Персона
![]() Прокурор тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Виталий Щетинкин Чӑваш Республикин прокурорне Владимир Метелина ӗҫрен хӑтарни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, субъектсен прокурорӗсене ҫӗршыв Президенчӗн хушӑвӗпе ҫирӗплетеҫҫӗ тата ӗҫрен хӑтараҫҫӗ. Ку вӑл — федераци саккунӗпе пулса пыракан йӗрке. Регион прокурорӗ пулмалли кандидата ҫӗршывӑн генпрокурорӗ сӗннипе ҫӗршывӑн пуҫлӑхӗ ҫирӗплетет. Владимир Путинӑн нарӑсӑн 5-мӗшӗнчи хушӑвӗпе Владимир Метелина прокурортан хӑтарнӑччӗ. Ку хыпара илтнӗ хыҫҫӑн республикӑри электронлӑ массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе блогерсем ҫакӑн сӑлтавне ӑнланма хӑтланса тӗрлӗ май пуҫ ватни сисӗнчӗ. Республика прокуратурин пресс-служби вара ку факт пирки ҫапла уҫӑмлатнӑ: «Чӑваш Республикин В.Г. Метелинӑн ҫул ҫитнине кура тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ май хӑйне ӗҫрен хӑтарма ыйтса ҫырнӑ заявленине тивӗҫтернӗ», — тесе ҫырнӑ унта. Субъектсен прокурорӗн полномочийӗ 5 ҫула пырать. Унтан ӑна тата тепӗр ҫавӑн чухлӗ вӑхӑтлӑха тӑсма пултараҫҫӗ. Анчах ӗҫ вӑхӑтне вунӑ ҫултан ытла тӑсма саккунта пӑхса хӑварман. Владимир Метелина 2004 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗнче пирӗн республика прокурорне лартнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Асамат хатӗрленӗ ӗҫ Чӑваш Енре ҫуралнӑ ҫамрӑк ӳнерҫӗ Асамат Балтаев, халӗ Чехире пурӑнаканскер, Фаберже династине пуҫараканӗ 200 ҫул ҫитнине халалланӑ коллекци авторӗ пулса тӑнӑ. Асамат 23 ҫулта. Чехире 8 ҫул пурӑнать. Унта вӑл Яблонец-нал-Нисой хулинчи ӳнерпе промышленноҫ колледжӗнче вӗренет. Хӑйӗн пирвайхи ӗҫне Асамат 3-мӗш курсра хатӗрленӗ. Асаматӑн эскизӗсем тимӗр укҫа шӑратас енӗпе иртекен конкурссенче малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ. Халӗ вӑл Чехири укҫа ҫапакан ҫуртпа килӗштерсе ӗҫлет. Асамат Балтаев Фаберже ҫурчӗ валли хатӗрленӗ эскиз тӑрӑх шӑратнӑ ылтӑн медале Александр Белов ювелирпа пӗрле тунӑ. Унӑн хакӗ 37,5 кронпа танлашнӑ. Медалӗн пӗр енче — Густав Фабержен портречӗ. Ку Асаматӑн пӗлтерӗшлӗ ӗҫӗсенчен пӗри. Медале ҫӑмарта ӑшне вырнаҫтарӗҫ. Асамат Балтаев каланӑ тӑрӑх, кунашкаллине хальлӗхе никам та туман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Владимир Метелин Ҫӗршывӑн Президенчӗн Владимир Путинӑн паянхи хушӑвӗпе федерацин хӑш-пӗр тытӑмӗнче ӗҫлекенсене ӗҫрен хӑтарма йышӑннӑ. Ҫав йышра Чӑваш Енӗн прокурорӗ Владимир Метелин та пур. Ӑна ӗҫрен хӑтарасси ҫинчен калакан хушӑва 52-мӗш номерпе алӑ пуснӑ. Владимир Метелин 1950 ҫулхи юпан 17-мӗшӗнче Аҫтӑрхан хулинче ҫуралнӑ. Сарӑтури юридици институтне вӗренсе пӗтернӗ. Ӗҫ биографине Кострома облаҫӗнчи Судислав поселокӗнче прокуратурӑра стажертан пуҫланӑ. 1992–2000 ҫулсенче Тутарстан Республикинче прокурор ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Чӑваш Ен прокурорне ӑна 2004 ҫулта лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Мария Ивановна хӑнасемпе Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакан Мария Иванова кӑҫал нарӑсӑн 1-мӗшӗнче… 104 ҫул тултарнӑ. Мария Ивановна хӑйне лайӑхах туять, хӑйӗн пурнӑҫне йӑлтах ас тӑвать, ҫынсемпе хаваспах хутшӑнать. Мария Ивановна — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ветеранӑн тӑлӑх арӑмӗ. 104 ҫулти кинемей Энӗшкасси ялӗнче пурӑнать. Вӑл кунтах ҫуралса ӳснӗ, ҫак ял каччипе ҫемье ҫавӑрнӑ. Мария Ивановна пурнӑҫ тӑршшӗпех Шуртавӑшри шкулта техслужащире ӗҫленӗ. Вӑл патшалӑх наградисене сахал мар тивӗҫнӗ. Мария Ивановна упӑшкипе пӗрле 10 ача ҫуратнӑ, 9-шне ӳстернӗ. Халӗ унӑн 12 мӑнук, вӗсен 18 мӑнукӗ. Вӑл вӗсемпе савӑнса пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ҫак кунсенче Етӗрне районӗнчи Палтайри вӑтам шкул ҫине юнашар ялти Чурпай ялӗнче ҫуралса ӳснӗ чӑваш киноактрисин Тани Юн ячӗпе асӑну хӑми вырнаҫтарчӗҫ. Тани Юн (Максимова-Кошкинская) (28.1.1903–6.10.1977) паллӑ ҫыравҫӑ, драмтеатр артистки, куҫаруҫӑ «Чӑвашкино» студире ӳкернӗ чылай чӑвашла фильмсенче паллӑ рольсене ӑсталанӑ. Чи пӗрремӗш хут сцена ҫине вӑл Палтайра 1920 ҫулта Н.Ефремов ҫырнӑ «Пуян Карук» пьесӑра тухнӑ. Ку вӑхӑтра Тани Юн Етӗрнере вӗреннӗ, ӑна Палтай ялне хутла пӗлменнисене хутла вӗрентме янӑ пулнӑ. Асӑну хӑмине уҫнӑ ҫӗре Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Н. Маловпа В. Павлов, Етӗрне район администраци пуҫлӑхӗ В. Кузьминпа унӑн ҫумӗ А. Иванова, республикӑри кинематографистсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Ультиар Цыпленков, киноархив директорӗ А. Белов, Чӑвашдрамтеатр артисчӗсен ушкӑнӗ, вӗсем хушшинче СССР халӑх артистки Вера Кузьмина, Тани Юнӑн тӑванӗн хӗрӗ С. Березкина сӑвӑҫ, Етӗрнери тӗп вулавӑш директорӗ Н. Долгова тата вырӑнти халӑх хутшӑнчӗ. |
Персона
![]() Петр Осипов драматург, актер, врач, сывлӑх сыхлав министрӗ Кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче Петр Осипов драматурга, ҫыравҫа, СССР ҫыравҫӑсен союзӗн членне, актера, режиссера, врача, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидатне халалласа «Петр Николаевич Осиповӑн нумай енлӗ пултарулӑхӗ» ҫавра сӗтел иртнӗ. Ӑна «Айтар», «Кушар» пьесӑсен авторӗ ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалланӑ. Петр Осипова Чӑваш патшалӑх академи драма театрне пуҫарса яраканӗсенчен пӗри тесе хаклаҫҫӗ. Хӑй те вӑл ҫав театрта актерта ӗҫленӗ. Куславкка районӗнчи Кутемер ялӗнче 1900 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче ҫуралнӑскер литературӑри ӗҫ-хӗлне 16-ра пуҫӑннӑ. Икӗ теҫеткене яхӑн пьеса ҫырнӑ, автобиографилле 3 роман авторӗ. Драматургра чун канӑҫне тупнипе пӗрлех Петр Осипов ӑста тухтӑр пулнӑ. Хусанти университетӑн медицина факультетне вӗренсе пӗтернӗ, шалти чирсен кафедринче ординатурӑра ӑс пухнӑ. Шупашкарти хула поликлиникинче тӗп врачра ӗҫленӗ, Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ пулнӑ. 43-ре чухне кандидат диссертацине хӳтӗленӗ. 50 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗ пичетленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Янкас ялӗнче Вениамин Кондратьев (Пехил) ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнине уявланӑ. Вӑл — поэт, «Шӑнкрав курӑкӗ», «Янкас йӑмрисем», «Мерттес» кӗнекесен авторӗ. Уява Н.Г.Ершов поэт, таврапӗлӳҫӗ те хутшӑннӑ. Унта «Канлӗх» клуба ҫӳрекенсем те пулнӑ. Вулавӑш ӗҫченӗ Галина Ильина поэтӑн пултарулӑхӗпе, кун-ҫулӗпе паллаштарнӑ. Юбилей тӗлне вулавӑшра «Вениамин Пехил — паллӑ поэт» кӗнекесен куравне йӗркеленӗ, вӑл ҫырнӑ кӗнекесене тишкернӗ. Николай Ершов Вениамин Пехилпе «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатра пӗрле ӗҫленине аса илнӗ. Воля Правдина, Юлия Ефремова поэтӑн шкул чухнехи пурнӑҫне каласа кӑтартнӑ. Поэтӑн аппӑшӗсем Любовь Егорова тата Эмилия Васильева тӑванӗ пирки аса илсе каласа кӑтартнӑ, килӗшнӗ сӑввисене вуланӑ. Вӗсем тӑванне манманшӑн ентешӗсене тав тунӑ. Красноармейскисем хӑйсен поэтне Вениамин Пехиле манмаҫҫӗ, ӑна аса илсех тӑраҫҫӗ. Сӑнсем (7) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() «Чӑвашгражданпроект» институтра Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ архитекторӗн Альфред Ибрагимовӑн куравӗ уҫӑлнӑ. Унта пуҫтарӑннӑ йышлӑ хӑнасем унӑн пултарулӑхӗпе паллашнӑ. Ибрагимовӑн ӗҫӗсен шутӗнче — юсаса ҫӗнетнӗ Наци вулавӑшӗ, Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗн ҫурчӗ, «Мегаполис» ҫурчӗ, «Республика» бизнес-центр, «Волга-Премиум» хӑна ҫурчӗ, Шупашкарти Гладков урамӗнчи «Хаклык» мечет, «Волжский-2» микрорайонти, Мускав проспектӗнчи, Горький проспектӗнчи, Ахазов тата Гагарин урамӗсенчи ҫуртсемпе предприятисем. Шупашкарӑн тӗп архитекторӗ Вениамин Мамуткин Альфред Лукиановича унӑн биографийӗнче хисепе тивӗҫ страницӑсем тесе ырланӑ. Чӑн та, унӑн ӗҫӗсене Раҫҫейӗн тата Чӑваш Енӗн Стройминӗн Хисеп хучӗсемпе, Раҫҫейӗн архитекторсен союзӗн медалӗпе палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ӗнер Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, композитор, фольклорист, музыковед Александр Осипов 60 ҫул тултарнӑ. Унӑн пӗрремӗш профессийӗ — пианист. Музыка училищине пӗтернӗ хыҫҫӑн консерваторинче ӑс пухнӑ. Анчах — музыковеда. Пурнӑҫне пианистра ӗҫлесе ирттермен пулин те алли ҫак музыка инструменчӗ енне туртӑннине пӗлтереҫҫӗ унӑн ӗҫтешӗсем. Рояльпе те вылять вӑл. 5 ҫул каялла тӗрлӗ ҫӗршыв тӑрӑх ҫӳренӗ, карап ҫинче пианистра ӗҫленӗ. Унӑн юратнӑ тепӗр ӗҫӗ — халӑх пултарулӑхне тӗпчесси. Икӗ теҫетке ҫул хушшинче икӗ пин ытла сӑвӑ ҫырса илнӗ. Гуманитари институчӗн архивӗнче упранакан 1200 ытла юрра пичетлеме хатӗрленӗ. Александр Осипов пухса кӑларнӑ Ираида Вдовинӑпа Василий Воробьев юррисен пуххисем те паха ӗҫ. Василий Воробьев юррисене вӑл хальхи вӑхӑтри евӗр янӑрамалла та ҫӗнетнӗ. Александр Осипов илемлетнӗ юрӑ-кӗвӗ Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче репертуарӗнче те тивӗҫлӗ вырӑн тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Паян, Тани Юн ҫуралнӑ кунӗнче, кино ӳкерес ӗҫре тӑрмашакан хастарсем пӗрремӗш чӑваш киноактрисине асӑнма унӑн вил тӑпри ҫине кайса килчӗҫ. Ушкӑнра «Сӑвар ТВ» ертӳҫи, Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвӗн председателӗ Ультиар Цыпленков, унӑн ҫумӗ Илтимер Ефремов, «Аксар» студи ертӳҫи Алексей Иванов-Сӗрмек, «Хыпар» хаҫат журналисчӗ Надежда Смирнова, Тани Юн тӑванӗ Березкина Светлана Ивановна, продюссер тата режиссер Юрий Спиридонов, Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнчи режиссер Владимир Синяев пулчӗҫ. Паллӑ актрисӑна ҫӑкӑр-тӑварпа асӑнчӗҫ, унӑн пысӑк калӑпӑшлӑ ӗҫне асаилчӗҫ. «Пухӑннӑ ушкӑнра Шупашкарти пӗр-пӗр урама Тани Юн ятне памалли пирки шухӑш та пулчӗ», — пӗлтерет Илтимер Ефремов. Светлана Березкина Тани Юн вӗсен килӗнче мӗнле пурӑнни пирки, паллӑ артисткӑн пурнӑҫӗнчи йывӑрлӑхӗсем ҫинчен аса илсе каласа пачӗ. Асӑну мероприятийӗ хӗрлӗ тата сарӑ кӗл чечексем хунипе вӗҫленчӗ. Тани Юн пулас паллӑ актриса 1903 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Чурпай ялӗнче ҫуралнӑ. Пирӗнтен вӑл 1977 ҫулхи юпан 6-мӗшӗнче уйрӑлса кайнӑ. Ӑна Шупашкарти Карачура патӗнчи ҫӑвара пытарнӑ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |