Шупашкарти аэропорт «МАЧ» тулли мар яваплӑ обществӑн аллине куҫнӑ. Обществӑн бенефициарӗ, хрантсус чӗлхинчен куҫарса чӑвашлатсан, харпӑрлӑхҫи, — Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗн Ильяс Калмыковӑн ҫемйи. Ильяс Калмыков «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин умсуйлавне хутшӑнчӗ. Унта вӑл РФ Патшалӑх Думине суйланас шухӑшлӑ кандидатсен шучӗпе тухнӑччӗ.
Шупашкарти аэропортӑн управляющи компанийӗ ылмашнине ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнчех пӗлтернӗ иккен. Ун чухне аэропорт хӑйӗн 70 ҫулхине уявланӑ.
Аэровокзала «Международный аэропорт Чебоксары» (чӑв. Шупашкар пӗтӗм тӗнчери аэропорт) тулли мар яваплӑ общество тытса тӑрӗ. Инвесторӗ — «Аэрофьюэлс» компани (ертӳҫи Руслан Минаев).
Маларах асӑннӑ «МАЧ» учредителӗсем «Аэрофьюэлс Групп» (51%) тата «Аэротехнологии» (49%) обществӑсем иккен. Кун пирки «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат «Контур-Фокус» тытӑм пӗлтерни тӑрӑх хыпарлать. «Аэротехнологии» обществӑн учредителӗ — «Базис» общество. Юлашкинчен асӑнни Зухра Расыховна Калмыковӑн шутланать. Вӑл вара, маларах асӑннӑ хаҫат илтнӗ тӑрӑх, — Ильяс Калмыковӑн амӑшӗ. «Базис» пуҫлӑхӗ — Алексей Львов. Компани «МК в Чебоксарах» тата «АиФ-Чебоксары» хаҫатсем те кӑларса тӑрать.