Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.0 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Персона

Персона

Ҫак кунсенче Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн профессорӗ Владимир Медведев 90 ҫул тултарнӑ. Хисеплӗ ватта юбилейпа РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов саламланӑ. Ҫавӑн пирки вӑл Твиттерта пӗлтернӗ. «Владимир Иванович — 272 ӑслӑлӑх публикацийӗн, хӑй шухӑшласа кӑларнӑ япаласен 51 свидетельствӑпа патент авторӗ», — тӗвитленӗ Николай Малов.

РСФСР наука тата техникӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Владимир Медведев профессор ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа ял хуҫалӑх академийӗнче «Мобильная энергетика в сельском хозяйстве: состояние и перспективы развития» (чӑв. Ял хуҫалӑхӗнчи мобильлӗ энергетика: паянхи тата аталану малашлӑхӗ) ятпа ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ.

Профессор паян та ӑслӑлӑхпа кӑсӑкланать.

 

Персона

Раҫҫей почти тата Раҫҫейри ҫыхӑну ӗҫченӗсен профсоюзӗ йӗркеленӗ ҫӗршыв шайӗнчи конкурса Шупашкарти 26-мӗш ҫыхӑну уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Ирина Иванова хутшӑннӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: пирӗн ентеш виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, вӑл парнесене тата 75 пин тенкӗлӗх сертификата тивӗҫнӗ.

Конкурсра Амур облаҫӗнчи Ксения Голобородько тата Тверь облаҫӗнчи Вера Семерина чи лайӑх операторсем пулнӑ. Вӗсене тӗп парне – машина – лекнӗ (кашнине пӗрер).

Аса илтерер: пӗлтӗр Шупашкарти 5-мӗш ҫыхӑну уйрӑмӗн почтальонӗ Диана Илеменева чи лайӑх оператор ятне тивӗҫнӗ, ӑна ун чухне «Лада Веста» машина парнеленӗ.

 

Персона

Раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Иосиф Дмитриев-Трер режиссера асӑнма палӑртнӑ. Вӑл, аса илтерер, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче йывӑр чире пула вилчӗ. Асӑну каҫӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче 18 сехетре пуҫланӗ. Кун пирки Николай Семенов режиссер «Контактра» пӗлтернӗ.

Иосиф Дмитриевӑн пултарулӑхӗ пирки Борис Чиндыков драматург тата ҫыравҫӑ «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Тӑван Атӑл» журналӗн вулаканӗсене ҫак уйӑхри номерте пӗлтернӗ тӑрӑх, «ГИТИС пӗтернӗ пултаруллӑ ҫамрӑк режиссер валли академи драма театрӗнче вырӑн тупӑнмасть — вара вӑл самай вӑхӑт хушши Ача-пӑчапа ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлет, кунта Ф. Павловӑн «Ялта», Н. Терентьевӑн «Хӗрӗме калам — кинӗм илт», А. Чеховӑн «Чарлан» пьесисене хӑйӗнле, чӑваш сцени ҫинчен халиччен курма хӑнӑхманла лартать. 1980-мӗш ҫулсен варринелле вӑл театрта ӗҫленипе пӗрлех Шупашкарти музыка училищинче вӗрентме пуҫлать, сцена ҫинчи калаҫу, хускану вӑрттӑнлӑхӗсемпе пӗрлех чӑвашла пӗлмен ҫамрӑксене чӑваш чӗлхине вӗрентет. Ҫав вӑхӑталлах Чӑвашрадиопа ирсерен чӑвашла пӗлменнисем валли чӑваш чӗлхи урокӗсем йӗркелесе ертсе пырать, «Молодой коммунист» хаҫатра та унӑн чӑваш чӗлхи урокӗсем пичетленсе пыраҫҫӗ~~».

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall199925087_857
 

Персона
Андрей Смирнов
Андрей Смирнов

Ҫак кунсенче ЧР ШӖМӗнче миграци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен Андрей Смирнов патне тав ҫырӑвӗ ҫитнӗ. Полици лейтенанчӗ ырӑ ӗҫе кӑҫал ҫуллах тунӑ-ха, анчах кун пирки ыттисем тав ҫырӑвӗ килсен кӑна пӗлнӗ.

Андрей Смирнов ун чухне каҫхине киле таврӑннӑ, ҫул ҫинче кӳршине курнӑ. Лешӗ такамӑн япалисене тупнине, вӗсен йышӗнче телефон пулнине пӗлтернӗ.

Хайхискерсем телефона ҫутнӑ кӑна – япала хуҫин амӑшӗ шӑнкӑравланӑ. 26 ҫулти хӗрӗ ҫухалнӑ-мӗн, унӑн куҫӗ япӑх курать, урамра ҫӳреме пӗлсех каймасть.

Полици лейтенанчӗ машина рулӗ умне ларнӑ та ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи ҫуртсен картишӗсенче суккӑр хӗре шыранӑ. Темиҫе сехетрен вӑл ӑна тупнӑ, киле ҫитернӗ.

 

Персона

Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Раҫҫей халӑх артисткин, Чӑваш АССР халӑх артисткин, Ҫӗрпӳ районӗн хисеплӗ ҫыннин Нина Григорьеван юбилейне паллӑ тӑвӗҫ. Ҫав каҫ «Чикагори кукаҫин пурлӑхӗ» спектакле кӑтартӗҫ. Унта Нина Григорьева Надежда константиновна сӑнарне калӑплать. Ҫав каҫах юбиляра ҫуралнӑ кунпа театр коллективӗсем саламлӗҫ.

Нина Григорьева иккӗмӗш класра вӗреннӗ чухне Пукане ролӗпе сцена ҫине тухнӑ. Аслӑрах классенче тӑван яленчи, Ҫӗрпӳ районӗнчи Чиричкассинчи, клубри драма кружокӗсене ҫӳренӗ. Чӑмах май, яла артистсем спектакльпе пырсан Григорьевсем патӗнче апатланнӑ. Пӗррехинче Леонид Родионов Нина Григорьевӑна сӑвӑ вулаттарнӑ, этюд тума ыйтнӑ. Артиста вӗренме кайма сӗннӗ. Анчах Нина Григорьеван ашшӗ хирӗҫ пулнӑ. Хӗрне вӑл метеоролога вӗрентесшӗн пулнӑ. Балл ҫитейменнипе Хусантан каялла таврӑнма тивнӗ. Ҫапла вара Нина Григорьева артиста вӗренме кайнӑ.

 

Персона

Чӳк уйӑхӗн 24-28-мӗшӗсенче Люксембургра гастрономи енӗпе тӗнче шайӗнчи курав иртнӗ. Унта Шупашкарти кондитер та, «Планета» кондитер хапрӑкӗн производство заведующийӗ Юрий Сиволоб, хутшӑннӑ.

Курава тӗнчери 75 кондитер ҫитнӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: Шупашкарти Юрий Сиволобӑн ҫимелли картини (ӑна вӑл шӑккалат глазурӗнчен хатӗрленӗ) «Чустаран хатӗрленӗ ӳнер картини» номинацире виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Каласа хӑвармалла: тӗнче шайӗнчи кулинари куравӗ Пӗтӗм тӗнчери шеф-поварсен ассоциацийӗн парвилисемпе килӗшӳллӗн иртет, унти ӗҫсене 55 кулинар хаклать.

 

Персона
Сывпуллашу мероприятинче тунӑ сӑн. Автор: Тимӗр Акташ
Сывпуллашу мероприятинче тунӑ сӑн. Автор: Тимӗр Акташ

Паян Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Иосиф Дмитриев-Трерпа сывпуллашнӑ. Сывпуллашу керменӗн кӗҫӗн залӗнче иртнӗ. «Халӑх нумай пулнине пурин валли те вырӑн ҫитеймен», — тесе пӗлтерчӗ Тимӗр Акташ журналист.

Ӑсату мероприятийӗнче ҫамрӑксен театрӗн директорӗ Елена Николаева, Чӑваш Республикин культура министрӗ Константин Яковлев, Чӑваш Республикинчи театр ӗҫченӗсен пӗрлӗхӗн председателӗ Геннадий Медведев тата ыттисем сӑмах тухса каланӑ. Вӗсен шутӗнче Мари Элӗн наци драма театрӗн ӳнер ертӳҫи Василий Пектеев та пулнӑ, вӑл Иосиф Трера театр рыцарӗ, чӑваш халӑхӗн рыцарӗ тесе хак панӑ.

Иосиф Дмитриев-Трер — паллӑ чӑваш режиссёрӗ, поэчӗ, музыка критикӗ, тӑлмач, актёр. Вӑл Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, Казахстанӑн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.

 

Персона

Иосиф Дмитриев-Трер режиссерпа, актерпа, сӑвӑҫпа чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче 12 сехетре сывпуллашӗҫ.

Аса илтерер, чӑваш тӗнчинче тарӑн йӗр хӑварнӑ ҫын чӳк уйӑхӗн 19-мӗш каҫхине пирӗнтен ӗмӗрлӗхе уйрӑлчӗ. Унччен вӑл чылай ҫул йывӑр та усал чирпе кӗрешрӗ.

Иосиф Дмитриев-Трер амака пӑхмасӑрах шӳтлеме кӑмӑллатчӗ. Унпа калаҫса курма тӳр килнишӗн нумайӑшӗ хӑпартланать. Пӗчӗк кӑна вырӑнта ӗҫлекен те, хӑйне пуҫлӑх тесе курнӑҫланакан та. Калаҫса тӑранайми ҫынччӗ. Унӑн тавра курӑмӗ, ӑс-тӑнӗ ҫӗр чӑмӑрӗ пекех аслӑччӗ. Ахаль ҫынпа хӑйне ансат тытаканскер пуҫлӑхсен умӗнче пуҫ тайма пӗлменнине кӑҫалхи пӗр интервьюра палӑртнӑччӗ. Мӗн тӑвӑн, ӑслӑ ҫынсем ҫавӑн пек ҫав ӗнтӗ...

 

Персона

Юлашки вӑхӑтра чӑваш тӗнчи ҫухату хыҫҫӑн ҫухату тӳсет. Паян эпир тепӗр хурлӑхлӑ хыпар пӗлтӗмӗр. Чылай вӑхӑт йывӑр чирпе чирленӗ хыҫҫӑн (сӑмах май, ҫаплипех ӗҫлетчӗ, ҫаплипех ӗҫшӗн ҫунатчӗ, ҫаплипех чӑвашлӑхшӑн кулянатчӗ) Иосиф Дмитриев-Трер куҫне хупнӑ.

Чӑваш тӗнчинче тарӑн йӗр хӑварнӑ ҫын юлашки ҫлсенче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче тӗп режиссерта тимлерӗ.

Раҫҫейӗн Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ кӑларакан «Страстной бульвар, 10» журналӑн кӑҫалхи 5-205-мӗш номерӗнче пичетленнӗ «Пока я жив, я должен заниматься чувашской драматургией» интервьюра та вӑл чӑвашлӑхшӑн ҫуннине палӑртнӑччӗ. «Хам сывӑ чух манӑн чӑваш драматургине лартмалла», — шухӑшпа канӑҫсӑрланнӑ ҫын пирӗнтен ӗмӗрлӗхе уйрӑлнӑ. Мӗнех, йывӑр тӑпру ҫамӑл пултӑр, хисеплӗ ҫыннӑмӑр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hypar.ru/cv/node/31503
 

Персона

Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗн тӗп редакторне Константин Малышева Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен «Еткер» фончӗ Иван Яковлев орденӗпе наградӑланӑ. Ӗҫтешӗмӗре ӗнер, чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, чысланӑ.

«Сувар» хаҫатра Ирина Трифонова ҫырнӑ тӑрӑх, ҫак хисепе Константин Малышев «чӑваш культурине аталантарас, ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрӗс ӑс-хакӑл парас ӗҫре нумай ҫул тӑрӑшса» тимленӗшӗн тивӗҫнӗ. Орден ҫине Иван Яковлев сӑмахне ҫырса хунӑ. Унта ҫапла каланӑ: «Эпӗ туса пӗтереймен ӗҫсене эсир туса пӗтерӗр». Константин Малышев ҫавна асра тытать темелле-тӗр. Тутарстанри «Сувар» хаҫат чӑвашлӑха упраса хӑварас тӗлӗшпе нумай ӗҫлет. Ҫак пичет кӑларӑмне Раҫҫейри регионсенчи почта уйрӑмӗсенче те ҫырӑнса илме пулать.

 

Страницӑсем: 1 ... 145, 146, 147, 148, 149, 150, 151, 152, 153, 154, [155], 156, 157, 158, 159, 160, 161, 162, 163, 164, 165, ...219
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере Сурӑхсен тăрăшăвне асӑрхамасӑр юлмĕҫ. Анчах та лару-тӑрӑва алӑра тытмалла: пуçлăхсемпе хирĕçесрен сыхланăр тата аван пĕлмен çынсемпе вӑрттӑнлӑхсемпе ан пайлашăр. Кĕçнерникун çĕнĕ проект пуçлама лайӑх. Эрне вĕçĕнче кӑмӑла алӑра тытмалла. Кану кунӗсенче ăнăçу сирĕн енче пулĕ, анчах ăна астармӑш вăйӑсемпе тĕрĕслемелла мар — выляса яма пултаратăр.

Ҫӗртме, 15

1922
104
Ҫеҫпӗл Мишши, паллӑ чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1931
95
Абашев Владимир Никифорович, чӑваш литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1977
49
Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ вилнӗ.
2003
23
Шемекеев Виталий Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем