Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: «Хыпар» хаҫат редакторӗ — Татьяна Вашуркина

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 14.02.2017 17:09 | 3265 хут пӑхнӑ
Персона
Татьяна Вашуркина информаци политикин министрӗпе Александр Ивановпа
Татьяна Вашуркина информаци политикин министрӗпе Александр Ивановпа

Паян «Хыпар» хаҫат редакторне кама ҫирӗплетнине пӗлтернӗ. Вӑл должноҫе Шупашкар район хаҫатне юлашки ҫулсенче ертсе пынӑ Татьяна Вашуркинӑна шаннӑ. Конкурс ирттерессине иртнӗ ҫулхи раштавра пӗлтернӗччӗ, претендентсен заявленийӗсене иртнӗ эрнере пӑхса тухнӑччӗ.

«Хыпар» издательство ҫурчӗн пуҫлӑхне суйламалли конкурса тӑватӑ ҫын хутшӑннӑччӗ: Татьяна Вашуркинасӑр пуҫне ИҪӗн директорӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ, издательство ҫурчӗн директорӗн–тӗп редакторӗн ҫумӗ, унччен «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» редакторӗ пулнӑ Дмитрий Моисеев, «Хыпарӑн» «Чӑваш хӗрарӑмӗ» редакцийӗн редакторӗ Маргарита Ильина, унччен «Хыпар» тытӑмӗнче ӗҫленӗ Владислав Николаев.

Татьяна Геннадиевна 1982 ҫулта Шӑмӑршӑ районӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче журналистика факультетӗнче вӗреннӗ. 2005–2012 ҫулсенче Чӑвашэнергосбытра халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалистра тӑрӑшнӑ. 2012 ҫулхи ҫулла вӑл Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫатра ӗҫлеме пуҫланӑ: сайт редакторӗнче, редактор тивӗҫне пурнӑҫлаканта тӑрӑшнӑ. 2014 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ӑна хаҫат редакторӗн тилхепине шаннӑ.

#Хыпар, #ӗҫ вырӑнӗсем, #конкурссем, #МИХсем, #Шупашкар районӗ, #ЧПУ, #Шӑмӑршӑ районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем