Персона
![]() Вера Кузьминична Кузьмина Чӑвашсен паллӑ артисткине Вера Кузьминична Кузьминана ЧР Элтеперӗн Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Хисеп орденӗпе чысланӑ. Вера Кузьминична К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче — 66 ҫул. Нумай ҫитӗнӳ тунӑ вӑл, чылай спектакльти сӑнарсене калӑпланӑ. Ҫак ҫулсенче куракан хисепне ҫӗнсе илме пултарнӑ. Вӑл — чӑваш театрӗн хӑйне евӗр символӗ. Вера Кузьмина — СССР халӑх артистки. Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин ӑна Хисеп орденӗпе чыслассине алӑ пуснӑ. Вера Кузьминична 66 ҫул хушшинче вырӑс, чӑваш тата ют ҫӗршыв пьесисинче 150 ытла роле калӑпланӑ. 90 ҫул тултарнӑ Вера Кузьминична халӗ те республикӑри мероприятисене, фестивальсене, куравсене, конкурссене, тӗлпулусене хастар хутшӑнать. Театрта сӑнарсене калӑплать, гастрольсене ҫӳрет. Вера Кузьминан награда чылай. Вӑл — ЧАССР тава тивӗҫлӗ артистки, РСФСР тава тивӗҫлӗ артистки, РСФСР халӑх артистки, СССР халӑх артистки, Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни. Ҫавӑн пекех ӑна «Халӑхсен туслӑхӗ» оденпа, «Мускава хӳтӗленӗшӗн» орденпа, IV степень «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ӗлӗк-авал чӑвашсем Ҫимӗке кӗҫнерникун уявланӑ. Ку йӑла хӑш-пӗр ҫӑва-масарсенче те сыхланса юлнӑ. Уйрӑмах, киввисенче. Тӗслӗхрен, Шупашкар районӗн Лапсар ял тӑрӑхне кӗрекен Лапсар, Ҫатракасси, Вӑрманкас тата ытти ялсен Алькеш патӗнчи ҫӑви ҫинче ваттисене паян асӑннӑ. Шупашкар хулин ҫӑвисем ҫинче Ҫимӗке шӑматкунпа вырсарникун паллӑ тӑваҫҫӗ. Христос тӗнӗпе килӗшӳллӗн ӑна халь Ҫимӗкпе мар, Ашшӗ-амӑшӗсен шӑматкунӗ ячӗпе ҫыхӑнтарма тӑрӑшаҫҫӗ. Чӑваш халӑх сайчӗ сӗннипе, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ музей тӑрӑшнипе Шупашкарӑн 2-мӗш ҫӑви ҫинче выртакан Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшне асӑнма чӑваш халӑхӗн хастарӗсем ҫитрӗҫ. Шӑматкунпа вырсарникун кунта халӑх лӑк тулли пулӗ тесе чӑвашсен Ҫимӗкӗ кунӗнче тухма шутларӗҫ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ музей директорӗ Антонина Андреева паллӑ сӑвӑҫӑн амӑшӗн вил тӑприне епле тупни пирки каласа пачӗ. 2006 ҫулта шырама тытӑннӑ иккен. Тупас тесе Антонина архивсенче ларнӑ, тӑванӗсемпе калаҫнӑ. Тӑванӗсем те вил тӑпри вырӑнне тӗрлӗ сӑлтава пула манса кайнӑ иккен. |
Персона
![]() Анна Ивановна Назарова Ҫӗртмен 2-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Анна Ивановна Назарова 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Унӑн мӑшӑрӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ. Анна Ивановна — тыл ӗҫченӗ, ӗҫ ветеранӗ. Юбиляра саламлама ЧР сывлӑх министрӗ Алла Самойова тата Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Сироткин ҫитнӗ. Алла Владимировна Анна Ивановнӑна РФ Президенчӗн саламне панӑ. Анна Ивановна Назарова Пӑрачкав районӗнчи Мишуково ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл колхозра ӗҫленӗ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑрман хатӗрленӗ ҫӗртре тар тӑкнӑ, Улатӑр районӗнчи Алдышево ялӗнче окоп чавнӑ. Анна Ивановна хӑйӗн ӗмӗрӗнче 50 ҫула яхӑн ӗҫленӗ. Анна Ивановнӑн мӑшӑрӗ Василий Петрович 1943 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Смоленск облаҫӗнче пуҫ хунӑ. Вӑл сержант пулнӑ, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденне тивӗҫнӗ. Халӗ 100 ҫулти кинемей Ҫӗнӗ Шупашкарта хӗрӗпе пурӑнать. Унӑн пӗр мӑнук, мӑнукӗн икӗ ачи, вӗсен икӗ ачи пур. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, Анна Ивановнӑна ҫынпа лайӑх хутшӑнни нумай ҫул пурӑнма вӑй хушать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Зоя Сергеевна Никонорова Ҫӗртмен 1-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн ветеранӗ Зоя Никонорова 80 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Зоя Сергеевна Элӗк районӗнчи Мӑн Карачура ялӗнче ҫуралнӑ. 1954 ҫулта ӑна Пукане театрӗн труппине илнӗ. Вӑл ЧР тава тивӗҫлӗ артисткин Елизавета Орловӑн ушкӑнӗнче ӗҫленӗ. Вӑл уншӑн вӗрентекен вырӑнӗнче. Зоя Сергеевнӑн пултарулӑхӗ ҫамрӑк чухнех вӑйлӑ пулнӑ, ҫавӑнпах вӑл тӗп сӑнарсене вылянӑ. Чи пӗрремӗш ролӗ — «Песня Сарпике» спектакльти Сарпике. Унтан «Иван — крестьянский сын» спектакльти Дуньӑпа Феона, «Аленушкин концерт» спектакльти Аленушка… 1967 ҫулта Зоя Никонорова хӑйӗн пурнӑҫне телекуравпа ҫыхӑнтарнӑ. Унта та вӑл ачасемпе ӗҫленӗ. Вӑл режиссер, режиссер пулӑшуҫи пулнӑ, ача-пӑча спектаклӗсем лартнӑ. Хӑй те хӑш чухне вылянӑ. Телекуравра ӗҫленӗ май Зоя Сергеевна Чӑваш радиовӗпе ҫыхӑну тытнӑ. Вӑл «Шӑнкӑрав» кӑларӑма 18 ҫул ертсе пынӑ. «Асанне юмахӗ» кӑларӑма та ачасене юратса хатӗрленӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче Зоя Никонорва тивӗҫлӗ канура пулсан та Пукане театрне таврӑннӑ. Кунта хальхинче педагогра ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Саша Сапожникован кӗнеки Чӑваш кӗнеке издетельствинче Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун умӗн ҫамрӑк автор кӗнеке кӑларнӑ. Вӑл — Шупашкарта пурӑнакан Александра Сапожникова. Саша 7 ҫулта, кӑҫал Шупашкарти 43-мӗш шкулта пӗрремӗш класс пӗтернӗ. Александра кӑларнӑ кӗнеке «Канихветпа Печени приключенийӗсем» ятлӑ. Саша шкулта тӗрлӗ кружока ҫӳрет, хӑйне тӗрлӗ енлӗн аталантарать. Вӗрентекенсем унӑн пултарулӑхӗнчен тӗлӗнеҫҫӗ. Пӗррехинче Саша Канихветпа Печени ҫинчен юмах шухӑшласа кӑларнӑ. Кружок ертӳҫисем хӗрача ашшӗ-амӑшне кӗнеке кӑларма сӗннӗ. «Канихветпа Печени приключенийӗсем» юмаха пӗрремӗш асламӑшӗпе аслашшӗ вуланӑ. Паллах, кӗнеке вӗсене килӗшнӗ. Кӗнекери ӳкерчӗксем те ватӑсен кӑмӑлна кайнӑ. Вӗсене Бритвина ӳкернӗ. Шкула ҫӳремен тата шкулта вӗренекенсем валли хатӗрленӗ кӗнеке 1000 экземплярпа тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Сергей Фетисов Ҫак кунсенче Шупашкарта пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль иртет. Кӑҫалхи фестиваль ҫу уйӑхӗн 24-мӗшччен пырассине эпир плтернӗччӗ. Фестиваль вӑхӑтӗнче тӗрлӗ кинокуравсем, документлӑ фильмсем, мастер-классем, республикӑра пурӑнакансемпе кино ӑстисем пултарулӑх тӗл пулӑвӗсем йӗркелеҫҫӗ. Ҫакӑн пек тӗлпулу виҫӗмкун Хӗрлӗ Чутай шкулӗнче иртнӗ. Унта Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сергей Фетисов пырса ҫитнӗ. Тӗлпулу ирттернӗ май «Иуда» илемлӗ фильм кӑтартнӑ. Унта Фетисов Пилат рольне вылять. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Михаил Игнатьев Элтепер ҫемйи Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев пӗлтӗр виҫӗм ҫулхинчен 289 пин тенкӗ нумайрах ӗҫлесе илнӗ. Ҫулталкӑри тупӑш 3,26 миллион тенкӗпе танлашнӑ. «Ытти тупӑш» текенни 60,1 пин тенкӗ хутшӑннӑ. Игнатьевӑн харпӑрлӑхри пурлӑхӗ ӳсмен. Тӗп пурӑх унӑн — ҫӗр. Элтепер харпӑрлӑхӗнче 50.599 тӑваткал метр ҫӗр тата 216,2 тата 95,4 тӑваткал метр калӑпӑшлӑ икӗ пӳрт пур. Мӑшӑрӗпе пӗрлехи харпӑрлӑхра 2.000, 623 тата 5.000 тӑваткал метр калӑпӑш ҫӗр лаптӑкӗсем, 129,5 тӑваткал метрлӑ хваттерӗн пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ шутланаҫҫӗ. Михаил Васильевичӑн уйрӑм автомашина ҫук. Игнатьев Элтепер арӑмӗ пӗлтӗр 389,76 пин тенкӗ ӗҫлесе илнӗ (2012 ҫулта — 220 пин тенкӗ) тата 2 тенкӗ те 16 пус — «урӑх тупӑш». Ытти енчен унӑн та тупӑш шайӗ улшӑнман. Харпӑрлӑхра 25,300 тӑваткал метр ҫӗр, 282,6 тӑваткал метрлӑ хваттер, «Мерседес Бенц В 170» автомобиль тата 36,2 тӑваткал метрлӑ гараж боксӗ пур. Михаил Васильевичӑн ывӑлӗ иртнӗ ҫул 24,8 пин текнӗ ӗҫлесе илнӗ тата 5 пуслӑх «урӑх тупӑш» курнӑ. Хӗрӗн тупӑшӗ ҫулталӑкра 6,85 пин тенкӗпе танлашнӑ. Элтеперӗн ывӑлӗпе хӗрӗ ашшӗн харпӑрлӑхӗнчи 129,5 тӑваткал метрлӑ хваттерӗнче тӳпене кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Финанс министрӗ Светлана Енилина Чӑваш Енӗн Элтеперӗн паянхи хушӑвӗпе килӗшӳллӗн республикӑн финанс министрӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ Светлана Енилинӑна регионти финанс ведомствин пуҫлӑхне ҫирӗплетнӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл Министрсен Кабинечӗн ертӳҫин ҫумӗ евӗр те тӑрӑшӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Енилинӑна министра лартмалли хутсене ҫӗршывӑн Правительстви тата Финанс министерстви пӑхса тухса ырланине пӗлтернӗ. Аса илтеретпӗр, финанс министрӗн тивӗҫӗсене Енилина кӑҫалхи анрӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен пурнӑҫлама тытӑнчӗ. Ҫав кунтанах ӑна вице-премьер пулма шаннӑччӗ. Республикӑн тӗп финансистне ҫирӗплетиччен вӑл Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерствине ертсе пычӗ. Унччен маларах ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнче вӑй хучӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Тамара Петрова иммунолог-аллерголог (сылтӑмри) Республикӑн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерствин тӗп иммунологӗ-аллергологӗ Тамара Петрова ҫак кунсенче 70 ҫул тултарнӑ. Ҫичӗ теҫетке ҫул тултарнӑ ятпа ӑна Алла Самойлова министр саламланӑ. Тамара Ивановна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ӗсмелте (Октябрьскинче) тухтӑр ҫемйинче ҫуралнӑ. 1978 ҫулта врачсен квалификацине ӳстерекен Хусанти институтӗнче клиника аллергологийӗн кафедринче ассистентра ӗҫлеме тытӑннӑ. Тепӗр ултӑ ҫултан ӑна И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн педиатри кафедрин ассистентне суйланӑ, кӗҫех доцент та пулса тӑнӑ. Тамара Петрова ҫине тӑнипех асӑннӑ аслӑ шкулта клиника иммунологийӗпе аллергологийӗн кафедрине йӗркеленӗ. Ҫак ҫулсенче вӑл 120 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗ ҫырнӑ, сывлӑх сыхлавне рационализаторла 2 сӗнӳ панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ҫемен Элкер ҫуралнӑранпа кӑҫал 120 ҫул ҫитрӗ. Вӑл 1894 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кун ҫути курнӑ. Йӗпреҫ районӗн ҫыннисем тата Ҫемен Элкер ячӗллӗ преми лауреачӗсем Шупашкарта унӑн вил тӑпри ҫине чечексем хунӑ. Унӑн пултарулӑхне хисеплекенсем общество деятелӗн, СССР Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗн, Чӑваш АССР халӑх писателӗн пурнӑҫне, унӑн хайлавӗсене аса илнӗ. Хӑшӗ-пӗри унпа куҫа-куҫӑн та курнӑҫнӑ. Ҫемен Элкер хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ, пуҫламӑш шкул ҫеҫ пӗтернӗ. 1915 ҫулта ӑна ҫара илнӗ, Тӗнчен пӗрремӗш вӑрҫине хутшӑннӑ. Йывӑр аманнӑскер Автро-Венгрире тыткӑна лекнӗ. 1916 ҫулта пулас поэт Раҫҫее таврӑннӑ, Петроградри тата Хусанти госпитальсенче чылай сипленнӗ. Ҫав вӑхӑтрах учительсем хатӗрлекен курссене пӗтернӗ. Тӑван ялӗнчи шкулта ҫулталӑк ытла ӗҫленӗ. Унӑн пӗрремӗш сӑвви 1921 ҫулта пичетланнӗ. Тепӗр ҫулхине вӑл «Канаш» хаҫат редакцине куҫнӑ, унтан «Сунтала». Ҫемен Элкер чӑваш литературине хроникӑллӑ романпа, истори романӗпе, драма поэмипе пуянлатнӑ. «Элкер» псевдонима вӑл ҫырма тытӑничченех илнӗ, каярахпа вӑл официаллӑ хушамат пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |