культурине вӗрентрӗр. В.П. Станьял Чӑваш халӑх сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Сире, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учительне, темиҫе ҫул каялла „ӗҫрен кӑларса ҫапнӑ” — уроксем ирттерме ҫеҫ мар, хӑвӑр йӗркеленӗ музее пӑхса тӑма та хӑварман иккен. — Станьял лару-тӑрӑва тӗрӗс мар ӑнланнӑ. Шкул ачисен йышӗ чаксан эпӗ хам ирӗкпе ӗҫрен кайрӑм. Пӗр енчен, ҫамрӑк вӗрентекенсене тухӑҫлӑ ӗҫлеме, сехетсем ытларах илме май туса парас килчӗ. Тепӗр енчен, халӑх (общество) ӗҫне куллен туса пымашкӑн вӑхӑт ҫитми пулнӑччӗ. |
Персона
![]() Ксения Волченова тунӑ сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта нумаях пулмасть 5 ҫулти Варвара Гусельщикова ҫырнӑ сӑвӑсене тата вӑл ӳкернӗ картинӑсене хӑтланӑ. Хӗрача пушӑ вӑхӑтра акварельпе, гуашьпе, кӑранташпа ӳкерме юратать, сӑвӑсем ҫырать. Варварӑн ашшӗпе амӑшӗ Наталья тата Дмитрий ятлӑ. Вӗсем ачине пултарулӑхне аталантарма пулӑшаҫҫӗ. Варвара ташлама та юратать-мӗн. Ҫавӑн пекех вӑл акӑлчан чӗлхине вӗренет. Хӗрача пӗррехинче амӑшӗпе ӗҫрен таврӑннӑ. Ҫавӑн чухне унӑн пуҫне сӑвӑ йӗркисем килнӗ. Ашшӗпе амӑшӗ унӑн сӑмахӗсене блокнота ҫырса пынӑ. Кӑштахран ЧР Писательсен пӗрлӗхӗ Варварӑна хӑйсем патне сӑвӑсемпе паллаштарма чӗннӗ. Унта ӑна кӗнеке кӑларма сӗннӗ. Варварӑн пӗрремӗш кӗнеки 100 экземплярпа кун ҫути курнӑ. Хулари тӗрлӗ вулавӑша 10-шар кӗнеке парнеленӗ вӑл. Халӗ Варвара юрӑсем ҫырма та хӑтланать-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Республикӑри культура ӗҫченӗсемпе вӗрентӳре тӑрӑшакансем ҫӗн кун поэчӗ Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 116 ҫул ҫитнине епле уявлассине палӑртса хунӑ ӗнтӗ. Чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 6-мӗш «А» ҫурт тӗлӗнче вырнаҫнӑ Ҫеҫпӗл палӑкӗ умне чечек кӑшӑлӗ хума шухӑшлаҫҫӗ. Мероприятие Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви, республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗ министерстви, Шупашкар хула администрацийӗ тата Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленипе иртет. Чечек хума аслӑ шкулсенче вӗренекенсем, тӗп хуламӑрти шкулсенче ӑс пухакансем, поэтсем, писательсем, пултарулӑх интеллигенцийӗ пухӑнмалла. Уяв 10 сехетре пуҫланӗ. Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑ ялта — Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗлте тата вӑл районти Шӑхасанта та (унта Ҫеҫпӗл Мишши вӗреннӗ) уяв мероприятийӗсем ирттерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Кӑҫал Сочи хулинче «Сириус» вӗренӳ центрӗ уҫӑлнӑ. Унта ҫамрӑк спортсменсем, мусӑкҫӑсем, ӑсчахсем килеҫҫӗ. Центра РФ Президенчӗ Владимир Путин пуҫарӑвӗпе уҫнӑ. Нумаях пулмасть «Сириус» центра пирӗн ентеш пулса курнӑ. Шупашкарти 3-мӗш ӳнер шкулӗнче вӗренекен Павел Кулагин саксофон калать. «Сириуса» лекме ҫӑмӑл мар. Павел малтанах республика шайӗнчи суйлав витӗр тухнӑ. Унтан унӑн пултарулӑхне Питӗрти жюри хакланӑ. Кун хыҫҫӑн Пашӑна Сочие кайма суйланӑ. Павел «Ӳнер» енӗпе сменӑра пулнӑ. «Сириус» вӗренӳ центрне 10–17 ҫулсенчи ҫамрӑксем хутшӑнаҫҫӗ. Уйӑхсерен унта 600 яш-хӗр килет. Павел унта 21 кун пулнӑ. Ку хушӑра арҫын ача паллӑ ҫынсемпе паллашса ӗлкӗрнӗ. Паша каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, центрта лекцисем иртнӗ. Вӗсене Мускав патшалӑх университечӗн ректорӗ Виктор Садовников вуланӑ. Савӑнма та вӑхӑт пулнӑ. Паша «Сириусра» пулса курнӑ хыҫҫӑн кӗвӗ ҫырма пуҫланӑ. Ҫитес ҫул вӑл татах Сочие кайма ӗмӗтленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ардалион Игнатьев Елчӗк районӗсем Ардалион Игнатьев каҫне йыхравлаҫҫӗ. Ӑна вӗсем «Елчӗк районӗн мухтавлӑ ывӑлӗ» тесе чӑннипех хаклаҫҫӗ, пысӑка хурса сума сӑваҫҫӗ. Ардалион Игнатьев — СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ. 1956 ҫулта Мельбурнта иртнӗ ҫуллахи Олимп вӑййисенче бронза призер пулса тӑнӑ. Европа чемпионӗ, нумай хут ҫӗршыв чемпионӗ тата рекордсменӗ пулнӑ. Ардалион Игнатьева сума суса хальхи вӑхӑтра республикӑра та нумай мероприяти иртет-ха. Елчӗкри историпе тӑван тавралӑх халӑх музейӗнче «Ҫитӗнӳсем патне туптанӑ ҫул» ятпа курав йӗркелени пирки вырӑнти район хаҫӑчӗ пӗлтерет. Унта тӗрлӗ ҫулти сӑнӳкерчӗксемпе тата кӑсӑклӑ документсемпе паллашма пулать. Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Ардалион Игнатьев ҫуралнӑ кун, районти музейра Ардалион Игнатьевӑн асӑну каҫне йӗркелесе ирттерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Министерствӑра ӗҫленӗ ҫын урӑх вырӑна куҫать. Министерствӑра ахаль-махаль пукан йышӑннӑ ҫын пирки мар-ха сӑмахӑмӑр. Министр ҫумӗ пулнӑ Наиля Зинетуллина ӗнертенпе республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче аслисенчен иккӗмӗш шутланнӑскер ӗнертенпе ку тивӗҫе пурнӑҫлама пӑрахнӑ. Тивӗҫлӗ хушӑва Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ӗҫлӗ хутра Наиля Зинетуллина урӑх ӗҫе куҫассине палӑртнӑ. Наиля Зинетуллина 1976 ҫулта ҫуралнӑскер. Медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерствинче (социаллӑ пурнӑҫ ыйтӑвӗсене маларах ҫав министерство йӗркелесе пыратчӗ. Кӑҫал ҫак икӗ тивӗҫе икӗ ведомствӑна пайласа пачӗҫ) министр ҫумӗнче пӗлтӗртенпе тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() ЧР ШӖМ ертӳҫи Сергей Семенов Паян Чӑваш Республикин шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Семенов ӗҫрен каяссине пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ хыпарпа вӑл хӑйӗн ӗҫтешӗсене видеоконференци мелӗпе территори подразделенисемпе ирттернӗ канашлура каланӑ. Маларах Сергей Семенов министра Чӑваш Ен умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тесе орден медалӗпе чысланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ун пек наградӑна ҫын ӗҫрен каяс умӗн е кайнипе пӗрле панине кура (ҫак шухӑша сӑнавҫӑсем палӑртаҫҫӗ) ШӖМ пуҫлӑхӗ ӗҫ вырӑнне ылмаштарасси пирки тавҫӑрма пулатчӗ. Челепи облаҫӗнчен килнӗ Сергей Семенов ӑҫта каясси пирки хальлӗхе паллӑ мар. Ӑна тӑван тӑрӑхӗнче пысӑк та сумлӑ вырӑн кӗтет текен сас-хура та ҫӳрет. Кӗпӗрнаттӑр ҫывӑхӗнчи пуканах вӑл йышӑнма пултарать имӗш. Анчах ку хыпар тӗрӗссипе тӗрӗс маррине вӑхӑт кӑтартса парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Кӗҫтук Кольцов сӑвӑҫ Кӗҫтук Кольцов сӑвӑҫа, аслӑ лейтенанта асӑнса вӑл ҫуралса ӳснӗ Канаш районӗнчи Анат Сурӑмри ҫуртра 1995 ҫулта музей хута кайнӑ. Ҫакна тӑвассишӗн «Правда» ял хуҫалӑх кооперативӗн ертӳҫи Г.П. Степанов ҫине тӑни пирки вӑл ялти Константин Васильев район хаҫатне пӗлтернӗ. Фронта кайиччен Кӗҫтук Кольцов «Сотсиалисӑмшӑн» хаҫат редакцийӗнче ӗҫленӗ, сӑвӑсем шӑрҫаланӑ. Поэтӑ кун-ҫулӗ ҫамрӑклах Калерии ҫӗрӗнче татӑлнӑ. «Шел те, музейӗн ӗҫлӗ кун–ҫулӗ вӑрӑма пымарӗ. Темшӗн ҫакӑн ҫине тимлӗн те яваплӑн пӑхаймарӑмӑр. Ҫулсем иртнӗҫемӗн вӑл юхӑнма, саланма пуҫларӗ», — тет музей пирки маларах асӑннӑ хастар. Кӑҫал ҫулла Литература ҫулталӑкне халалласа паллӑ ҫыравҫӑсен ушкӑнӗ Анат Сурӑма килнӗ. Ку йышра С. Асамат, Л. Сарине сӑвӑҫсем, республикӑри Писательсен союзӗн ертӳҫи С. Павлов пулнӑ. Ку вӑхӑт тӗлне Кӑшнаруй ял тӑрӑхӗ музея кӑштах хӑтлӑх кӗртме ӗлкӗрнӗ пулнӑ-ха. «Анчах та тумалли ӗҫ нумай пулни куҫ кӗретчӗ», — аса илет вӑл вӑхӑта Константин Васильев. Кӳкеҫри «РСБ Энергосетьстрой» ООО директорӗ А. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Курак Иван Игнатьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Яковлев Константин Геннадьевич, Тутарстанри ЧНКА ертӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Айзман Николай Спиридонович, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |