Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Персона
![]() Геннадий Юмарт сӑвӑҫ, куҫаруҫӑ, тӗпчевҫӗ вилнӗ. Хурлӑхлӑ хыпара Фейсбукра паян Анатолий Хмыт драматург пӗлтернӗ. Геннадий Юмарт (Трофимов) 1938 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Кайри Карӑкра ҫуралнӑ. 1955 ҫулта вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Шупашкарта И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ илнӗ. 1961-1965 ҫулсенче Самар енчи чӑваш шкулӗсенче чӑваш тата вырӑс чӗлхипе литератури вӗрентнӗ. 1965-1970 ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче корректорта, редакторта ӗҫленӗ. 1970-2000 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн литература пӗлӗвӗпе фольклористика пайӗн ӗҫтешӗ пулнӑ. Геннадий Юмартпа Шупашкарти ритуал службинче (вӑл Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 9-мӗш "ж" ҫуртра, Республикӑн клиника больницин моргӗнче вырнаҫнӑ) ытларикун, кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче, 11 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен сывпуллашӗҫ. Кун пирки Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова мессенджерсенчен пӗринчи ҫыравҫӑсен ушкӑнӗнче пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |