Персона
![]() Чӑваш Республикин Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьева «Раҫҫейӗн пӗчӗк тата вӑтам бизнесне тухӑҫлӑ пулӑшнӑшӑн» пӗтӗм тӗнчери премипе чысланӑ. Хаклава Михаил Игнатьев ҫурлан 22-мӗшӗнче Сочире иртнӗ «Раҫҫей регионӗсен суту-илӳпе промышленноҫ вӑй-халӗ» пӗтӗм тӗнчери ӗҫлӗ форумра тивӗҫнӗ. Унта Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли полномочиллӗ пайташӗ Леонид Волков тӑван республика пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл Чӑваш Ен кадр, инфраструктура, ҫутҫанталӑк вӑй-халӗпе пуяннине палӑртнӑ. Форума Раҫҫейӗн Общество палати, Экологсен, промышленноҫра ӗҫлекенсен тата усламҫӑсен пӗтӗм тӗнчери пӗрлешӗвӗ, Сочи хула администрацийӗ РФ Патшалӑх Думи тата Раҫҫейӗн Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерстви пулӑшнипе йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Кӑҫал Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ пулнӑ май тӗнче тетелӗнче «Культура диалогӗ» проект хатӗрленӗ. Ӑна РФ Патшалӑх Думин национальноҫ ӗҫӗсен комитечӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ. Кӑҫал ку проекта Раҫҫейри 70 регионтан, 8 ҫӗршывран хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе — 8800 ытла ача. Конкурса 7–18 ҫулсенчисем хӑйсен ӗҫӗсене ярса пама пултарнӑ. Унта Чӑваш Енри маттурсем те хутшӑннӑ. Проектра пирӗн ентеш палӑрма пултарнӑ. Йӗпреҫри ӳнер шкулӗн Пучинкери ӳнер уйрӑмӗнче ӑс пухакан Ирина Петрова «Пуласлӑхри вулавӑш» сӑнӳкерчӗксен конкурсне хутшӑннӑ. Унӑн ертӳҫи — Светлана Руссакова. Иринӑн «Пуласлӑхра кӗнеке кӗнекех юлать. Вӗсене гаджетсем улӑштармӗҫ» ятлӑ ӗҫне жюри асӑрхамасӑр хӑварман. Ҫапла Пучинке хӗрӗ конкурсра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Никита Васильев архивӗнчи сӑн Никита Васильева Чӑваш Енре кӑна мар, ытти тӑрӑхра та пӗлсе ҫитрӗҫ пулӗ. Нумаях пулмасть вӑл велосипедпа ҫулҫӳреврен таврӑннӑ. Каччӑ татах ҫула тухасшӑн. Хальхинче вӑл Вӑтам Азие ҫитесшӗн. Унӑн ҫулӗ Узбекистан, Таджикистан, Казахстан, Кӑркӑсстан, Туркменистан урлӑ выртӗ. Никита нумаях пулмасть Туркменири студенткӑпа паллашнӑ. Вӑл ӑна виза илме пулӑшма шантарнӑ. Ку ӗҫ питӗ кӑткӑс-мӗн. Аса илтерер: ҫулла пуҫламӑшӗнче Никита Ҫурҫӗр Кавказран таврӑннӑ. Ун чухне вӑл 12,5 пин ҫухрӑма парӑнтарнӑ. Ҫулҫӳреври самантсене вӑл ун чухне халӑх тетелне кӑларса пынӑ. Ӑна Шупашкарта кӳлмекре тӑванӗсем, пӗлӗшӗсем, ытти ҫынсем кӗтсе илнӗ. Никита Васильев кӗркунне ҫула тухасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Николай Селиванов Чӑваш Енри страхлакан организацисенчен Патӑрьел районӗнчи уйрӑмӗнче агентра вӑй хуракан Николай Селиванов ҫулне кура мар вӑр-варри пирки унти «Авангард» райхаҫат хыпарлать. Чӑн та, ҫитмӗл пиллӗкре пыракан шурсухал пӗлтӗрхи тӑваттӑмӗш кварталта пысӑк ҫитӗнỹ тунӑ — республикӑра ҫичҫӗр ӗҫтешӗ хушшинче вӑл тӑваттӑмӗш вырӑна тухса кӗмӗл призер шутне кӗнӗ. Кӗҫӗн Арапуҫ чӑвашӗ ҫавӑнпа ҫеҫ лӑпланса лармассине ун чухнех систернӗ — Ҫӗрпỹ, Улатӑр, Ҫӗмӗрле районӗсенчи ӗҫтешӗсенчен иртме ӑнтӑлнине пӗлтернӗ. Хастар агент сӑмаха ҫилпе вӗҫтермен. Кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта вӑл ял ҫыннисен пурнӑҫне, транспорт хатӗрне, ҫурт-йӗрӗпе хуралтисене, выльӑх-чӗрлӗхне 313 пин тенкӗлӗх страхласа пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Раҫҫейре чи лайӑх администраци пуҫлӑхӗсен танлаштарӑмне (рейтингне) хатӗрленӗ. Унта 25 хула администрацийӗн пуҫлӑхӗсем кӗнӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: танлаштарӑмра Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков кӗнӗ. Вӑл хальхинче рейтингра темиҫе йӗрке хӑпарнӑ. Кун пирки russia-rating.ru сайт пӗлтерет. Тӗпчеве «Рейтинг» информаци коммуникацийӗсен центрӗ пичетленӗ. Ӑна «Наци рейтингӗ» проектпа килӗшӳллӗн хатӗрленӗ. Тӗпчев валли материалсене утӑ уйӑхӗн иккӗмӗш ҫурринче пуҫлас ҫурла уйӑхӗн ҫурриччен пухнӑ. Танлаштарӑма хатӗрлекенсем уҫӑ ҫулкуҫсенчи материалсемпе, инсайдер информацийӗпе усӑ курнӑ, регион тата федераци эксперчӗсен шухӑшӗсене шута илнӗ. Алексей Ладыков, унчченхипе танлаштарсан, икӗ йӗрке ҫӳлерех хӑпарса рейтингра 20-мӗш пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Вячеслав Краснов Ӗнер Чӑваш Республикин спорт министрӗ пулнӑ Вячеслав Краснов чылай вӑхӑт чирленӗ хыҫҫӑн пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 65 ҫул тултаратчӗ. Министр пулнӑскер Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттӗм ялӗнче ҫуралнӑ. Василий Семенов тренер ертсе пынипе 1971 ҫулта СССР спорт маҫтӑрӗн нормативне пурнӑҫланӑ. 1973 ҫулта Шупашкарти И.Н. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчи физвоспитани факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1990 ҫулта ӑна Чӑваш АССРӗн Физкультурӑпа спортӑн патшалӑх комитетне ертсе пыма шаннӑ. 1994 ҫулта ведомствӑран министерство йӗркеленӗ. Министрта 2006 ҫулхи юпа уйӑхӗччен тӑрӑшнӑ. 1999 ҫулта Вячеслав Краснова Ҫӑмӑл атлетика федерацийӗсен пӗтӗм тӗнчери ассоциацийӗн комитечӗн пайташне суйланӑ. Унта вӑл 2011 ҫулччен тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Юлия Анисимова Шупашкарти А.Г. Николаев летчик-космонавт ячӗллӗ 10-мӗш вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Юлия Анисимова «Чӑваш республикин тава твиӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Етӗрне районӗн Мӑн Явӑш ялӗнче кун ҫути курнӑ Юлия Елисеевна пӗчӗкренех тӑван культурӑпа, йӑла-йӗркепе тата чӗлхепе кӑсӑкланнӑ, вӗрентекен пулма ӗмӗтленнӗ. Ҫак тӗллевпех вӑл вӑтам шкул пӗтерсен И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультечӗнчи чӑваш уйрӑмне вӗренме кӗни пирки Чӑваш наци конгресӗн пресс-служби хыпарлать. Университетран ӑнӑҫлӑ вӗренсе тухсан Юлия Анисимова Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнар шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентнӗ. Каярахпа ҫемьеленсе Шупашкара куҫса килсен 10-мӗш шкула вырнаҫнӑ. Кунта вӑл чылай хушӑ директорӑн ҫумӗнче вӑй хунӑ. Шкулти хӗрӳ ӗҫ-пӳҫсӑр пуҫне Юлия Анисимова «Чӑваш Республикин учителӗсен асссоциацийӗ» общество организацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури секциӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче вӑй хурать. Юлия Елисеевна Анисимова — ЧНК Президиумӗн пайташӗ те. Конгресс ирттерекен мӗн пур ӗҫ-пуҫа вӑл хастар хутшӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Аркадий Айдак палӑкӗ Шӑматкун, ҫурлан 22-мӗшӗнче, хӑй вӑхӑтӗнче республикипех кӗрлесе тӑнӑ Етӗрне районӗнчи «Ленинская искра» хуҫалӑха ертсе пынӑ Аркадий Айдакӑн Тури Ачакри палӑкӗ умне Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев чечек хунӑ. Унпа пӗрле чӑваш парламенчӗн депутачӗсем, районти тӳре-шара пулнӑ. Аркадий Айдак — Раҫҫей Федерацин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, 1989–1991-мӗш ҫулсенче СССР халӑх депутачӗ, СССР Аслӑ Канашӗн аграри тата апат-ҫимӗҫ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн пайташӗ пулнӑ, Чӑваш Республикин тата Етӗрне районӗн хисеплӗ ҫынни. Аркадий Айдак пирки Михаил Игнатьев вӑл чӑваш халӑхӗн хисепе тивӗҫ, аслӑ ывӑлӗ тесе хакланӑ. Аркадий Айдак республикӑра кӑна мар, Совет Союзӗнче те паллӑ пулнине аса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Хисепе тивӗҫнӗ Лидия Филиппова Ҫак канмалли кун Шупашкар хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне анлӑн уявласа ирттерчӗ. Уявпа ҫыхӑннӑ мероприятисем вырсарникунчченех пуҫланчӗҫ. Ун тӗлне республикӑн тӗп хули «Общество хисепӗ» конкурса ирттерессине те йӑлана кӗртсе янӑ. Кӑҫал ӑна ҫиччӗмӗш хут йӗркеленӗ. Унта тӗп хулана аталантарас тесе тӑрӑшакан хастарсене палӑртаҫҫӗ. Кӑҫалхи конкурсра пурӗ 14 номинаци пулнӑ. «Иксӗлми ҫӑлкуҫсем» (Родные истоки) номинацире Чӑваш наци конгресӗн Хӗрарӑмсен комитечӗн хастарӗ, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн тӗп редакторӗ Лидия Филиппова 3-мӗш степеньлӗ премие Геннадий Волков этнопедагог ҫинчен ҫырнӑ кӗнекешӗн тивӗҫнӗ. Ҫапла, Лидия Филиппова — хаҫатҫӑ кӑна мар, ҫыравҫӑ та, общество ӗҫӗнче те хастар. Вӑл чӑвашла та, вырӑсла та кӗнекесем кӑларать. Чӑвашла телекӑларӑмсене килӗштерекенсем Лидия Филиппова ЮТВ телеканалпа ертсе пыракан, Чӑваш наци конгресӗн «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитечӗ йӗркеленӗ кӑларӑма юратсах пӑхаҫҫӗ. Кашнинче тӗрлӗ темӑна хускатаҫҫӗ унта. Нумаях пулмасть кун ҫути курнине, тӗслӗхрен, «Эс хӑв та поэзи, хӗр-хӗрарӑм» ят панӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ пулма кандидата тӑнисем хӑйсен тупӑшӗ пирки уҫӑмланнӑ. Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссине вӗсем пӗлтерни тӑрӑх хакласан, чи пуянни Чӑваш Енӗн Элтеперӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев пулса тухнӑ, чи чухӑнни тивӗҫлӗ канури Валерий Сапожников. Михаил Игнатьев тӗп ӗҫ вырӑнӗнче 3,6 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Унсӑр пуҫне Михаил Васильевичӑн Перекет банкӗн 1,5 миллион тенкӗлӗх сертификат пур. Банкра унӑн 2 миллион тенкӗ ытла пур. Кунсӑр пуҫне Михаил Игнатьевӑн 5 ҫӗр лаптӑкӗ, 5 пӳрт, 1 хваттерте тӳпе пур. Либерал-демократсем кандидата тӑратнӑ Константин Субботин тӗп вырӑнта 3,9 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Банкри счет ҫинче 566,1 пин тенкӗ пур. Пурлӑха илсен унӑн Екатеринбургра гараж боксӗ пур. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партирен кандидата тӑратнӑ Олег Николаев тӗп вырӑнта 2,2 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Банкри вклада пула 200 пине яхӑн тупӑш илнӗ. Счет ҫинче унӑн 2,2 миллион тенкӗ пур-мӗн, унӑн «ИНТЕР РАО ЕЭС» акционерсен уҫӑ обществин 15 пин акцийӗ, ҫӗр лаптӑкӗн 1/5-мӗш пайӗ тата Hyundai IX55 урапа (машина) пур. Раҫҫей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗн кандидачӗн Валентина Шурчановӑн тупӑшӗ 4,3 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Курак Иван Игнатьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Яковлев Константин Геннадьевич, Тутарстанри ЧНКА ертӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Айзман Николай Спиридонович, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |