Персона
![]() Юхма Мишши ҫыравҫӑ Патӑрьелсем хайсен ентешӗсене асра тытса тата Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа «Янӑра, чӑваш сӑмахӗ» сӑвӑ хитре вулакансен конкурсне ирттернине эпир пӗлтернӗччӗ. Вӑл тӑрӑхри культурӑри паллӑ ҫынсенчен пӗри вӑл, аса илтеретпӗр, Юхма Мишши. Сӑкӑтра ҫуралнӑскер кӑҫал 80 ҫул тултарать. Ыран, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, 14 сехетре, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче ҫыравҫӑн сумлӑ кунне халалласа юбилей каҫӗ иртмелле. Республикӑн Культура министерстви Юхма Мишшин пултарулахӗ калӑпӑшлӑ тесе хакланӑ май вӑл писатель те, поэт та, драматург та, академик та, историк та, философ та, публицист та, тӑлмачӑ та тесе палӑртать. Унӑн кӑларӑмӗсен йышӗ 300-тен те иртнине, унӑн хайлавӗсене ҫынсем юратса вуланине пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Александр Медведев Паян Федерацин миграци службин республикӑри Управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумне Александр Медведева юлашки ҫула ӑсатнӑ. Улттӑмӗш теҫеткепе пыракан Александр Иванович ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче яланлӑхах куҫ хупнӑ. Хӑй вӑл Комсомольски район ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗскер пулнӑ. Унӑн автобиографийӗнчи паллӑрах пулӑмсен шутне 1984-мӗш ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчен историпе общество пӗлевӗн преподавателӗ пулма вӗренсе тухнине кӗртме пулать. 1977-2000-мӗш ҫулсенче Александр Медведев ШӖМ тытӑмӗнче тӑрӑшнӑ май ертсе пыракан пукансене йышӑннӑ. 2012 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ӑна Федерацин миграци службин республикӑри Управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулма шаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() ШӖМӗн Чӑваш Енри министрӗ Сергей Неяскин Чӑваш Енре Шалти ӗҫсен министерствине урӑх ҫын министр пулса ертсе пырӗ. Вӑл — полицин генерал-майорӗ Сергей Неяскин.Унччен вӑл Сарӑту облаҫӗнче ШӖМре тӑрӑшнӑ. Сергей Неяскин Мӑкшӑ Республикинче 1959 ҫулта ҫуралнӑ. Вырӑнти патшалӑх педагогика институтӗнче, каярах Раҫҫей ШӖМӗн Чулхулари аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Чӑваш Республикин шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Семенов ӗҫрен каяссине пӗлтернине эпир иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнчех ҫырнӑччӗ. Аса илтеретпӗр, ҫӗнӗ хыпарпа вӑл хӑйӗн ӗҫтешӗсене видеоконференци мелӗпе территори подразделенисемпе ирттернӗ канашлура каланӑччӗ. Маларах Сергей Семенов министра Чӑваш Ен умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тесе орден медалӗпе чысланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Александра Матвеева Ҫӗмӗрле районӗнчи Вӑрманкасра пурӑнакан Александра Матвеева 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл тӑванӗсемпе ентешӗсене кӗрекене пухнӑ. Александра Андреевна ҫулне кура мар — йӑлтах астӑвать вӑл. Вӑрҫӑ пуҫланнине те, йывӑр ачалӑхне те. Александра Матвеева йышлӑ ҫемьере кун ҫути курнӑ. Чи кӗҫӗнни пулнӑ вӑл. Хресчен ҫемйине ачасене ура ҫине тӑратма йывӑр килнӗ. Ашшӗпе амӑшӗ Сашенькӑна ачасӑр мӑшӑра та пама шухӑшланӑ, анчах тӗплӗ шухӑшланӑ хыҫҫӑн хӑйсен ҫумӗнчех хӑварнӑ. Вӑрҫӑ пуҫлансан ашшӗпе виҫӗ пиччӗшне фронта илсе кайнӑ. Вӗсенчен нихӑшӗ те таврӑнман. Амӑшӗ куляннипе чире кайнӑ, кӗҫех ҫӗре кӗнӗ. Килти ӗҫсем Саша ҫине тиеннӗ, мӗншӗн тесен аслисем кунӗн-ҫӗрӗн уйра тӑрӑшнӑ. Александра Андреевна колхозра тар тӑкнӑ, Сӑр хӗрринче окоп чавнӑ, вӑрман каснӑ. Вӑхӑт иртнӗ, анчах ҫемье ҫавӑрман вӑл, халӗ тӑванӗн ачи патӗнче пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Станислав Майков Шупашкарта ӗҫлекен станочника РФ Президенчӗ Владимир Путин тав тунӑ. Станислав Майков ҫакна хастар ӗҫленӗшӗн тивӗҫнӗ. Арҫын Шупашкарти элеваторта стночникра ӗҫлет. Ӑна хастар ӗҫленӗшӗн сахал мар палӑртнӑ. Вӑл унта чылай ҫул вӑй хурать. Хальхинче Станислав РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн Тавне тивӗҫнӗ. Ӗҫтешӗсем те ӑна лайӑх енчен ҫеҫ хаклаҫҫӗ. Вӑл тӑрӑшнипе цехра станоксем лайӑх ӗҫлеҫҫӗ. Шупашкарти элеватор директорӗ Александр Дмитриев та ӗҫтешне юсав ӗҫӗсене ӑста пурнӑҫланӑшӑн ырлать. Арҫын ҫӗнӗ технологисене те алла илеме тӑрӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Федор Мадуров скульптор мастерскойӗнче фильм ӳкернӗ. Кӑларӑма ЮТВ каналпа кӑтартӗҫ. "Пике тени кам тени?" ят панӑ телепередачӑна авалхи ӗмӗрсенчи чӑваш хӗрарӑмӗсене халалланӑ. Кӑларӑм хӑнисене яланхиллех Лидия Филиппова журналист (хӑшӗсем ӑна сӑвӑҫ евӗр пӗлеҫҫӗ пулӗ, теприсем - Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн "Республика" хаҫатӑн тӗп редакторӗ пулнипе-тӗр) калаҫтарнӑ. Республикӑри хастар хӗрарӑмсене пухса унччен те ЮТВ валли кӑларӑмсем хатӗрленӗ-ха. Анчах унчченхисенче хальхи вӑхӑтрисем пирки каласа кӑтартнӑ. Ку хутӗнче пирӗн ват асанне-кукамайсем еплерех пулнине уҫса пама тӑрӑшнӑ. Телекӑларӑм хӑни Федор Мадуров пирки Лидия Филиппова аваллӑх сывлӑшне туйса ӗҫлекен ӑсчах-ӑстаҫӑ тесе хаклать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Валери Туркай ҫӗнӗ кӗнекепе Валери Туркай поэт «Шулай яшим» сӑвӑсен пуххине тутарла кун ҫути кӑтартнӑ. Шулай яшим тенине чӑвашла куҫарсан «Ҫапла пурӑнатӑп» пулать. Чӑваш Енӗн халӑх поэчӗ, Чӑваш Республикин тата Тутар Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ятсене тивӗҫнӗскер тутарсемпе чылайранпах ҫыхӑну тытни пирки республикӑн Культура министерстви пӗлтерет. 2008 ҫулта вӑл тутарсен Зариф Башири ҫыравҫин «Чувашская девушка Анисса» повеҫне чӑвашла тата тутарла кун ҫути кӑтартнӑ. Хайлава ун чух Зинаида Стеклова куҫарнӑ пулсан, 2010-мӗшӗнче Габдулла Тукайӑн «О любви к тебе писал я, мой народ» сӑвӑ пуххине чӑвашла куҫарса пичетленӗ. 2014 ҫулта вӑл Муса Джалилӗн «Моабитские тетради» сӑвӑсен ярӑмне куҫарса чӑваш вулаканӗ патне ҫитернӗ. Тутар ҫыравҫисен ытти хайлавне те вӑл куҫарман мар. «Шулай яшим» сӑвӑ пуххине Валери Туркайӑн тӗрлӗ ҫулта ҫырнӑ сӑввисем кӗнӗ. Кӗнекен умсӑмахне Чӑваш халӑх поэчӗ Порфирий Афанасьев ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Куславкка районӗнчи Анат Шуршура Сергей Буяткова асӑнса пилӗк ҫул каялла палӑк уҫнӑ Куславкка районӗсем хӑйсен тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ Совет Союзӗн Геройне Сергей Бутякова асӑнса вӑл ҫуралнӑ ялта музей уҫасшӑн. Уҫасса уҫасшӑн та, анчах кӗмӗл ҫитменни кансӗрлет. Ҫавна кура район администрацийӗ уҫӑ кӑмӑллӑ ҫынсене музей валли укҫа уйӑрса пулӑшма ыйтать. Тупрана епле расчет счечӗ ҫине куҫармаллине райадминистраци хӑйӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Сергей Бутяков 1916 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Куславкка чӑвашӗн ачалӑх ҫулӗсем кӳршӗллӗ Мари Элти Шуланкӑ (Звенигово) хулинче иртнӗ. Сергей Бутяков танкист пулнӑ. Карели фронтӗнче финсемпе ҫапӑҫнӑ чух, 1940 ҫулта, механик-танкист вилнӗ хыҫҫӑн ҫар машинине хӑй тытать. Ҫапах та ҫапӑҫура вӑйсем тан пулман: танк хыпса илет, пӗтӗм экипаж ҫунса каять. Сергей Бутякова вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Геройӗ ят параҫҫӗ. Вӑл — Карели фронтӗнчи ҫапӑҫура ҫав шайри паттӑр ятне илнӗ Чӑвашри пӗрремӗш ҫын. Пӗлтӗр Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗнче Питӗр чӑвашӗсен пайташӗсем вӑл тӑрӑхри тӑванла масарта пытарнӑ Сергей Бутяков вилтӑпри ҫине кайса килнине эпир пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Любовь Федорова «Ирхи тӗпелте» Мӗнле пурӑнать-ха сӑвӑҫӑ паянхи ҫӑмӑл мар саманара? Уҫӑ эфирта тухакан «Ирхи тӗпел» передачӑра чӑваш сӑвӑҫи, Раҫҫей Федерацийӗн ҫыравҫисен перлӗхӗн пайташӗ, Раҫҫей Федерацийӗн вӗрентӳ ӗҫӗн хисеплӗ ӗҫченӗ Федорова Любовь Михайловна пулчӗ. Вӑл передачӑна ертсе пыракан Марина Карягинӑпа поэзи шӑпипе ун пуласлӑхӗ ҫинчен пуплерӗ. Шупашкарти 1-мӗш гимназире чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ пулса вӑй хураканскер, чӑваш чӗлхи малашлӑхӗ ҫинчен те калаҫрӗ. Паллах, ӗҫе темле юратсан та йывӑрлӑхсемсӗр пулмасть. Ҫапах та Любовь Михайловна тӑван чӑваш чӗлхи нихӑҫан та пӗтмессе шанса калаҫрӗ. Сӑмах май, Любовь Михайловна пушӑн 20-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Эпир ӑна ҫуралнӑ кун ячӗпе саламлатпӑр. Ырлӑх, сывлӑх, иксӗлми, телей, ҫитӗнӳсем сунатпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Алексей Мересьев Йӗпреҫ районӗнчи вулавӑша Шупашкарти шкул ачисем Алексей Маресьев Совет Союзӗн Геройӗ пирки пӗлессишӗн пырса ҫитнӗ. Нарспи Васильева таврапӗлӳҫӗ Н.В. Смирнов сержант ячӗллӗ Шупашкарти 33-мӗш шкулта 5-мӗш «а» тата 5-мӗш «б» классенче вӗренекенсене А. Маресьев ҫуралнӑранпа кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 100 ҫул ҫитнине аса илтернӗ май унӑн патӑрлӑхӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи кунсенчен пӗринче унӑн самолетсене персе антарсан малтан вӑл аманнӑ урипе пӗтӗм вӑя пухса, кайран хырӑмпа шуса 18 талӑк хушши фронт лини енне талпӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра йывӑҫ хуппипе, ҫырлапа тӑранкаланӑ. Вӑрманта выртакан вырӑс салтакне Новгород облаҫӗнчи Валдай районӗнчи Плав ялӗнчи ашшӗпе ывӑлӗ вӑрманта халсӑрланса выртнине асӑрханӑ-ха, анчах вӑл сӑмах чӗнменрен нимӗҫ пуль тесе пӑрӑнса утнӑ. Кайран ӑна ҫав ялти икӗ арҫын ача, Сережӑпа Саша, асӑрханӑ. Сашӑн ашшӗ вырӑс летчикне яла илсе кайнӑ. Темиҫе эрне пӑхнӑ ӑна ял ҫыннисем. Тухтӑр пулманнипе кайран госпитале ӑсатнӑ. Сӑмах май каласан, Нарспи Корниловна хӑй те кӑсӑклӑ ҫын. Вӑл таврапӗлӳҫӗ кӑна мар, педагогика ӗҫӗн ветеранӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, халӑха вӗрентес ӗҫ отличникӗ, Йӗпреҫ поселокӗн хисеплӗ ҫынни. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |