Персона
![]() «Гордость чувашской нации - народная артистка СССР Вера Кузьмина (16.11.1923 г.р.) Вере Кузьминичне 94 года, но она по сегодняшний день на сцене Чувашского академического драматического театра. Пирӗн Аннемӗр, пирӗн мӑнаҫӑмӑр, халӑхӑмӑрӑн чун-чӗрепе ӑс-тӑн хӑватне кӑтартакан Ҫын», — ҫапла хыпарланӑ паян Фейсбукри хӑйӗн страницинче паллӑ тележурналист, драматург, сӑвӑҫ, Марина Каяргина. Чӑн та, Вера Кузьмина кӑҫал 94 ҫул тултарчӗ. Тӑхӑр теҫетке ҫул урлӑ каҫнӑ пулин те вӑл чӑваш театрӗн сцени ҫине тухать. Ытти тӗрлӗ мероприятие те халӑх юратакан, сума сӑвакан, пуҫ таякан, вӑл сцена ҫине тухнине пысӑк уявӑн йышӑнакан артист тӗрлӗ мероприятие хутшӑнать. «Асам» кинофестивальте те СССР халӑх артисткине курма тӳр килнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |