Ҫӗнӗ Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗ умӗн «Ҫӗнӗ Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни» ята панӑ. Ӑна кӑҫал Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче нимӗҫсемпе ҫапӑҫнӑ Иван Торин тивӗҫнӗ.
Иван Тимофеевич Сӗнтӗрвӑрри районӗнче 1925 ҫулта ҫуралнӑ. 1942 ҫулта ӑна Совет Ҫарне илнӗ. 1943 ҫулта вӑл Курск пӗккинче ҫапӑҫнӑ. Киева ирӗке кӑларнӑ чухне Иван Тимофеевич вӑйлӑ аманнӑ. 1945 ҫулта ӑна суранӗсене пула демобилизациленӗ.
Вӑрҫӑ пӗтсен вӑл Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман техникумӗнче ӑс пухнӑ. Унтан лесникре ӗҫленӗ. Каярахпа вӑрман хуҫалӑхӗн директорӗ пулнӑ.
1968 ҫулта парти путевкипе «Химпрома» ӗҫлеме килнӗ. Тивӗҫлӗ канӑва вӑл 70 ҫулта тухнӑ. Халӗ Иван Тимофеевич шкулта вӗренекенсемпе час-часах тӗл пулать, общество ӗҫне хастар хутшӑнать. Нумаях пулмасть ветеран 91 ҫул тултарнӑ.