Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.5 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Персона

Персона

Мускав облаҫӗнче «Чи лайӑх тухтӑр» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Вӗсене ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Вероника Скворцова саламланӑ.

Республикӑри клиника онкологи диспансерӗн паталогоанатоми уйрӑмӗн заведующийӗ Евгений Москвичев «Чи лайӑх эксперт» номинацире пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.

Евгений Москвичевшӑн ку конкурс пысӑк савӑнӑҫ. Ара, ҫӗнтерӳҫӗсене чиновниксемпе пациентсем мар, ӗҫтешӗсем — тухтӑрсем — суйлаҫҫӗ вӗт.

Евгений Москвичев диспансерта 2003 ҫултанпа ӗҫлет. Халӗ вӑл — ҫав пульницӑри уйрӑмӑн заведующийӗ.

«Васкавлӑ медпулӑшури чи лайӑх тухтӑр» номинацире республикӑри васкавлӑ медпулӑшу станцин васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗ Маргарита Давыдова иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑл сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗнче 29 ҫул ӗҫлет.

Конкурса 2000 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. 2011 ҫултанпа вара чи лайӑх тухтӑрсене укҫан та хавхалантараҫҫӗ.

 

Персона

Паян Чӑваш халӑх ҫыравҫи Василий Алентей ҫуралнӑранпа 97 ҫул ҫитнӗ. Вӑл Вӑрмар районӗнчи Кӗтеснерте ҫуралнӑ.

Василий Алентей — проза ӑсти, поэт, публицист тата критик. Шкулта та ӗҫленӗ, район хаҫат редакторӗнче те, Чӑваш кӗнеке издательствинче те, «Тӑван Атӑл» журнал редакторӗнче те.

Ҫыравҫӑн тӑван тӑрӑхӗнче «Ҫӗр ӗҫченне мухтанӑ ентеш» мероприяти ирттернӗ. Унта ачасене ҫыравҫӑ биографийӗпе паллаштарнӑ, унӑн паллӑ произведенийӗсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Алентей хайлавӗсем кӗтеснерсен кӑна мар, пӗтӗм чӑваш халӑх мухтавӗ пулнине палӑртса хӑварнӑ.

Ентешӗн ҫуралнӑ кунне халалланӑ мероприяти тӗлне вулавӑш ӗҫченӗсем «Манӑҫми Алентей» курав та йӗркеленӗ, ачасем унпа та чунтан кӑсӑкланса паллашнӑ.

 

Персона
Валентина Смирнова-Геворкяна культура министрӗ Константин Яковлев саламлать
Валентина Смирнова-Геворкяна культура министрӗ Константин Яковлев саламлать

Вӑрнар районӗнчи Кӳлхӗрри ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче юрӑҫ пултарулӑхне туптанӑ Валентина Смирнова-Геворкяна иртнӗ шӑматкун ӗҫтешӗсем тата Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев саламланӑ.

Валентина Смирнова-Геворкян Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче 1991 ҫултанпах ӗҫлет. Паян вӑл — Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Республикин халӑх артистки.

Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче «Сельская честь» оперӑна лартнӑ. Итали опера композиторӗн Пьетро Масканьин хайлавӗнчи Сантуццы партийӗнче Валентина Смирнова-Геворкян пулнӑ.

Оперӑна куракансем ӑш кӑмӑлпа йышӑннӑ. Вӗсем чылайччен тӑвӑллӑн алӑ ҫупса саламланӑ. Юбиляра ӗҫтешӗсем, ҫавӑн пекех республикӑн культура министрӗ Константин Яковлев паллӑ кунпа саламласа ырлӑх-сывлӑх суннӑ.

 

Персона
Евгения Тимофеева
Евгения Тимофеева

Шупашкарта пурӑнакан 13-ри Евгения Тимофеевӑна ИӖМ ӗҫченӗсем чысланӑ. Хӗрача кӳршине ҫунакан ҫуртран илсе тухнӑ. Ӑна чечек ҫыххипе тата хисеп грамотипе чысланӑ.

Чыслав паян Шупашкарти 7-мӗш шкулта иртнӗ. Евгения Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранне, 92 ҫулти хӗрарӑма пушарта ҫӑлнӑ. Ку ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче пулнӑ. Унта виҫӗ ҫурт ҫунма тытӑннӑ.

Ҫулӑм хӑлха илтмен кӳршин ҫурчӗ тӑррине каҫнӑ. Евгения ҫухалса кайман — пӳрте чупса кӗнӗ те ватӑскере илсе тухнӑ. Ҫулӑм кинемейӗн ҫуртне тӗп тунӑ. Унӑн ҫуртне йӗркене кӗртиччен вӑл Тимофеевсем патӗнче пурӑннӑ.

Евгения кӳршине ҫӑлмалли пирки ун чухне пӗрре те иккӗленмен, ҫунакан ҫурта хӑрамасӑр кӗрсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/36994
 

Персона

Вӑрнар районӗнчи Кӳлхӗрри ялӗнче пурӑнакан Елизавета Егоровна Родионова 100 ҫул тултарнӑ. Юбиляр хӑйӗн ӗмӗрӗнче чылай терт-нуша курнӑ.

Елизавета Егоровна Октябрь революцийӗччен ҫуралнӑ. Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи йывӑрлӑха та чӑтса ирттернӗ.

Елизавета Родионова мӑшӑрӗпе пӗрле 5 ачана тивӗҫлӗ воспитани панӑ. Шел те, халӗ вӗсенчен 3-шӗ ҫеҫ пурӑнать. Мӑшӑрӗ те ку тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.

Елизавета Егоровна тек качча кайман. Вӑл ачисене ӳстернӗ, хуҫалӑх тытса пынӑ. Вӑл ӗмӗрӗпех колхозра тар тӑкнӑ.

Юбилейпе саламламашкӑн тӑванӗсем кӗрекене пухӑннӑ. Чиновниксем те пӗр ӗмӗр хыҫа хӑварнӑ кинемее саламланӑ: чечек ҫыххи тата Владимир Путин янӑ ҫырӑва тыттарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/36999
 

Персона

Паян РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Владимир Владимирович 64 ҫул тултарнӑ.

Паян ҫӗршыв ертӳҫи нимӗнле официаллӑ мероприятие те хутшӑнмасть. Ҫапах, унӑн пресс-секретарӗ Дмитрий Песков каланӑ тӑрӑх, Владимир Владимирович паян телефонпа ӗҫпе калаҫнӑ.

Кӑҫал Владимир Путин ҫуралнӑ кунне тӑванӗсемпе, ҫывӑх ҫыннисемпе тата юлташӗсемпе паллӑ тӑвать. Кунсӑр пуҫне ҫӗршыв пуҫлӑхне ытти ҫӗршыв ертӳҫисем шӑнкӑравласа саламланӑ. Тӗслӗхрен, Беларуҫ пуҫлӑхӗ Александр Лукашенко ӑшӑ сӑмахсем каланӑ.

Сӑмах май, пӗлтӗр Владмир Путин ҫуралнӑ кунне Сочири Олимп паркӗнче паллӑ тунӑ. Вӑл ун чухне паллӑ спортсменсемпе, политиксемпе, усламҫӑсемпе хоккейла вылянӑ, хапхана 7 шайба кӗртнӗ.

 

Персона

Чӑваш Ен каччи, велоҫулҫӳреве тухнӑ Никита Васильев Китая ҫитнӗ. Халӗ вӑл 9 миллион ҫын пурӑнакан Шеньянг ятлӑ хулара.

Ку хула — Китайри мегаполис. Унти вӑхӑт Мускаврипе 5 сехет уйрӑлса тӑрать. Никита каланӑ тӑрӑх, унта водительсем ҫулпа питӗ асӑрханса ҫӳреҫҫӗ. Китай ҫыннисем туристсене питӗ хисеплеҫҫӗ. Пурте ун ҫине ҫаврӑнса пӑхаҫҫӗ. Ара, Никита ҫутӑ ҫӳҫлӗ-ҫке-ха. Хӑшӗсем унпа селфи ӳкерӗнеҫҫӗ.

Никитӑна Китайри апат килӗшнӗ. Унта вӑл тутлӑ тата йӳнӗ. Никита Пекина та ҫитсе курасшӑн. Унта ҫитмешкӗн — 700 ҫухрӑм. Кун хыҫҫӑн унӑн ҫулӗ Шанхая выртӗ. 50 кунра вӑл Вьетнама ҫитесшӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/36797
 

Персона

Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре ҫуралнӑ Николай Карлин композитор тата педагог авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 70 ҫул тултарать.

Паллӑ куна халалласа Елчӗкри историпе краеведени музейӗнче пӗчӗк курав йӗркеленӗ. Музей хӑйӗн хӑнисене Николай Карлин юррисемпе, сӑнӳкерчӗкӗсемпе, хаҫатра ун ҫинчен тӗрлӗ ҫулта ҫырнисемпе, унӑн юррисен пуххисемпе паллаштарать.

Николай Карлин — Музыка обществин президиумӗн пайташӗ, Чӑваш Енри композиторсен ассоциацийӗн пайташӗ. Малтанласа Курганти профтехучилищӗре ӑс пухнӑ. Вунӑ ҫултан вӑл Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищинчен вӗренсе тухнӑ. Малтан Ленин ячӗллӗ колхозри хора ертсе пынӑ, кайран — Шупашкарти П. Хусанкай ячӗллӗ культура ҫуртӗнчи хора. Ҫапла вара Николай Карлин тӗрлӗ ӗҫре тӑрмашнӑ вӑхӑтрах юрӑ ҫырма та вӑхӑт тупнӑ.

Елчӗкри музейри курав юпа уйӑхӗччен ӗҫлӗ.

 

Персона
Валериан Соколов олимп чемпионӗ
Валериан Соколов олимп чемпионӗ

Паян Чӑвашран тухнӑ пӗрремӗш Олимп чемпионӗ Валериан Соколов 70 ҫул тултарнӑ.

Вӑл 1946 ҫулта Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Пинер ялӗнче ҫуралнӑ. Ялти чылай арҫын ача евӗрех спорта юратнӑ. Техникумра вӗренме тытӑнсан вӑл вӑхӑтра анлӑ сарӑлнӑ бокс секцине кӗме ӗмӗтленнӗ, анчах унта ӑна тӳрех илмен. Ырханкка кӗлеткине курсан ку ачаран нимӗн те пиҫмӗ тенӗ пулинех? Ҫапах та кӑштахран хыткан яш Николай Лукин тренер аллине лекнех.

Тӑрӑшни сая кайман: СССР тава тивӗҫлӗ спорт маҫтӑрӗ, 1968 ҫулта Мехикора иртнӗ XIX Олимп вӑййинче чемпион ятне тӑватӑ хутчен СССР чемпионӗ ята тивӗҫнӗ.

Пысӑк спортран кайнӑ хыҫҫӑн Валериан Соколов Ленинградри физкультурӑн ҫар институтӗнчен вӗренсе тухса педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗн ятне илнӗ. Халӗ те вӑл Мускавра пурӑнать.

 

Персона
Иван Торин
Иван Торин

Ҫӗнӗ Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗ умӗн «Ҫӗнӗ Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни» ята панӑ. Ӑна кӑҫал Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче нимӗҫсемпе ҫапӑҫнӑ Иван Торин тивӗҫнӗ.

Иван Тимофеевич Сӗнтӗрвӑрри районӗнче 1925 ҫулта ҫуралнӑ. 1942 ҫулта ӑна Совет Ҫарне илнӗ. 1943 ҫулта вӑл Курск пӗккинче ҫапӑҫнӑ. Киева ирӗке кӑларнӑ чухне Иван Тимофеевич вӑйлӑ аманнӑ. 1945 ҫулта ӑна суранӗсене пула демобилизациленӗ.

Вӑрҫӑ пӗтсен вӑл Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман техникумӗнче ӑс пухнӑ. Унтан лесникре ӗҫленӗ. Каярахпа вӑрман хуҫалӑхӗн директорӗ пулнӑ.

1968 ҫулта парти путевкипе «Химпрома» ӗҫлеме килнӗ. Тивӗҫлӗ канӑва вӑл 70 ҫулта тухнӑ. Халӗ Иван Тимофеевич шкулта вӗренекенсемпе час-часах тӗл пулать, общество ӗҫне хастар хутшӑнать. Нумаях пулмасть ветеран 91 ҫул тултарнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 127, 128, 129, 130, 131, 132, 133, 134, 135, 136, [137], 138, 139, 140, 141, 142, 143, 144, 145, 146, 147, ...182
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тахҫанхи ӗҫсене пурнӑҫлама вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫывӑх ҫынсенчен пӗри сирӗн пурнӑҫра стабильлӗх ҫуккишӗн кӑмӑлсӑрланма пултарӗ. Ахӑртнех, эсир тӑрӑшсан лару-тӑрӑва йӗркелеме пултаратӑр. Нимӗн те тумасан лару-тӑру ҫивӗчленӗ ҫеҫ.

Ҫу, 13

1940
85
Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть