Шупашкарта Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ «Тараватлӑ Чӑваш Ен» регионсен хушшинчи фестивалӗн финалӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Олег Николаев хӑйӗн мӑшӑрӗпе ҫитнӗ.
«Кунта ытти регионти паллӑ ӑстасем пухӑннӑ, хӑйсен паха ӗҫ опычӗпе паллаштараҫҫӗ. Вӗсем тутлӑ апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме вӗрентеҫҫӗ», — тенӗ Элтепер.
Фестивалӗн финалне 13 ушкӑн тухнӑ. Наци апат-ҫимӗҫне кулинари ӗҫӗнчи паллӑ та сумлӑ экспертсем хакланӑ. Раҫҫей кулинарӗсен наци ассоциацийӗн ертӳҫи Виктор Беляев чӑваш тӗпелӗ паха апат-ҫимӗҫрен пуяннине асӑнса хӑварнӑ.
Уявра Олег Николаев шеф-поварпа пӗрле хуран кукли пӗҫерсе тутанса курнӑ.