Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.0 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Культура министрӗн ҫумӗ ӗҫсӗр юлнӑ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Никита Сурский 09.04.2018 14:36 | 589 хут пӑхнӑ
Персона
Иван Архипов. Сар.ru сӑнӗ
Иван Архипов. Сар.ru сӑнӗ

Чӑваш Енӗн культура национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумне Иван Архипова ӗҫрен кӑларнӑ. Кун пирки республикӑн Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин йышӑну кӑларнӑ. Документа Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

«Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарланӑ тӑрӑх, Иван Архипов министр ҫумӗнче 2014 ҫултанпа ӗҫленӗ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра регионти туризм тытӑмне пӑхса-сӑнаса тӑрассине Культура министерствине панӑ. Ҫакна кура Иван Петрович республикӑра туризма аталантарас енӗпе вӑй хунӑ.

Каласа хӑвармалла, «Правда ПФО» журналисчӗ тӳре пуканне пушатнӑ Иван Архиповпа телефонпа ҫыхӑннӑ, лешӗ ӑна хӑй ирӗкӗпе ӗҫрен кайни ҫинчен каланӑ. Малашне вӑл ӑҫта тӑрӑшӗ? Хальлӗхе ку паллӑ мар, хӑй шарламан.

#министерствӑсем, #культура, #персона, #туризм, #тӳре-шара

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Шупашкарти фейерверк фестивальне Китайран килӗҫ
2018, 03, 07
«Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестивале Болгарирен те килӗҫ
2018, 03, 17
Чӑваш Ен хӗрӗ Станислав Говорухина тапӑннӑ
2018, 03, 13
Турист карапӗсен ҫул-йӗрне Шупашкарта сӳтсе явнӑ
2018, 03, 22
Чӑваш халӑх артистне Айдар Хисамутдинова юлашки ҫула ӑсатрӗҫ
2018, 04, 09

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org